Комментировать

3 Июн, 2015

УПА ХĂЛХИ ВИТĔМЛĔ

Упа хăлхи е ÿт илен курăк /медвежье ушко, коровяк обыкновенный/ тĕрлĕ чиртен сипленме пулăшать.

Шăнса пăсăлни, грипп, бронхит. Термоса упа хăлхин çурмалла илсе хутăштарнă вĕтетнĕ типĕ курăкĕпе чечекне 1 апат кашăкĕ тата тин вĕренĕ 1 стакан шыв ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сываличчен.

Геморрой. Упа хăлхин вĕтетнĕ çур стакан тымарне 1 литр шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 15 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Хатĕр шĕвеке ăшă шывлă савăта 1:1 шайлашупа ямалла. Çак шывра темиçе минут лармалла. Процедурăна кунне пĕрре сывлăх лайăхланичченех тумалла.

Кĕсен-суран. Ÿсен-тăранăн çăнăх пуличчен вĕтетнĕ вăррине услам çупа 1:2 шайлашупа хутăштармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Маçа сиенленнĕ ÿте сываличченех сĕрсе пурăнмалла.

Ревматизм, невралги, радикулит. Упа хăлхин 1 апат кашăкĕ типĕ çулçине 10 апат кашăкĕ шурă эрехе ярса 3 кун лартмалла. Ыратакан вырăнсене сăтăрма усă кур-малла.

Ыйхă вĕçсен. 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 3 минут вĕретмелле. Унтан илсен савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла. Пыл хушса çĕрлене хирĕç 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Кукшаланни, себорея. 1 апат кашăкĕ курăка термосри тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 2 сехет лартмалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Шĕвекпе пуçа çума та юрать.

Шăк çулĕсен тата ват хăмпин чул чирĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕртавара 1,5 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.