Комментировать

18 Фев, 2014

Юррисем хăйне евĕрлĕ

Николай Герасимович Корсаков 1932 çулта Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Победа поселокра çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта тăватă çул вĕренсен Ăнăри тулли мар вăтам шкула çÿреме тытăннă. Унтан вĕренсе тухсан Кăнна Кушкине çул тытнă.

Аттестат илсен офицер пулма ĕметленекен çамрăк Вольскри çар авиацийĕн училищине вĕренме кĕнĕ. Офицер тумне тăхăнсан малтан Клин хули çывăхĕнче, кайран Инçет Хĕвел тухăçĕнче Итуруп утравĕ çинче службăра тăнă. "Материк" çине таврăнсан Армавирти летчиксене хатĕрлекен училищĕре ĕçленĕ. Отставкăна тухсан тăван ялĕ çывăхнерех пулас тĕллевпе Чĕмпĕре куçса килнĕ. "Комета" тата "Марс" заводсенче чылай çул ĕçленĕ.

Смоленск хĕрĕпе Зоя Егоровнăпа çемье çавăрса икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те халĕ офицерсем. Пилĕк мăнук ÿсет. Николай Герасимович çемйипе пирĕнпе кÿршĕллĕ пурăнакан аппăшĕ патне час-часах хăнана килетчĕ. Хулара тĕпленнĕ офицер тăван юрăсене пĕлни, юрлани мана питĕ тĕлĕнтеретчĕ. Зоя Егоровна Курил утравĕсем çинче пурăннă вăхăтра упăшки офицерсене чăваш юррисемпе савăнтарни çинчен каласа паратчĕ.

Николай Герасимович ялтан 1950 çулта тухса кайнă. Апла тăк вăл юрлакан юрăсем хăй евĕрлĕхне упраса хăварма пултарнă, сăмахĕсене улăштармасăр хальхи куна çитнĕ. "Пĕр юрра юрланă чухне йĕмесĕр чăтаймастăп. Вăл сĕре хурлăхлă. Ĕлĕкрех ăна сан аннÿ те, ыттисем те юрласа пама ыйтатчĕç. Итленĕ чухне вара кашниех куçĕсене тутăрпа шăлса ларатчĕ... Пирĕн таврари юрă мар вăл. Ятне те ас тумастăп. Кăнна Кушкинче вĕреннĕ чухне илтнĕччĕ", - аса илет Николай Герасимович.

Акă çак юрă:
 
Тухса лартăм крыльца çине,
Хам савнине эп кĕтрĕм.
Каç пуласса каç пулчĕ те -…
Манăн савни килмерĕ.
Атя, савни, анне патне -
Чĕмпĕр пасарне каяр.
Сан валли купăс илме те,
Ман валли тупăк илме...
 

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнчи юрăсене мана Геннадий Фадеев илсе килсе панăччĕ. "Атя савни шыв хĕррине" юрăри тăватă çаврăмĕ Николай Герасимович юрлакан юрăри пекех илтĕнет. Малтанхи виçĕ çаврăмне Чăнлă районĕнчи ялсенче те юрлаççĕ иккен. Анчах та вĕсене унта вăйă юрри теççĕ.

Атя, савни, шыв хĕррине
Пурçăн тутăр чÿхеме.
Эпĕ - чÿхĕп, эсĕ - пăрăн.
Эс авлансан - эп пăрăп.

 

Николай Герасимовичăн урам юррисем çапларах илтĕнеççĕ:

Чут каяттăм шур Атăла,
Ма тытмарăн алăран.
Тымар янă сар чечек пек
Каймарăн вĕт асăмран!
Эх, савнийĕм, ăçта-ши эс?
Ăçта курăп-ши сана?
Сан илемлĕ хура куçу
Пăхĕ-ши вара мана?
 

Николай Герасимович пек çынсем хальхи çамрăксемшĕн мул вырăнĕнчех пулмалла. Тавра пĕлÿçĕсен тĕллевĕ - вĕсене шыраса тупасси, вĕсен пултарулăхне халăх патне çитересси.


Николай РОЗОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.