Комментировать

3 Июн, 2015

ГЕМОРРАГИ СИВЧИРĔНЧЕН АСĂРХАНĂР

Республикăра 2014 çулта пÿрене сиенлекен геморраги сивчирĕпе аптрас тĕлĕшпе лару-тăру чылай йывăрланнă. Çак чир тата унпа мĕнле кĕрешмелли çинчен вулакансене Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн эпидемиологи надзорĕпе тивĕçтерекен пай заведующийĕ Иван Ильич Зайцев тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ Евгений Федорович Работаев эпидемиолог каласа параççĕ.

- Пÿрене сиенлекен геморраги сивчирĕпе Чăваш Енре пĕлтĕр 166 çын /2013 çулта - 59/ чирленĕ. Кăтарту 2,9 хут ÿснĕ. Шупашкарта 54 çын /2013 çулта - 15/ аптранă. Чир ернĕ çынсен шучĕпе лару-тăру çак администраци территорийĕсенче уйрăмах япăх: Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Тăвай районĕсем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем.

Чир, тĕпрен илсен, пахчара, килти хуçалăхра тата республика тулашĕнче ĕç-ленĕ чухне ерет. Вирус этем организмне шăшисен каяшĕсемпе вараланнă апат-çимĕç, шыв, йăлари тата тавралăхри япаласем урлă лекет. Тĕс-лĕхрен, авăн çапнă, утă турттарнă, çĕр ĕçĕсем тунă, вăрман каснă, тиесе тухнă чухне. Вирус çÿлти сывлав çулĕсем витĕр ÿпкесене лекет, унтан юнпа ытти органсемпе тĕртĕмсене куçать. Суран урлă е инфекциллĕ кăшлакан чĕрчун çыртсан та чирлеме пулать.

Ытларах чухне чир вирус ернĕ хыççăн 15-17 кунран аталанать. Анчах вăрттăн тапхăр пĕр-пилĕк эрне те пулма пултарать. Чирленĕ çыннăн температура тăрук ÿсет, пуç хытă ыратма пуçлать, ÿт-пÿ сурать. 3-5-мĕш кунне ÿтрен, лăймака сийрен юн тухать. Час-часах - сăмсаран та, амалăхран та, хырăмлăхра та. Шалти органсене юн кайнипе хырăмлăх касса ыратма пуçлать. Çапах та çак чире пула пуринчен те ытларах пÿресем сиенленеççĕ. Шăк виçи чылай чакать. Чирленĕ çын вăхăтра медицина пулăшăвĕ илмесен вилме те пултарать. Çавăнпа асăннă паллăсене асăрхасанах васкавлăн тухтăр патне каймалла.

Геморраги сивчирĕ ерес хăрушлăха чакарма организаци мероприятийĕсене та-та харпăр хăй гигиенине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Организаци мероприятийĕсене пурнăçлама çаксем тивĕçлĕ.

1. Ĕç тăвакан органсен, муниципалитетсен органĕсен ял-хуласен, парксен, скверсен, масарсен, сывлăх учрежденийĕсен, халăх массăллă пухăнакан вырăнсен территорийĕсене тата вĕсен таврашĕнчи /50 метртан кая мар/ территорисене тирпей-илем кĕртмелле* ял-хуласем çывăхĕнчи вăрмансене йĕркене кĕртмелле* хуласен таврашĕнчи зонăсенче юрăхсăра тухнă хуралтăсене шута илмелле, вĕсене пăсас ыйтăва татса памалла* ял-хула, сад-пахча кооперативĕсем, сывлăх учрежденийĕсем çывăхĕнчи вăрмансене çÿп-çап куписенчен, хăрăк шанкăран, вĕтĕ хунавсенчен тасатмалла* çÿлерех асăннă мĕнпур вырăнта шăши евĕр кăшлакан чĕрчунсене пĕтермелли мероприятисем ирттерессине йĕркелемелле* унсăр пуçне çак мероприятисенех профилактика тĕллевĕпе кашни çуркунне-кĕркуннех ирттермелле* общество çурчĕсемпе пурăнмалли çуртсене кăшлакан чĕрчунсем лекесрен хÿтĕлемелли тата вĕсене пĕтермелли мероприятисем йĕркелемелле.

2. Сывлăх сыхлавĕн, муниципалитетсен органĕсен, сиплевпе профилактика организацийĕсен геморраги сивчирĕпе аптранă çынсене тупса палăртмалла, тĕрĕс диагноз лартса сиплемелле* чир тĕслĕхĕсене шута илмелле тата статистика сăнавĕ йĕркелемелле* чир тĕслĕхĕсем çинчен патшалăх санитари-эпидемиологи надзорне палăртнă вăхăтра пĕлтермелле* геморраги сивчирĕн эпидемиологи, клиника лаборатори диагностикин, профилактика ыйтăвĕсемпе медицина ĕçченĕсене хатĕрлемелле* халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çак чиртен хÿтĕленмелли мерăсене вĕрентмелле.

3. Юридици сăпачĕсен, уйрăм предпринимательсен, çынсен, сад-пахча кооперативĕсен ертÿçисен организацисен, участоксен, вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртмелле* тасатнă территорисенче кĕркунне тата çуркунне кăшлакан чĕрчунсене хирĕçле мероприятисем йĕркелемелле.

4. Çуллахи сывлăха çирĕплетмелли учрежденисем пур организацисемпе учрежденисен ертÿçисен вĕсене уçас умĕн йĕри-таврари территорие кăшлакан чĕрчунсен йышне тата вĕсем хантавируспа сиенленнине пĕлме лайăх тĕрĕслессине йĕркелемелле* çывăхри вăрмана /учреждени тавра 500 метр радиус зонăра/ çÿп-çапран, ÿкнĕ туратсенчен, шанкăран, вĕтĕ хунавсенчен тасатассине йĕркелемелле* хуçалăх хуралтисемпе пурăнмалли çурт-йĕре кăшлакан чĕрчунсем лекесрен мĕнпур шăтăк-çурăка хуплаттармалла* учреждени территорийĕнче тата хуралтăсенче шăши евĕр кăшлакан чĕрчунсене пĕтерессине йĕркелемелле* 500 метр радиуслă зонăра наркăмăшлă им-çам хуртармалла* вырăн таврашĕсене ятарлă камерăра вĕретессине тата хуралтăсенче нÿрĕ дезинфекци ирттерессине йĕркелемелле.

Çуллахи сывлăха çирĕплетекен учрежденисене хĕллене хирĕç хупас умĕн нумай вăхăт витĕм кÿрекен наркăмăшлă им-çам хурса хăвармалла.

Харпăр хăй гигиени пирки калас пулсан çакна асра тытмалла: хурал пÿрчĕсемпе, сунар, дача çурчĕсемпе усă курма пуçлас умĕн вĕсенче стенасене, урайне дезинфикацилекен хатĕрсем хушнă шывпа çуса тасатмалла. Ĕçленĕ вăхăтра сăмса-çăвара 4 сийлĕ мамăк-марля çыхăпа е ятарлă респираторпа хупламалла, алса е перчетке, хытă пусмаран çĕленĕ çи-пуç, резина атă тăхăнмалла. Утă-улăм капанĕнче, ÿплере, усă курма пăрахнă хуралтăра çывăрма юрамасть. Вăрманта, уй-хирте ĕçленĕ чухне канма кăшлакан чĕрчунсем пурăнман вырăнсене суйласа илмелле, хытхураран, хăрăк туратсенчен тасатмалла.

Вăрманта е уйра канма ларнă чухне аяла кивĕ улăм е пĕлтĕрхи утă нихçан та сармалла мар. Шăши таврашĕ кăшланă апата çиме юрамасть! Апат-çимĕçе хупă савăтра кăшлакан чĕрчунсем çитеймен вырăнта упрамалла. Инфекци çăлкуçĕ çывăхĕнче пурăнма тивсен капкăнсемпе тата наркăмăшлă илĕрткĕчсемпе усă курни лайăх пулăшать. Харпăр хăй гигиени пысăк вырăн йышăнать: апат çиес умĕн кашнинчех алăсене супăньпе çумалла. Сигарета таса мар алăпа тытса туртни те инкек патне илсе çитерме пултарать.

Пурăнмалли çуртсем, коллективлă садсем, хуçалăх хуралтисем çывăхĕнче çÿп-çап купаласа тултарма, апат-çимĕç юлашкисене пăрахма юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманни кăшлакан чĕрчунсем валли паха условисем туса парать, чир сарăлас хăрушлăха ÿстерет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.