Комментировать

4 Июн, 2015

Урамра чупакансен хушшинче, тен, санăн та пур?

Ырă кун пултăр пурне те! «Çамрăксен хаçатне» чунран юратнипех хам та алла ручка тытрăм. Алла туя тытрăм пулсан та чун ватăлмасть. Çамрăксен çырăвĕсене вуласан хам вунсаккăрта пулни аса килет. Питĕ шухă каччăччĕ эпĕ. Вăйăра хĕрсен чĕрине аванах çунтараттăм. Купăс калама юрататтăм та - вăрăм çивĕтлĕскерсем ман умра акăш пек ярăнса ташлатчĕç. Темиçе хĕр те килĕшетчĕ. Шел, пĕрне çеç арăм тумалла. Нихăшне те кÿрентерес килместчĕ. Хăюллăраххи пуçа çавăрчĕ те... чутах куç хупса авлантаратчĕ. Чĕрене чи çывăххи вара сарă çÿçлĕ вăтанчăк Наçтаçчĕ. Хăюллă Нинук вăйă салансан та манран хăпма пĕлместчĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.