Комментировать

2 Июн, 2015

Тупмалли юмахсем - уйрăм кĕнекере

Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа 13 том пичетлеме палăртакан кăларăмăн пĕрремĕш кĕнекине кун çути кăтартрĕ. «Тупмалли юмахсене» Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Унта архивра упранакан, халăхран çырса илнĕ, тĕрлĕ çулта пичетленнĕ материалсемпе текстсем кĕнĕ.

Тупмалли юмахсем - фольклорăн чи авалхи жанрĕсенчен пĕри. Унта наци шухăшлавĕ, çутçанталăк пулăмĕсене тĕрĕс сăнани, ахаль пурнăçра поэзи саманчĕсене асăрхани, ÿсентăран тата чĕрчун тĕнчисен хăйевĕрлĕхне палăртса хăварни упранса юлнă. Текстсенче вирьял, анат енчи тата анатри чĕлхе уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварнă.

Кĕнекене умсăмахпа, ăнлантарса çырнипе, библиографипе, кăтартмăшпа пуянлатнă. Ăс-пурлăхăн çĕнĕ пуххине чăвашсен чĕлхе вĕççĕн çÿрекен халăх сăмахлăхĕпе, наци культурипе, этнографийĕпе тата историйĕпе кăсăкланакансем ырласа йышăнасса шанас килет. Умсăмах авторĕ тата кĕнекене хатĕрлекенĕ - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Е.Федотова.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.