Ăсталама логика шухăшлавĕ пулăшать
Ун пек маттурсене чăваш халăхĕ пăрчăканпа танлаштарать. Ирĕкĕм пулсан Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнче пурăнакан Нина Арсентьева хуçалăхне пĕр иккĕленмесĕрех вырăнти тирпейлĕ те хăтлă, тĕслĕхлĕ хуçалăх тесе палăртăттăм. Ку килте кашни япала - хăй вырăнĕнче. Унран та ытла - пÿрте кĕрсен хăвна музее лекнĕнех туятăн. Мĕн тĕрлĕ илеме кăна курмастăн кунта! Çипрен, хутран, пралукран, вĕтĕ шăрçаран, пусмаран... ăсталанă ĕлккен куçаилĕртмĕш. Ку йăлтах - кил хуçин пултарулăхĕ. Пахчи те çăтмах кĕтесне аса илтерет: çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех мĕн тĕрлĕ чечек ешермест-ши клумбăсенче! Çичĕ парник, пĕр теплица - ку хуçалăхра ĕç майне пĕлсе ăна ăнăçтарма пултаракан пурăннине аякранах систерет. Пин-пин калча çитĕнет вĕсенче çуллен.
Куславкка тăрăхĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Нина Васильевна ку тăрăха Шупашкарти пединститутра математика вĕрентекенĕ пулма пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕçлеме килнĕ. Шăпа кунтах пулас упăшкипе - Василий Арсентьевпа - паллаштарнă. Çапла иккĕмĕш тăван ял пулса тăнă Энтрияль 34 çул каялла Нина Васильевнăшăн. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн учитель ĕçне пăрахнă, çулталăк садикре тăрăшнă. Халĕ те вăй питти-ха вăл - икĕ алла çĕр ĕç вĕресе кăна тăрать унăн. Сахал-и ĕç хуçалăхра? Мăшăрĕ - Василий Николаевич - вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн арçын вăйĕ кирлĕ çĕрте хăех пилĕк авать пуçне усма хăнăхман хĕрарăм: çитĕннĕ икĕ ачи Мускавра, ялан вĕсене кăна кĕтсе лараймăн. Эппин, алĕçпе хăш вăхăтра аппаланса ĕлкĕрет-ха вăл?
- Ћркенмесен вăхăт тупма пулать. Телевизор умне алла ĕç тытмасăр лармастăп çав. Тума пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлес, япалине пĕтĕмĕшле курас килет те - çĕрлечченех тăрмашатăп çав тепĕр чухне. Алă-ура чăлхансан - пăрахатăп, ун пек чухне чуна хĕнесе ларни кăна - усси çук, - сăпайлăн калаçать ветеран-педагог.
Тăхăнмалли тĕрлĕ япала çыхассипе çамрăкранах тăрмашнă вăл, ытти темтепĕр ăсталас туртăм вара канăва тухсан пуçланнă-мĕн. Мĕн ăсталассине вара журналсенчен, Интернетран суйласа илет. Тата... хăй шухăшласа кăларать. Пĕр япаланах темиçе тума вара юратмасть. Акă, диван çине хумалли капăр минтерсенех илер. Вĕсене ку таранччен мĕн чухлĕ хатĕрленине маннă та ĕнтĕ - тĕрри-эрешĕ, çипписем - кашнин расна.
- Çак акăшсене чи малтан кĕнекерен пăхса ăсталарăм. Оригами мелĕпе. Халĕ уйрăм модульсенчен хитре сувенир ĕлкине хамах шухăшласа кăлараятăп, - ăнлантарать мана вăл. Шкулта ачасене математика вĕрентнĕскер логикăна лайăх чухлать.
Ăсталăх тени Нина Васильевнăн юнра пулас - пăчкă-пуртă е перфоратор алла тытса арçын ĕçне те ăнăçтарма пултарать вăл. Хăй тăрăшнипе хăпартса ултă çул каялла пурăнма кĕнĕ çĕнĕ çуртра туса çитермелли темĕн те тупăнать - çынна ялан епле тилмĕрĕн?
Алă айĕнчи япаласенех асамлă илеме çавăрас пултарулăха Нина Васильевнăран вĕреннисем чылай Энтриялĕнче. Çакăн валли майне вара ялти клуб ĕçченĕсем туса панă. Алĕç ăстисене эрнере пĕрре культура çуртĕнче улах ларма сĕнсен ялти çаврăнăçуллă хĕрсемпе хĕрарăмсем хапăлласах килĕшнĕ. "Каçхи улахăн" ертÿçине вара пурте пĕр кăмăллă пулса Нина Арсентьевăна çирĕплетнĕ. Çулталăк каялла пуçтарăннă çак ушкăн хатĕрленĕ япаласенчен кашни уйăхра курав йĕркелеççĕ кунта. Çапла ял халăхне, килен-каян хăнасене хăйнеевĕр илемпе савăнтараççĕ. Н.Арсентьева хăйĕн вĕрентекен тивĕçне пысăк тимлĕхпе пурнăçласа пырать. Алĕçĕн çĕнĕ тĕсĕсемпе информацин тĕрлĕ çăлкуçĕсенчи материалсемпе паллашсах тăрать. Акă, нумаях пулмасть çăм йăваласа япала хатĕрлемелли меслете алла илнĕ. Эппин, çак ăсталăх та улахсенчен пĕринче хута кайĕ. "Ћркенмен ăста пулнă", - тенĕ ваттисем. Тĕрĕсех çав.