Комментировать

2 Июн, 2015

Нумай ачаллисен «чун ыратăвне» туйĕç-и?

 Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун обществăн чи кĕçĕн членĕсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе влаçри çынсем уйрăмах тимлĕ пулма тивĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак уява халалланă тĕрлĕ мероприятие çитсе курчĕ. Акă, кăнтăрлачченех тĕп хулара Атăл кÿлмекĕ хĕрринче ачасен флешмобĕ хаваслă иртрĕ. Унта пулнă хыççăн Михаил Васильевич Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулчĕ. Вĕсемпе йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Енри Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева та хутшăнчĕç.

Ăшпиллĕ пухăва уçсанах республикăра, Раççей Федерацийĕн Атăлçи регионĕнче палăрнă нумай ачаллă Адюковсене сăмах пачĕç. Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан тĕслĕх çемье хăйсен пултарулăхĕпе залра ларакансене уяв техĕмне туйма май пачĕ. Вут-хĕм сапакан пилĕк мăшăр куç /çемьере виçĕ ача/ çĕршыв шăпах çакнашкал маттурсемпе тĕрекленнине черетлĕ хут ĕненме хистерĕ. Михаил Игнатьев та пухăннисемпе калаçăва çак шухăша палăртнинченех пуçларĕ. «Сирĕн ачăрсем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне туйнăран, пултарулăх тĕрлĕ енне хăвăртан хăнăхса пынăран - шансах тăратăп - хăйсем те çирĕп çемье çавăрĕç, яланах лайăх ĕçпе палăрса тăрĕç, çĕршыв аталанăвĕшĕн хăйсен тÿпине сирĕнтен кая мар хывĕç, - терĕ вăл хĕпĕртĕвне пытармасăр, Адюковсене малашне те çапла пуçаруллă пулма сунса. «Çавра сĕтел» тавра пухăнас шухăш епле çурални çинчен вара çак сăмахсем систерчĕç: - Нумай ачаллисене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе патшалăх енчен тĕрлĕ мерăсем сахал мар йышăнатпăр-ха, апла пулин те кунашкал çемьесене тивĕçлĕ таран «илтетпĕр-и»? Чуна ыраттаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явма йыхравларăмăр та паян хăйсем çине ача ÿстерес пысăк яваплăха илнисене».

Чăн та, ача-пăча йышлă çуратса çитĕнтерекен чылай ашшĕ-амăшĕ пепкисемшĕн яваплăха хăй çине илет, çапах патшалăх хÿтлĕхне туйни вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалану кÿрĕччĕ. Акă, Серафимăпа Владимир Андрияновсен виçĕ ачинчен иккĕшĕ - инвалид. Çавна май амăшĕ ниçта та ĕçлеймест - вĕсене пăхать. Çемье вара социаллă çурт-йĕре коммерци мелĕпе тара илсе пурăнать. Кил хуçи пĕччен ĕçленĕрен хваттершĕн тÿлесе пыма çăмăлах мар. Çавна май çемье хăйсене пурăнмалли тÿлевсĕр кĕтес хăçан тивĕçме пултарассипе кăсăкланать. Çак ыйтăва хула пуçлăхĕ уйрăммăн пăхса тухма, çемьене сусăр икĕ ача пуррине шута илсе май пур таран пулăшма шантарчĕ.

Тĕп хулан Кăнтăр поселокĕнче пурăнакан Тихоновсем те, вунпĕр ача çитĕнтерекенсем, пурăнмалли условисене лайăхлатасшăн. Вĕсен ыйтăвне те специалистсемпе канашласа пăхса тухмаллине палăртрĕ Леонид Ильич. Хушса вара çакна каласа хăварчĕ: çемьере 5 е ытларах çул çитмен ача çитĕнет-тĕк вырăнти администраци пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерет.

«Çавра сĕтелте» хамăрăн ĕçтеше, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн ертÿçине Александр Магарина мăшăрĕпе Ренатăпа курма кăмăллă пулчĕ - туслă çак çемьере виçĕ ача. Александр Николаевич чи малтанах республика ертÿлĕхне нумай ачаллисене пулăшас тĕллевпе ырă пуçарусем тунăшăн тав турĕ. Хăйне кăна мар, республикăри чылай çемьене хумхантаракан çĕр ыйтăвне хускатрĕ вăл. Виçĕ ачаллисене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси яллă районсенче тĕрĕс-тĕкелех пулса пырать-ха, анчах Шупашкарта çакнашкал çăмăллăхпа тивĕçтерессине кирлĕ пек йĕркелесе пыраймаççĕ. Магаринсем те хăйсене ятăн çĕр лаптăкĕ илме тăватă çул черетре тăраççĕ-мĕн. «Çĕнĕ мĕнле те пулин утăм тăватăр-и ку ыйту çивĕчлĕхне сирессипе?» - хурав кĕтрĕ Александр Николаевич.

Ыйту чăннипех çивĕч пулнине залри самантлăх шăплăх та систерчĕ. Михаил Васильевич хула çывăхĕнче муниципалитет çĕрĕ хĕсĕк пулни, саккунпа килĕшÿсĕр çĕнĕ хуçа аллисене лекнĕ лаптăксене суд урлă каялла муниципалитета тавăрнă тĕслĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çавна май хулара çĕр лаптăкĕн черетĕнче тăракансен йышĕ кăшт кĕскелес шанчăк пур-мĕн.

Алькеш поселокĕнче пурăнакан Егоровсене ачасен шкулти апатланăвĕшĕн уйăракан, спорт тата культура учрежденийĕсене çÿреме йĕркелекен çăмăллăхсем кăсăклантараççĕ. Çавăн пекех хăйсем пурăнакан вырăнта садик хăçан уçăласси те пăшăрхантарать вĕсене. 10 ача амăшĕшĕн Лариса Порфирьевăшăн, Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамĕнче пурăнаканскершĕн, çывăхра поликлиника çукки - пысăк чăрмав. «Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕнче черет тăтăшах хăрушла вăрăм, анализсем йышăнмаççĕ унта», - терĕ ачисен сывлăхне темрен мала хураканскер. Алла Самойлова çакнашкал сигнала илтсен тĕлĕнчĕ те. Çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пулчĕ.

«Çавра сĕтелте» хускатнă пур ыйтăва та шута илме пулчĕ республика ертÿлĕхĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.