Комментировать

4 Июн, 2015

Хĕрлĕ эрех ĕçмен пулсан...

...Айван пуçăма ниçта кайса чикме аптăранăран çыратăп. Пурнăçри чи пысăк йăнăш çинчен çынпа калаçса чĕрене лăплантарма намăсланатăп. Хаçата çырсан, тен, сĕнÿ паракан тупăнĕ?

Вуннăмĕш класс пĕтерсен юлташсемпе çутçанталăкпа киленме, шашлăк çиме вăрмана кайрăмăр. Аннене каларăм та хĕр-тантăшсемпе тухса утрăм. Куç тулли савăнăç, пирĕн класри арçын ачасем кăна. Пĕр-пĕринчен тахçанах вăтанма пăрахнă ĕнтĕ. Пĕрремĕш класранах пĕрле-çке эпир. Мана çулталăк каяллах куç хывнă Алеша вăрттăн сăнанине те туятăп. Анчах хам темшĕн пĕлтĕр вĕренсе тухнă Костике килĕштеретĕп. Алеша айванрах пек туйăнать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.