Кивĕ Эйпеçсем уявра савăнчĕç
Православи тĕнне ĕненекенсем май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Троица уявне паллă турĕç. Вăл кашни çулах Мăнкун хыççăн тепĕр 50 кунран килет, çавна май ăна "Аллăмĕш кунхи праçник" /Пятидесятница/ текенсем те пур. Библире Çветтуй Сывлăшĕн пилĕ апостолсем çине шăпах çак кун аннă тесе палăртнă. Троица Туррăн виçĕ сăпачĕн - Ашшĕн, Ывăлĕн, Çветтуй Сывлăшĕн - пĕрлĕхне пĕлтерет.
Яла пиллĕх кÿтĕрччĕ
Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕшĕн Троица тĕп /престольный/ уяв шутланать. Çак куна кашни килтех тĕплĕн хатĕрленеççĕ: çуртне тасатса илемлетеççĕ, хăнасене кĕтнĕ май сĕтел тулли апат-çимĕç янтăлаççĕ. Хăнасем вара чăнласах та нумай: çуллахи чи асра юлмалли праçникре аякра пурăнакансем те, ытти чухне инçе çула тухма ерçейменскерсем, çуралса ÿснĕ тăрăха килме тăрăшаççĕ. Çакна пулах ĕнтĕ Çимĕкре те, Троицăра та тахçантанпах курман тăвансемпе, пĕлĕшсемпе, ачалăхри тус-тантăшпа, пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе тĕл пулса калаçма пулать.
Кăçал уяв кунĕнче Кивĕ Эйпеçсем ялти Çветтуй Троица чиркĕвне пухăнчĕç. Унта турăшсене, чÿречесене йывăç турачĕсемпе, урайне ешĕл курăкпа илемлетнĕ. Асăннă праçникĕн йăли-йĕрки çакă. Симĕс тĕс Çветтуй Сывлăшĕн чĕрĕлĕх парса тăракан вăйне палăртать. Чиркÿ настоятелĕ Силуан /Козлов/ иеромонах уяв ячĕпе кĕлĕ ирттерчĕ, çакăн хыççăн вăл ертсе пынипе çынсем хĕреслĕ çула тухрĕç, Тĕп урампа ял вĕçнелле утрĕç. Кивĕ Эйпеçе пырса кĕнĕ çĕрте пĕр икĕ кун маларах лартнă хĕрес патне çитсен пурте чарăнчĕç, сăхсăхса пуç тайрĕç. Силуан иеромонах çак хĕресе ятарлă кĕлĕ вуласа сăвапларĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, хĕресе лайăх пăхса тăма пиллерĕ.
"Чиркÿ е часавай пур ялсенче мĕн ĕлĕкренпех хĕрес лартнă. Ял çумĕнче хĕрес пуррине курса çуран е лашапа çÿрекенсем унта çĕр выртма та юлнă: çакăн пек ял лайăххисен шутĕнче пулнă. Ку пулăмăн тепĕр палли - Иисус Христос хĕрес çинче пăталанăран вилсе усала çĕнтерни. Кунта ирттернĕ кĕлĕре çакăн пек сăмахсем те пулчĕç: хĕрес лартни - çак яла пиллĕх пултăр тени. Ăна лартнипе çеç çырлахмалла мар, хисеплемелле те, ун пек чухне хĕрес яла та, унта пурăнакансене те пулăшса тăрĕ", - ăнлантарчĕ Силуан атте.
Кивĕ Эйпеçе пырса кĕнĕ тĕлти хĕресе çак ялтах çуралса ÿснĕ Юрий Васильев пуçарăвĕпе лартнă. 10 ачаллă çемьере çитĕннĕскер 41 çул каяллах тăван тăрăхран тухса кайнă: вĕреннĕ, Çурçĕрте ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтернĕ. Икĕ çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Паллах, тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхланă. "Хам çуралса ÿснĕ яла питĕ юрататăп. Кивĕ Эйпеç тата унта пурăнакансем валли асăнмалăх пĕр-пĕр ĕç тăвас ĕмĕт тахçантанпах канăçсăрлантаратчĕ. Хĕрес лартас шухăш çуралчĕ, çакăн çинчен пĕлтĕр Силуан аттепе калаçса пăхрăм, вăл ку пуçарăва ырларĕ. Тимĕртен 7,5 метр тăршшĕ хĕрес тутартăм, ăна яла пырса кĕнĕ çĕре вырнаçтартăмăр, сăрласа илемлетрĕмĕр. Питĕ хитре пулчĕ! Вăл яла тата халăха тĕрлĕ усалтан сыхласа тăтăрччĕ. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн Силуан аттене, "Комбайн" ЯХПК ертÿçине Гурий Федорова, хампа пĕртăвансене, ялйыша чĕререн тав тăватăп", - чунне уçрĕ Юрий Васильевич. Çитес çул вăл кÿршĕ ялти çăлкуçа хăтлăлатасшăн. Хĕресе сăвапланă хыççăн çынсем Юрий Васильева ырă ĕçшĕн чĕререн тав турĕç.
Кивĕ Эйпеçсем масар çине Çимĕкре мар, Мăнкун хыççăн тăхăрмĕш кунхине - Радоницăра - каяççĕ, вилнĕ тăванĕсене асăнаççĕ. Çав кун тăван тăрăха çитейменнисем /ытларикун пулнăран чылайăшĕ ĕçре-çке-ха/ масар çине Çимĕкре е Троицăра васкаççĕ, çывăх çыннисен вилтăприйĕсен çывăхĕнче шăппăн калаçса лараççĕ. Çут тĕнчерен уйрăлнисене эрех-сăрапа мар, пылак шывпа, тĕрлĕ çимĕçпе асăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ.
Вăййа тухăр-ха, хĕрсем
Кăнтăрла çитсен халăх Терен сăртне пухăнма тытăнчĕ. Авалтан пыракан ырă йăлана кăçал та пăсмарĕç: тĕрĕсемпе илемлетнĕ чăваш тумĕллĕ çынсем шăпах çак сăртра вăйă пуçларĕç:
Хурăнварта хур пусрăм та -
Вăрă тесе ан калăр.
Вăй пуçласа каларăм та -
Шухă тесе ан калăр.
Çакăн хыççăн вăйă пуçлакансем те, куракансем те аслă урампа утрăмăр. Вăйă юрри ытла хитре, чуна тыткăнлать, ыттисемпе пĕрле юрлама хистет:
Кас суханне касмăттăм -
Çиес килни пĕтерет.
Эп çак вăййа тухмăттăм -
Тухас килни пĕтерет.
Çапла юрласа аслă урампа улăха кайрăмăр. Çеремлĕ вырăнта вăйă малалла тăсăлчĕ: карталанса юрлакансем кĕвĕ улшăннă май виçшерĕн-виçшерĕн тăрса вырăнĕсемпе улшăнчĕç, малалла утса кайрĕç, каялла килчĕç... Такмак каласа ташлама пуçласан алă çупакансем те ташă картине тăчĕç.
Ан тив, кăçал купăс калакан пулмарĕ, вăййа та 20-30 çул каяллахи пек 40-50-ăн мар, чылай сахалрах çын вăйă картине тăчĕ, чи пахи - Кивĕ Эйпеçсем авалтан пыракан йăла-йĕркене сыхласа хăварма тăрăшни. Вĕсене малалла аталантарасси пирĕнтен те, çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансенчен, килет. Çакна шута илсех ĕнтĕ эпир йăмăкпа тепĕр çул чăваш тумĕпе вăййа тухма калаçса татăлтăмăр. Аслă классенче вĕреннĕ тата студент çулĕсенче Троица кунĕнче вăйă картине темиçе хут та тăнă-çке эпир, эппин, ырă çак йăлана манăçа кăлармалла мар!
Уяв çакăнпа çеç вĕçленмерĕ-ха: Кивĕ Эйпеçпе Кавал тата Аслă Пăла Тимеш çамрăкĕсем футболла вылярĕç. Куçса çÿрекен кубока кăçал Кивĕ Эйпеçсемпе Кавалсен пĕрремĕш команди çĕнсе илчĕ. Ун хыççăн çынсем пĕр-пĕринпе ăмăртса калуш ывăтрĕç, тăршшĕне сикрĕç. Троица ял çыннисемпе хăнасене малалла пурăнма тата ĕçлеме çĕнĕ хавхалану кÿчĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем