Комментировать

3 Июн, 2015

Çĕршыва, пурнăçа хаклама хистет

Челябинскра пурăнакан ентешĕмĕр Сергей Васильев /Канаш районĕнчи Авăспÿрт Кипечре çуралса ÿснĕ/ çинчен хаçатра çырман мар-ха. Фотокорреспондентăн ĕçĕсем çĕршыври, тĕнчери чылай патшалăхри 200 ытла кăларăмра пичетленнĕ, Европăри, Азири, Америкăри тата Австралири куравсене хутшăннă. Ятарлă выставкисем Мускавра, Парижра, Берлинта, Гамбургра, Амстердамра, Мадридра, Барселонăра, Хельсинкире, Женевăра, ытти пысăк хулара иртнĕ.

Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Челябинск хулин хисеплĕ гражданинĕн Сергей Васильевăн пултарулăхĕ çинчен çĕнĕрен сăмах хускатма, акă, мĕн хистерĕ: нумаях пулмасть пирĕн ентешĕн проекчĕпе «Весна Победы» фотоальбом пичетленсе тухнă. Унăн темиçе экземплярĕ Шупашкара çитрĕ. Кĕнекере вăрçă темипе тунă сăнÿкерчĕксем пичетленнĕ. Пĕр пайĕнче фронтри фотокорреспондентсен ĕçĕсем, тепринчисене - вĕсен паянхи ĕçтешĕсем. Ытларахăшне, паллах, Сергей Васильев хăй.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инкеклĕ кунĕсемпе унăн паттăрĕсене Семен Фридлянд, Аркадий Шайхет, Яков Рюмкин, Евгений Халдей, Виктор Кинеловский, Иван Шагин, Дмитрий Бальтерманц, Михаил Савин, Марк Редькин, Георгий Петрусов, ыттисем яланлăхах сăнарласа хăварнă. Çапла майпа эпир Курск пĕккинчи, Сталинградшăн пынă юнлă çапăçусене, 270 гитлеровеца тĕп тунă Максим Пассар снайпера, Германие капитуляцилени çинчен Акт çырнă вăхăтри Совет Союзĕн маршалне Георгий Жукова, 1945 çулхи май уйăхĕнчи арканнă Рейхстага, ыттисене пĕр альбомра курма пултаратпăр.

Çакăнтах Сергей Васильев 2014 çулта ÿкернĕ Рейхстага вырнаçтарнă. Челябинскра Аслă Çĕнтерĕве тĕрлĕ çулта мĕнле уявланине, вăрçă ветеранĕсене, вĕсен паттăрлăхне вилĕмсĕрлетекенсене, Çĕнтерÿ парачĕсене, паянхи çар çыннисене тата ыттине вăлах ÿкернĕ сăнÿкерчĕксемпе паллашма пулать.

Фотоальбома пирĕн ытти ентешĕн - Лидия Филиппован, Сергей Журавлевăн, Геннадий Верблюдовăн - сăнÿкерчĕкĕсем те пуянлатаççĕ. Лидия Ивановна Киеври «Тăван çĕршыв-Анне» мемориала сăнланă, Сергей Витальевич - паянхи вăрçă ветеранĕсене, Геннадий Тимофеевич - Шупашкарти Мухтав монументне, 2014 çулта майăн 9-мĕшне мĕнле уявланине.

«Весна Победы» фотоальбом пире паянхи мирлĕ пурнăçа мĕнле майпа çĕнсе илнине аса илтерет, Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма хистет. Унти кашни сăнÿкерчĕк ылтăнпа тан, унăн авторĕсен ĕçĕ - вилĕмсĕр.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.