Йăхра палăрман çул-йĕре суйласа...
- Дежурство лăпкă иртрĕ темелле. Талăк хушшинче пĕр пушар сÿнтертĕмĕр - «Октябрь: 50 çул» урамра пĕр дачăна çулăм хыпса илнĕ. Текех тухса çÿремелле пулмарĕ. Çавăнпах вăхăта вĕренме уйăртăмăр, - пуçларĕ калаçăва Евгений Долгов.
Шупашкарти Ленин районĕнчи пушарпа çăлав хуралĕн 4-мĕш чаçĕн 2-мĕш караулĕн пуçлăхĕпе çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче тĕлпултăмăр.
«Хĕрлĕ автан» алхасман чухне те çывăрса выртмаççĕ иккен пушарнăйсем. Тренировка ирттереççĕ, спорт тата пушар нормативĕсене пурнăçлаççĕ. Темле лару-тăрăва лексен те çаврăнса тухма пултармалла-çке вĕсен. Çавăнпах çирĕп те, хăвăрт та, тавçăруллă та пулмалла. Унсăрăн çулăм каçармасть.
Евгений çамрăк пулин те - караул пуçлăхĕ. Çулне пăхмасăр шаннă ăна çак тивĕçе. 2013 çулта Раççей МЧСĕн Ивановăри пушар службин патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă вăл. 5 çул пушар хăрушсăрлăхĕн инспекторĕн ăсталăхне хăнăхнă. Анчах хутсемпе çеç ĕçлес темен çамрăк. Пушар сÿнтересси, инкеке лекнисене çăласси яваплă ĕç иккенне туйнă. Шупашкарти Ленин районĕнчи пушарпа çăлав хуралĕн 4-мĕш чаçне вырнаçма май пуррипе усă курса тин диплом илнĕ лейтенант кунта килнĕ те.
- Икĕ çул ĕçлетĕп ĕнтĕ. Çамрăксенчен эпĕ пĕччен мар. Караул ытти пуçлăхĕсем те çамрăксем, манпа тантăшсемех темелле. Малтанах ĕç майне хăнăхма çăмăл пулмарĕ. Тĕрлĕ хут нумай çырмалла. Çав вăхăтрах пушар та сÿнтермелле, ăмăртусене те хутшăнмалла. Подразделенисен хушшинче тĕрлĕ енлĕ тупăшу час-часах иртет. Йышпа та чылай ĕçлемелле: вĕренÿсем, тренировкăсем куллен ирттермелле. Çур çултан хăнăхса çитрĕм ĕçе, - тет çирĕппĕн йĕкĕт. - Ĕçлеме пуçласанах тÿрех тенĕ пек пĕчĕккисем те, пысăк пушарсем те пулчĕç. Икĕ çулта хамăн ĕçе лайăхах хăнăхса çитрĕм. Ĕçри пĕрремĕш пысăк пушар Хуçалăх проездĕнче пулчĕ. Унта пластик чÿречесен склачĕ çунчĕ. 9 сехет сÿнтертĕмĕр. Ĕç чăннипех мĕр тери йывăррине çавăн чухне çеç туйрăм.
Караулта пушар хăрушсăрлăхĕн ветеранĕсем те, çамрăксем те пур. Чылайăшĕ - атте вырăнĕнчех. Анчах эпир - пĕр йыш. Йышра вара пуçлăх тата ăна пăхăнакансем пур. Пуçлăх çамрăк пулсан та ăна итлемеллине ăнланаççĕ. Çавăнпах - çăмăл та. Чи кирли - пĕр-пĕрне шанни, унсăрăн йывăр, - пытармасть пушарнăй.
Хăйне шанма юранине ĕçе пуçăнсанах пĕлÿ енчен те, спорт тĕлĕшĕнчен те çирĕплетме тăрăшнă яш. Нумай çул вăй хуракансем вара сĕнÿ-канашпа пулăшнă. Кирлĕ чухне халĕ те вĕрентеççĕ.
Пушар чаçĕнче тăватă караул. Пĕр-пĕринпе черетленсе дежурствăра тăраççĕ вĕсем. Караулта - 10 çын. Кашни кун пушар виçĕ машини çынсене пулăшма тухса кайма хатĕр тăрать.
Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра çуралса ÿснĕ Женя. 2008 çулта шкул пĕтерсен Ивановăна кайма тĕв тунă. Ашшĕпе амăшĕ сĕннĕ-ха ку шухăша. Каччăна хăйне те форма илĕртнĕ.
- Çар çыннисем çине яланах темле хавхаланупа, мăнаçлăхпа пăхаттăм. Пирĕн йăхра пакунлă çынсем çук. Хам çак çула суйласа илнишĕн пĕрре те кулянмастăп. Чăваш Енре çирĕпленме институтран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухни те пулăшрĕ, - тет яш.
Ачаранах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă вăл. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Орленок», «Зарница» çарпа патриот вăййисенче ыттисемпе тупăшнă. 2010 çулта Хисеп хутне тивĕçнĕ - взвод командирĕн чи лайăх заместителĕ пулса тăнă.
- Вĕренме ăçта каясса систернĕ май юлташсене те хампа пĕрле чĕннĕччĕ. Никам та килĕшмерĕ ун чухне. Халĕ хăшĕ-пĕри пĕрле пыманшăн ÿкĕнет те. Манăн çитĕнÿсемшĕн вĕсем те савăнаççĕ, - шкулти тусĕсене манмасть Женя.
Çулăма кĕнĕ чухне çурăм хыçĕнче опытлă ĕçтешсем тăнине туйни пĕр чăмăра пухать. Çынсене пулăшасси, вĕсен пурнăçне çăласси - чи пысăк тивĕç. Çынна хăтарсан чунра тÿрех çăмăлланать. Халăха эвакуацилемелли пушар та пулнă пурнăçра. Пĕррехинче «Шупашкар» универмага хирĕç пĕр çурт çуннăччĕ. 7-мĕш хутран çынсене кăларма тиврĕ. Тĕтĕмпе чыхăннă хваттер хуçине çăлнăччĕ. Маршак урамĕнче те арçынпа хĕрарăма сĕрĕмрен хăтарнăччĕ. Мускав проспектĕнчи пысăк пушар вăхăтĕнче пĕр подъездри çынсене пĕтĕмпех эвакуацилеме тивнĕччĕ. Çур гарнизон тухнăччĕ унта. Эпĕ те ун чухне пĕр хĕрачапа арçын ачана хăтартăм, - сăмах çăмхине малаллах сÿтет Евгений Долгов.
Çак инкек хыççăн пушарнăйсен йышĕнче пысăк наградăна тивĕçекен чылай пулнă. Çав шутрах Женьăна та «Пушар вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн» медальпе чысланă.
Медальсене Евгений, тĕрĕссипе, институтрах «пухма» тытăннă. Вĕсен йышĕнче - лайăх вĕреннĕшĕн те, службăна парăннăшăн та. Каччă кăкăрне çавăн пекех «Лайăх пушарнăй» паллă та илемлетет.
2010 çулти пушарсене пурте астăватпăр. Вăл çу пушарнăй пулас ĕмĕтлĕ студентсем Иваново облаçĕнчи пушарсене сÿнтернĕ çĕре хутшăннă. 2012 çулта Крымска шыв илнине те манмастпăр. Пулăшу кÿрес тĕллевпе Иваново йĕкĕчĕсем унта та çитнĕ. 150 студентран тăракан ушкăн ишĕлчĕксене суйланă ĕçсене хутшăннă.
- Пушартан хăраман çын çук пулĕ тесе шухăшлатăп. Çунакан хваттере кĕнĕ чухне хăвна мĕн кĕтнине нихăçан та пĕлме çук. Анчах çын теме те хăнăхать. Çунакан хваттерте çын пуррине пĕлни вара чăннипех хăрушă, - тет Женя «Хăрамастăн та-и?» ыйтăва хуравланă май.
Даниловсен виçĕ ывăлĕнчен Женя - вăтамми. Тетĕшĕ Сергей тата шăллĕ Костя пачах урăх ĕçсене кăмăллаççĕ. Ашшĕ - ялти культура çурчĕн директорĕ. Михаил Сергеевич «Вирьял» фольклор ушкăнне йĕркелесе пырать. Амăшĕ Валентина Васильевна та нумай çул клубра ĕçленĕ. Çавăнпах хăй йăхра палăрман çул-йĕрпе кайнине калать те йĕкĕт. Чунĕпе ĕçе парăннă çамрăк хальлĕхе çемье çавăрман-ха.
Татьяна НАУМОВА.
Людмила ЛУКИНА сăнÿкерчĕкĕ.