Комментировать

31 Мая, 2015

Унран тивлет илет чăваш,

Мĕншĕн эпир Константин Иванова тĕнче классикĕсен - Данте, Шекспир, Пушкин - шайне çĕклеме именетпĕр?

Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне халалласа поэт ячĕпе конференцисем, куравсем, акцисем, тĕлпулусем, "çавра сĕтелсем" йĕркелеççĕ, кĕнекесем пичетлеççĕ. Вăл çырса хăварнă йĕркесем вун-вун чĕлхепе янăраççĕ. Эпир чăваш литературин никĕслевçи çинчен ачаранпах пĕлетпĕр, сăвă йĕркисенчи сăнарсене тишкеретпĕр, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине ăша хыватпăр.

Вилĕмсĕр йĕркесем

Çак кунсенче вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕ çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Сумлă уява паллă тумашкăн хăнăхнă йăлапа поэтăн Шупашкарти палăкĕ умне пуçтарăнтăмăр. Чăваш тумĕллĕ çамрăксем юрлас, ташлас, сăвă вулас ăсталăхĕпе кăмăла çĕклерĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Константин Ивановăн ĕçĕсем паянхи ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшни çинче чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ çыхăнусем йĕркелеме май туса панăшăн, чăваш халăхне яланах ăшпиллĕ кĕтсе илнĕшĕн Пушкăртстан Пуçлăхне Рустэм Хамитова тав турĕ вăл. Кăçал та Слакпуç тăрăхне пысăк делегаци тухса кайрĕ. Ентешĕн уявне паллă тумашкăн Пушкăртстан чăвашĕсем те килсе çитрĕç. Апла тăк туслăх çыхăнăвĕ çулсеренех çирĕпленсе пырать.

"Константин Ивановăн чапĕ пирĕн¬шĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ", - терĕ Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай. Улăпсене - Çеçпĕл Мишшине, Иван Яковлева, Константин Иванова - пуç тайма, хисеп тума ытларах халăх пуçтарăнмалли пирки каламасăр чăтаймарĕ вăл. Унпа мăнаçланнине пирĕн, хальхи ăрун, ĕçпе çирĕплетмелле. Констанин Ивановăн палăкне Мускавра лартас ыйтăва та çĕклерĕ Валерий Владимирович.

"Паян маншăн хамăн çуралнă кун пекех. Сумлă çак уявпа юлташсем - тĕнчипе паллă поэтсем - иртенпех шăнкăравласа саламлаççĕ", - терĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи. Константин Иванов пурнăçа ахаль ирттерменнине, чăваш унран тивлет илнине сăвăра палăртрĕ хĕрарăм.

"Эпир çак самантра мĕншĕн пĕрле?" - сăмах илчĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Праски Витти. Мĕншĕн тесен пирĕн чĕресенче Константин Ивановăн пултарулăхĕ йĕр хăварнă. Унăн ăсталăхĕ вĕрентекенсемпе критиксене кăна мар, художниксене те кăсăклантарни тавра калаçу пуçарчĕ Виталий Петрович. "Радуга" курав центрĕнче унăн ĕçĕсемпе паллашма пулать. Нарспие, Сетнере, Тăхтамана сăнланă картинăсемпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне кăна мар, Америкăна та, Индие те, Германие те, Францие те... çитнĕ вăл. Унăн ĕçĕсенче чăвашлăх тĕп вырăн йышăннине те палăртса хăварас килет. "Нивушлĕ çакнашкал халăх та пур" - ахальтен мар унăн картинисене тишкерсен тĕлĕннĕ нимĕçсем.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Филиппова калашле, Константин Ивановăн пурнăçĕ - поэзи те, трагеди те. "Нарспи" поэма иртнĕ тапхăрти чăваш пурнăçне сăнлакан энциклопедипе танлашнине палăртрĕ вăл. Унăн шухăшĕпе, Константин Ивановăн Пушкăртстанри палăкĕ патне халăх пехил илме пырать.

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем шкул ачисемпе пĕрле литература каçĕсем, ÿкерчĕксен конкурсĕсем, викторинăсем йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕç. Çавнашкалах Констанин Ивановăн ĕçĕсем çамрăксене сăвă çырма хавхалантарнине палăртрĕç.

 

Чĕрĕлĕхпе хавхалану кÿрекен Слакпуç ывăлĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вилĕмсĕр "Нарспи" авторне халалланă асăну каçĕ пуçланчĕ.

"Вăл - аслă шухăшлавçă. Кашни çыннăн кăмăлне сăнарлă сăмах витĕмĕпе кăтартма пултарнă вышкайсăр пысăк ăста. Хăйĕн халăхне малашлăх çулне кăтартаканĕ, литература чĕлхине никĕслекенĕ", - терĕ ун пирки Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. "Нарспи" авторĕн халăхпа чаплă поэт пек тĕлпулса çÿреме те вăхăт çитмен. Куçармалла, çырмалла, чăваш букварĕ валли ÿкермелле, ÿнер академине вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленмелле пулнă унăн.

Константин Васильевич çуралнăранпа 100 çул çитнине ЮНЕСКО йышăнăвĕпе Мускавра уявланине аса илчĕ Юрий Семенович. Ун чухне чăваш сăввипе, юрри-ташшипе кĕрленĕ тĕп хула. Авă еплерех чĕрĕлĕхпе хавхалану кÿнĕ тĕнчене Слакпуç ывăлĕ.

"Вăл чăваш чунне никамран лайăх ăнланнă. Усалтан сыхланма хушнă: вăл çири кĕперен те çывăхрах-мĕн. Усал-тĕсел кĕмĕл укçа пулса алла кĕресшĕн, юлташăн курăнса пулăшу сĕннĕ пек тăвасшăн. Сиплĕ шĕвек евĕр курăнса çăвар патне çывхарасшăн. Анчах укçа та, суя сăмах та, эрех те ырă тăвакан вăйсем мар", - калаçăва тăсать Юрий Сементер.

"Константин Ивановăн ячĕ Дантепе, Шекспирпа, Пушкинпа, Лермонтовпа пĕр шайра. Ăна хисеплесе произведенисем çырнă, палăксем хăпартнă, музейсем уçнă. Юбилей мероприятийĕсене Чăваш академи драма театрĕнче йĕркелени те ахальтен мар. Вăл чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн ячĕпе хисепленет", - терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тăван халăхăн литература чĕлхи йĕркеленсе кăна пынă вăхăтра Слакпуç чăвашĕ пурте ăнланмалла çырнинчен тĕлĕннине пытармарĕ вăл. Унăн произведенийĕсем шухăш-туйăм пуянлăхĕпе, сăнар ăсталăхĕпе палăрса тăнине çирĕплетсе каларĕ.

Михаил Васильевич Петĕр Хусанкайăн аса илĕвне илсе кăтартрĕ. "Нарспи" поэма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те чăвашсене тăшманпа çапăçма хăват парса тăнă. Сăмах май, Петр Петрович Сетнерпе Нарспие Ромеопа Джульеттăпа танлаштарнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн ертÿçи Юрий Попов хăйĕн сăмахне "Нарспи" поэма йĕркисенчен пуçларĕ. Константин Иванов пире туслă пурăнма халалласа хăварнине палăртрĕ, Пушкăртстанра хăналаннине аса илчĕ.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Николай Полоруссов-Шелепи, Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер, Митта Ваçлейĕ, Ваçлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов тата ыттисем Константин Иванов çинчен çырнисен сыпăкĕсемпе тыткăнларĕç. РСФСР халăх артистки Нина Григорьева Нарспие çаврăнса сцена çине тухрĕ.

Пушкăртстан культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Валентина Латыпова чăвашсем кăна мар, республикăра тĕпленнĕ 160 наци çынни Константин Ивановăн пултарулăхĕпе мăнаçланни çинчен каларĕ, Рустэм Хамитовăн салам çырăвне вуласа пачĕ.

Асăну каçне ачасем, çамрăксем, пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Уява килнисене Константин Ивановăн "Нарспи" кĕнекине валеçсе пачĕç. Ăна Праски Виттин картинисемпе илемлетнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.