Ушкăнпа - вăрмана
Сывă пул, вĕренÿ çулĕ, ална пар, каникул! Чи хаваслă кунсем çитрĕç. Шкул ачисем çуллахи ăшă кунсемпе тинех чун каниччен киленме пултараççĕ. Умра - виçĕ уйăха тăсăлакан каникул! Савăн, выля та кул!
Эпир те, иккĕмĕш класра вĕренекенсем, пурте пĕрле çутçанталăк илемĕпе киленме çывăхри вăрмана кайса килтĕмĕр. Ушкăнпа савăнма вара пирĕн сăлтавĕ те пур. Вĕренÿ çулне класри вуникĕ ачаран Ульяна Лазарева «пиллĕк» паллăпа кăна вĕçлерĕ. «Тăваттă» тата «пиллĕк» паллăпа кăна хăйсен дневникĕсене илем кĕртекенсен шучĕ те çичĕ ачана çитрĕ.
Ачасен кăмăлне çĕклекен тепĕр сăлтав вара - ашшĕ-амăшĕ юнашар пулни. Софья Григорьеван асламăшĕ шăпăрлансемпе теннисла вылярĕ. Уçланкăра кăвайт йăсăрланса çунни хăех мĕн тери асамлă! Кĕçех таврана тутлă шашлăк шăрши сарăлчĕ. Техĕмлĕ апат хатĕрленĕ вăхăтра ачасем футболла, волейболла вылярĕç. Ашшĕ-амăшĕ командăра пĕрле пулни пушшех те савăнтарчĕ. Тĕрлĕ ăмăртупа хавхаланнă ачасен хаваслă сасси уçланкăра чылайччен янăрарĕ, хитре кĕвĕ-çемĕпе пурте пĕрле ташăсем ташлама та пултарчĕç. Класс ертÿçи вĕренекенсене тăван тавралăх илемне тата аванрах туйма хăнăхтарчĕ, тĕрлĕ ÿсен-тăранпа паллаштарчĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ.
Хаваслă иртрĕ вăрманти кану.
Екатерина ГРИГОРЬЕВА,