Комментировать

5 Июн, 2015

«Эпĕ уçă çын. Вăрттăнлăх çук»

Аркадий Павлович мĕн ачаран Етĕрне тăрăхне сăнаса та тĕпчесе ÿснĕ. Тăван тавралăхпа çыхăннă пĕтĕм хыпар-хăнара пĕлме тăрăшнă. Выла юханшывĕ ăçтан пуçланать? Мăчкаш шывĕ хăш ялсем патĕнчен юхса иртет? Урпаш юханшывĕ хăш çăлкуçран вăй илме тытăннă-ха? Виçĕ юханшывĕ те хăйсен шывне Атăла парса тăраççĕ-çке...

Темиçе çул каялла "Ленинская искра" колхоз председателĕнчен эпĕ хуçалăхри çырма-çатрана йывăç-курăк лартса ÿстересси,юханшыв çыранĕсене ишĕлесрен хÿтĕлесси мĕнле пуçланни çинчен ыйтнăччĕ.

- Асăрханакана Турă упрать теççĕ-и-ха? - йăвашшăн кулса илчĕ Аркадий Павлович. - Урăхла ниепле те май пулман вĕт. Колхозра 14 ял, 1200 ытла кил хуçалăхĕ, 5670 га усă куракан çĕрсем, çав шутра 4543 гектарĕ - сухаламалли çĕр. Пĕтĕмпе 4 пине яхăн çын пурăнать. Мĕнпур çĕрсен 80 процентне эрози сиенленĕ. Çырма-çатра вара 85 çухрăма тăсăлнă. Хăрушă вĕт.

Пирĕн тăрăхра тĕлĕнмелле чаплă çĕр ĕçченĕ 1918 çултах "Чăмăртанни" коммуна йĕркеленĕ Георгий Степанович Скворцов пурăннă. Вăл сăнав ĕçĕсем нумай тунă, таçтан инçетрен люцерна, ÿхлĕм курăкĕ тата ытти курăксем кÿрсе килнĕ. Вĕсен вăрлăхне çырма тăрăх акмалăх та хатĕрлесе сутнă. Георгий Степановичах пирĕн республикăна Лорх çĕрулмине илсе килнĕ. Çĕрулми вăрçă вăхăтĕнче нумай пин çынна вилĕмрен çăлса хăварнă.

Аркадий Павлович ĕçлеме пуçланă çул хуçалăхра 3 гектар çинче люцерна акса илнĕ. 1970 çул тĕлне çак кăтарту 400 гектарпа танлашнă. Вăл йăлтах çырма-çатраллă çĕрсем çинче çитĕннĕ. Гектартан 30-40 центнертан кая мар утă тухнă.

- Люцерна - асамлă культура, - ăнлантарнăччĕ мана чылай çул иртсен А.П.Айдакăн экологи енĕпе ĕçлекен заместителĕ Николай Сапожников. - Скворцов сĕннипе пирĕн колхоз районта пуринчен малтан самай пысăк лаптăк çинче люцерна акса çи¬тĕнтерме тытăннă. Пĕрмай ишĕлсе пынă çырма пуçĕнчи хĕрлĕ тăмлă çĕрсем çинче лайăхах çитĕннĕ вăл. Унăн тымарĕ вăйлă аталанать, çĕре малалла ишĕлсе пырасран чарса лартать. Шăрăха парăнмасть, вăйлă аталаннă тымарĕпе нÿрĕке аялти сийĕнчен илсе тăрать.

Люцерна тăпрари шывпа сывлăш ылмашăвне лайăхлатать, тăпрара гектар пуçне 100 килограмм ытла азот хăварать. Сăртлă вырăнсемшĕн люцерна питĕ усăллă. Çырма-çатрана хÿтĕлеме çеç мар, чĕрĕ илем кÿме те Аркадий Павлович тĕветкеллĕ утăм тунă. Çакăн çинчен вăл пирĕн колхоза килсе çÿрекен пур делегацине, туристсене уççăн каласа парать.

Çырма-çатра çулне пÿлес ыйтусемпе Айдак нумай çул хушши пуç ватнă, канăç¬сăрлантарнă вĕсем ертÿçĕне.

- Пĕррехинче килте 1942 çулта кăларнă "Полеводство" журнал тупса вуларăм, - аса илнĕччĕ Аркадий Павлович. - Унта тăпра ишĕлнине чарса лартасси çинчен çырнăччĕ. Аван. Хамăр ялсенчи ватăсемпе канашларăм. Пурте лайăх пĕвесем пĕвелемелле теççĕ. Çапла вара 1986 çулхи çуркунне Алексей Артемьев бригадир ертсе пынипе Мăн Шĕмĕртен çыннисем çырма тĕпĕнче темиçе тĕлте çатан пĕвесем пĕвелерĕç. Паллах, нумайăшĕ çумăр шывĕ веçех юхтарса каясран та шикленчĕ. Çук, çумăр шывĕпе юхса аннă юшкăн çав пĕвесенче тытăнса юлчĕ. Çатанĕсем унăн айне пулчĕç. Тепĕр çуркунне юшкăн çинех çĕнĕ пĕвесем туса тухрăмăр. Çĕнтертĕмĕр вĕт. Ишĕлекен çырма пуçĕсене питĕртĕмĕр. Çакă пысăк ĕçсен пуçламăшĕ пулчĕ.

- Пĕчĕк юханшывсен çыранĕсене хÿтĕлес шухăш мĕнле çуралчĕ?

- Манăн вăрттăнлăх çук. Эпĕ уçă çын, - ыйтăвăма пÿлсе хĕрÿлленсе кайрĕ Айдак. - Ку тĕлĕшпе те пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ Николай Александрович Обозов статйине вуларăм. Вăл Десна юханшывне çыранĕсенче хăвасем лартса хÿтĕлесси çинчен çырнăччĕ. Мĕн тери ăслă-тăнлă çын! 1975 çулта Мускавра унăн "Судьба малых рек на примере бассейна Десны" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Пирĕн çавнашкал çынсен паха опычĕпе тĕплĕн те пĕлсе усă курмалла. Веçех шута илмелле. Çапла вĕт.

- Колхозри юханшывсен çыранĕсенче хăвасем пачах юлманччĕ. Вĕсене тахçанах сурăхсемпе качакасем кăшласа пĕтернĕччĕ. Етĕрне вăрман хуçалăхĕ ирĕк панипе хĕлле хамăртан 20 çухрăмри Сăр хĕрринчи хăвасене касса килтĕмĕр. Куç хăрать те алă тăвать теççĕ. Халĕ хамăрăн пĕчĕк юханшывсем те хăвасемпе ытти йывăçсем айне пулчĕç. Ачак тăрăхĕ "илем тĕкĕрĕ" тесе ахаль каламасть халăх.

Пин-пин йăмра ÿсет халĕ пирĕн çырмасенче. Тĕрлĕ кайăксен юрри, пыл хурчĕсемпе сăпсасен сĕрлевĕ, тĕкĕлтурасен нăрăлтатăвĕ. Пĕтĕм пурнăçшăн çĕкленнĕ музыка вĕт. Пурăнас килет!

Çутçанталăкшăн тăрăшни - çĕршыва сыхлани. Вунтăватă ял çыннисем çутçанталăка пĕр ĕмĕт-тĕллевпе сыхлаççĕ. Çапла тума Аркадий Павлович колхозниксене хăйĕн хресчен пурнăçĕнче тахçантанпа пĕрчĕн-пĕрчĕн çирĕпленнĕ чи йÿнĕ те ансат меслетсем сĕннĕ. Вĕсем пурте пурнăçа кĕнĕ. Колхоз председателĕ никам ятне те уйрăммăн палăртмарĕ, вăл нихăçан та пĕрне хурласа теприне ырламасть. Колхозниксен пĕрлехи ĕçĕпе пĕтĕм хуçалăх чапĕ, мухтавĕ çĕршыв шайне çити хăпарнă.

Колхозри сип-симĕс йывăç-курăк айĕн¬чи çырмасенче 61 пĕве çуталса, вĕтĕ-вĕтĕ хумсемпе чÿхенсе выртать. Кунтах пулăçсем курăнкалаççĕ. Пĕвесен хĕррипе хăвасем, кăшт çÿлерех йăмрасем, унтан хурăнсем, çăкасем, юмансем, пилешсемпе палансем ÿсеççĕ.

Тата çăлкуçĕсем мĕнешкел хитре! Ирĕксĕрех Юрий Сементер сăввипе Юрий Жуков кĕвĕленĕ "Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç" юрă асăма килет...

Пурăннă пулсан пирĕн çĕршывăн паллă çĕр ĕçченĕ, «Хресчен сасси» хаçатăн никĕслевçи Аркадий Павлович Айдак кăçалхи июнĕн 7-мĕшĕнче 78 çул тултаратчĕ. Чăнахах таса, уçă чунлă çынччĕ вăл. Çутçанталăк шăпах çавăн пеккисене итлет, çывăха ярать, вĕсем хăйĕнпе килĕштерсе пурăнасса пĕлсе тăрать. Тавралăх экологийĕ чи малтан чун экологийĕнчен, ăс-тăн, шухăш-кăмăл тасалăхĕнчен пуçланать-çке.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.