Комментировать

4 Июн, 2015

“Çамрăксен хулинче" кашни минут хаклă

Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче чи хастар та пултаруллă çамрăксем каллех Атăл леш енне пухăнчĕç. Кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртекен «Çамрăксен хули» форума 2000 яхăн çын хутшăнать. Ултă çулта унта 10 çĕршыври, Раççейри 15 регионти 7000 яхăн çамрăк, 2000 ытла хăнапа эксперт пулса курнă. Форум кăçал 5 енлĕн ĕçлĕ: «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ», «Экономика тата предпринимательлĕх», «PR тата медиа», «Волонтерлăх тата ыркăмăллăх», «Лидер». Пилĕк кунра яш-хĕрпе 100 ытла усламçă, политикăпа общество деятелĕсем, IT, PR, пултарулăх, психологи, ялхуçалăх, маркетинг тытăмĕнчи специалистсем тĕл пулĕç.

«Çамрăксен хули» хаваслăхпа тулни таçтанах сисĕнет. Çамрăксем пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмеççĕ: пĕрисем кăвайт чĕртсе каçхи апат хатĕрлетчĕç, теприсем сцена умĕнче ташлатчĕç, виççĕмĕшĕсем волейболла вылятчĕç... Кăçалхи форум «Чăваш Ене юрат» лозунгпа иртет. Яшсемпе хĕрсем тăван çĕре хисеплени кашнин куçĕнче палăрчĕ. Чылай регионтан килнĕ унта. Пĕр çамрăк Астрахань хулинчен çитнĕ. Етĕрне районĕнчен çар тумне тăхăнса килнĕ делегацие /сăн&керчĕкре/ таçтанах асăрхама пулать. Ку костюма вĕсем ахальтен суйламан. Палаткăна çар сĕмĕ кĕртнĕ: автомат муляжĕсем çакăнса тăраççĕ.

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитрĕ, çавăнпа эпир çакăн пек тумлантăмăр. Кунта пирĕнпе килнĕ çамрăксенчен ытларахăшĕ - Етĕрне районĕнчи волонтерсен Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă корпусĕнчен, - хăйсемпе паллаштарчĕ делегаци ертÿçи Алиса Тихонова.

Кĕçех Атăл леш енне катерпа сумлă хăнасем çитрĕç. Çамрăксем ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата унăн мăшăрне Лариса Юрьевнăна, Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова, ЧР вĕренÿ министрне Владимир Иванова, РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместительне Алена Аршиновăна, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарьне Николай Малова хаваслăн кĕтсе илчĕç. Пурте Михаил Васильевич çумнерех пулас тесе сцена умне кĕпĕрленчĕç. Анчах вăл сцена çине тÿрех хăпармарĕ, çамрăксем патне пырса калаçрĕ: мĕн килĕшет вĕсене кунта, мĕн çителĕксĕр?

Михаил Игнатьев Атăл хĕрринче ирттернĕ кунсем çамрăксен асĕнче яланлăхах çырăнса юлнине, форум вĕсене пурнăçра хăйсен çулне тупма пулăшнине, бизнесменсемпе, ытти специалистпа тĕл пулни малашне кирлĕ пулнине палăртрĕ. Форум ертÿçи Станислав Трофимов кăçалхи программа пуян пулассине систерчĕ. Кун хыççăн Михаил Игнатьев çамрăксемпе уçă диалог ирттерчĕ. Республика Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашĕ валли «Çамрăксене шанмалла» Çырăва ахальтен хатĕрлемен.

Уçă диалог чăннипех те кăсăклă иртрĕ. Çамрăксене республикăри тĕрлĕ тытăмри лару-тăру кăна мар, Михаил Игнатьевăн пурнăçĕпе шухăш-кăмăлĕ те кăсăклантарчĕ. Хастар пĕр хĕр Михаил Васильевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуканне мĕнле майпа йышăнма пултарнине ыйтма мехел çитерчĕ. Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе шÿтлесе те илчĕ: "Чăннине каламалла-и е суймалла-и?" Унтан вăл Шупашкар районĕн халăх депутачĕсен канашĕн депутачĕ, ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ, çак ведомствăн министрĕ пулнине асăнчĕ. Республика Пуçлăхĕн должноçне ахальтен лартман. Ĕçне кура хисепĕ вĕт. Тепĕр çамрăк Михаил Игнатьев журналистсем ăна тиркесе, суйса çырнине мĕнле йышăнни пирки кăсăкланчĕ. Михаил Васильевич тĕрĕс критикăна хисепленине пĕлтерчĕ, анчах сăлтавсăрах «лачакапа» вараланине вăл ăнланмасть. ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн ячĕпе тивĕçне хÿтĕлесе икĕ судра выляса илнине те пытармарĕ. Анчах суд вăраха тăсăлать, ку вăхăтра влаç та улшăнма пултарать-çке. Çавăнпа Михаил Васильевич журналистсене лару-тăрăва, ĕç-пуçа лайăх пĕлсен çеç критиклеме, халăха тĕрĕс информацисемпе паллаштарма ыйтрĕ. Пуçлăх пур пĕрех мĕнпур журналиста хисепленине, пресс-конференцисене пурне те /çав йышра - хăйне пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таран «лачакапа» варалаканнисене те/ чĕннине пĕлтерчĕ.

Тепĕр студента Чăваш Енре спорт мĕнле аталанни пăшăрхантарчĕ. Михаил Васильевич ку енĕпе лару-тăру питĕ аван пулнине палăртрĕ. Шупашкарти çĕнĕ Пăр керменĕ пирки те, спорт валли кашни çулах сахал мар укçа уйăрни çинчен те асăнчĕ. Пĕр сăмахпа, çамрăксене спортра аталанмашкăн условисем начар мар. Анчах, каçарăр та, диван çинчен те çĕкленме юлхавланакансемшĕн Михаил Игнатьев пулăшуçă пулаймасть. Пуçлăх çакăн пек шухăша пусарсах палăртрĕ.

Пăрачкав район администрацийĕнче вăй хуракан хĕр меллĕ самантпа усă курса Михаил Игнатьевран муниципалитет ĕçченĕсен шалăвĕ пирки ыйтрĕ. Çамрăксем Мускава укçа ĕçлесе илме ан кайччăр тесе вĕсен шалăвне ÿстермĕç-ши? Михаил Васильевич кăçал çĕршыври йывăр лару-тăру пулнăран РФ Президенчĕ Владимир Путин тÿре-шаран укçине çулталăклăха 10 процент чакарма йышăннине, анчах ку муниципалитетсене пырса тивменнине асăнса хăварчĕ. Пачах тепĕр май: вырăнти влаçсене бюджет тупăшне кура ĕçченĕсен шалăвне ÿстерме те ирĕк панă. Анчах - инфляцие шута илсе.

Михаил Игнатьев çамрăксемпе чылайччен калаçрĕ. Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç вĕсем. Яшсемпе хĕрсем куçĕ хаваслăхпа çиçрĕ. Паллах! Умра - савăнăçлă кунсем-çке. Чылай çĕнĕлĕх кĕтĕ çамрăксене: лекцисем, тĕлпулусем, ăсталăх класĕсем, спорт ăмăртăвĕсем... Форумри кашни минут хаклă вĕсемшĕн.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.