Вилтăпри çинче чечек хăвăрт çитĕнет...
Çимĕк умĕн чăвашсем мунчара çичĕ тĕрлĕ курăкпа çăвăнаççĕ, çĕнĕ милĕкпе çапăнаççĕ, çĕнĕ кĕпе тăхăнаççĕ. Кĕçнерникун е шăматкунпа вырсарникун /тĕрлĕ çĕрте расна/ масар çине вилнисене асăнма каяççĕ. Кăçал Троица ытти çултинчен иртерех, майăн 31-мĕшĕнче пулать. Унччен ял çыннисем масарсене тирпейлеме ĕлкĕрнĕ-и? Мĕнлерех ÿкерчĕк хуçаланать вĕсенче? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе эпир - Василий Кузьмин фотокорреспондент, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Алина Изман тата эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пултăмăр.
Малтанах эпир Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси масарне çул тытрăмăр. Асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Надежда Калягина пирĕнпе пыма кăмăл турĕ. Масара çитме тÿртен - 3 çухрăм-мĕн, тавран кайсан - 7. Çăмăл машинăпа тÿртен çитме çук иккен. Пирĕн çул уй урлă выртрĕ. Кунти çула кĕркунне тракторсем аванах çăрса пĕтерни палăрать. «Юлашки вăхăтра çамрăксем нумай вилчĕç. Ноябрь уйăхĕнче тытăнчĕç те... Пĕрин 40 кунĕ çитиччен теприне юлашки çула ăсатмалла пулса тухрĕ. Унтан - тата, тата... Çĕнĕ çулта малтан хĕрарăм пурнăçран уйрăлсан - вилекен нумай пулать. Асăрханă. 2015 çула кĕрсен шăпах хĕрарăма юлашки çула ăсатмалла пулса тухрĕ пирĕн... Пысăк Енккасси масарне 4 ял - Уйкассисем, Пысăк Енккассисем, Карăкçырмисем, Вăрманкассем - пытараççĕ. Масар тулсах пырать. Майăн 23-мĕшĕнче эпир масар тирпейлеме ятарласа субботник йĕркелерĕмĕр. 40 ытла çын тухрĕ пуль. Çÿп-çапа турттарма трактор та янăччĕ. Анчах вăл çĕмĕрĕлнĕрен йăлтах илсе тухса пĕтереймерĕмĕр-ха. Çитес вăхăтрах йăлт тасатса çитерĕпĕр. Харпăр хăй тăванĕсен вилтăприсене çынсем хăйсем тĕллĕн килсе те тасатаççĕ», - паллаштарчĕ Надежда Петровна.
Чăн та, масара пырса кĕрсенех çÿп-çап купи куç тĕлне пулчĕ. Масар йĕри-тавралла карта тытманни кăштах тĕлĕнтерчĕ мана. Пирĕн тăрăхра /Трак енче/ çăва тавра - карта. Хапха та пур. Кунта ун пек мар иккен. Вилтăприсем çеç тĕл-тĕл тимĕр карта ăшĕнче. Масарĕ Енккассисен вара чăннипех те тирпейлĕ, таса. Савăнтарчĕ ку. Эппин, пăхса тăраççĕ. Надежда Калягина пĕлтернĕ тăрăх – ку енчи чăвашсем вилнисене асăнма шăматкун кăнтăрла тĕлнелле каяççĕ. Унччен вара ĕненекенсем чиркĕве ирхи кĕлле çитсе килеççĕ. Тăван-пĕтенне асăнма ял çыннисем сумки-сумкипе апат-çимĕç, кукăль-пÿремеч, эрех-сăра чиксе каяççĕ-мĕн. Çимĕк иртсен эппин кунта каллех субботник ирттерме тивет...
Кивĕ Мăнтăр ялĕн /Чулкаç ял тăрăхне кĕрет/ масарĕ аслă çул айккинчех вырнаçнă. Пысăках мар вăл, йăлтах çÿллĕ те капмар йывăçсен айне пулнă. Кураксем йышлă, пĕр чарăнми кранклатаççĕ. Масара кĕнĕ çĕрте: «Çитĕнекен ăру, пурнăçран уйрăлнисене ан ман!», «Граждане, соблюдайте чистоту» тесе çырса çапнă. Эпир шăппăн шалалла кĕретпĕр. Ирĕклĕн утма çук - урана унтан та кунтан вĕлтĕрен пĕçертет. Хальлĕхе лутра-ха, каярах вăрман евĕрех ашкăрса каяççĕ пуль... Кивĕ Мăнтăр хĕрарăмĕсем Мария Михайловăпа Галина Петрова та Çимĕк умĕн çывăх çыннин вилтăприне тирпейлеме килнĕ. Вĕсем каланă тăрăх - Кивĕ Мăнтăрсем те масара тирпейлеме, тасатма маларахах субботник йĕркеленĕ. Вĕсем Мăнкун эрни иртсен те /ытларикун/ тăванĕсене асăнма килеççĕ-мĕн. Тасатма тасатнă-ха, анчах масар айккинче кивелнĕ тимĕр палăк йăванса выртни тем тесен те кăмăллах мар...
Кивĕ Вăрмарсен масарĕ Кивĕ Мăнтăртипе танлаштарсан чылай пысăкрах. Ара, ялĕ те пысăк та - 625 хуçалăх. Асăннă масар çумĕнчи пĕчĕк çырма йăлт ăпăр-тапăрпа, çÿп-çаппа тулнă. Ку купа пĕр çултах кун çÿллех ÿсмен-тĕр ĕнтĕ... Масара кĕрсенех - ятарлă çурт патĕнче те çÿп-çап купи. Хăшĕсем ăпăр-тапăра михĕсене чикнĕ. Кунта кивелнĕ чечек кăшăлĕ те, савăт-сапа та чылаях. Ахăртнех, Кивĕ Вăрмарсем те çак кунсенче субботник йĕркеленĕ. Анчах çÿп-çапа тиесе кайма ĕлкĕреймен. Масарĕ - тасах. Аякран пăхсан вилтăприсене кăвак кавирпе витнĕ пекех туйăнать. Пур çĕрте те ириссем çеçкене ларнă. Тĕл-тĕл нарциссемпе тюльпансем те пур. Пионсем хăйсен черетне кĕтеççĕ, ав. Кивĕ Вăрмарсем вилтăприсем çине чечек нумай лартаççĕ иккен. Вĕсем йăл илсен, чечекленсен вилнисен чунĕсем хĕпĕртеççĕ имĕш, çÿлелле тухаççĕ... Халăхра: «Вилтăпри çинче чечек хăвăрт çитĕнет», - тени те тĕрĕсех-тĕр. Икĕ мăшăр пикенсех вилтăпри тавра тытнă тимĕр картана сăрлатчĕ, çитĕнме ĕлкĕрнĕ курăка çумлатчĕ.
Малалла пирĕн çул Сĕнтĕрвăрри тăрăхнелле выртрĕ. Кукашни ял тăрăхĕн специалисчĕпе Галина Григорьевăпа Пысăк Маклашка /унта 5 ял пытарать/ çăвине /кунта çапла калаççĕ/ çул тытрăмăр. Галина Михайловна пĕлтернĕ тăрăх – вĕсем ял çыннисемпе пĕрле икĕ хутчен те субботник йĕркеленĕ. Маларах кĕркуннехи пăрлă çумăр вăхăтĕнче хуçăлнă йывăçсемпе туратсене пуçтарса çунтарнă. Кайран ăпăр-тапăр, çÿп-çап пухнă, масар тавра тытнă картана тÿрлетнĕ. Ку ĕçе халăха явăçтарма çапах та çăмăлах мар-мĕн. Çавăнпа ытларах ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсен хăйсен тата культура ĕçченĕсен вăй хума тивет. Кунта та çăва пÿрчĕ патĕнче пуçтарсах пĕтермен çÿп-çап пурччĕ.
Приволжски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пире тараватлăн кĕтсе илчĕ, эпир мĕн ĕçпе çÿренине пĕлсен сăн-питрен улшăнмарĕ. «Айтăр, пĕрле çитсе курăпăр», - терĕ лăпкăн кăна. Анатолий Михайлович каланă тăрăх - вĕсем те майăн 23-мĕшĕнче субботник ирттернĕ. Çимĕк иртнĕ хыççăн вара масарсене тепĕр хут тасатма тухаççĕ имĕш. Ку енчи чăвашсем масара «кладбищ» теççĕ. Чăвашсем вилнисене асăнма шăматкун, вырăс ялĕсенче пурăнакансем вара вырсарникун каяççĕ. Эпир Ăстакасси тата Чермĕш масарĕсене пăхса çаврăнтăмăр. «Çăвасене тасатма бюджетран укçа уйăрмаççĕ, йăлтах халăх вăйĕпе тума тивет. Кунти халăх туслă. Маларах кĕркуннехи пăрлă çумăра пула хуçăлнă йывăç-турата тасатма 45 çын тухнăччĕ. Хальхинче те йышлăн пуçтарăнчĕç. Вырăс ялĕсенче ку енĕпе кăштах йывăртарах. Мĕншĕн тесен вĕсенче ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Чылайăшĕ çурт-йĕр вырăнне дача пек усă курать. Нимĕçсем пек тирпейлĕ пурăнма вĕренсе çитейместпĕр çав. Юрамасть пулсан та пĕрех пăрахатпăр çÿп-çапа. Модăран тухнă, кивелнĕ тимĕр палăксене тĕшмĕше пула тимĕр-тăмăр пухакансем те илесшĕн мар», - ăнлантарчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Эпир çăва тулашĕнче йăваланса выртакан кивĕ палăк çинелле куç ывăтнине асăрхасан. Кунта виле пытарма килекенсем валли лартнă пÿрт иккĕ таранах. Çĕнĕреххи çумне хĕлле валли вутă татса купаласа хунă. Кивĕреххи çумĕнче вара йĕри-тавраллах кивелнĕ хĕрессем, палăксем купаланса тăраççĕ. Ку кăмăллах мар ÿкерчĕке асăрхасан чунра сÿ! пулса кайрĕ. Çÿллĕ чăрăшсем айĕнче кивелнĕ чечек кăшăлĕсен купи те çын куçĕнчен «пытанса юлнă».
Шуршăл ял тăрăхне кĕрекен Лапри Чăрăшкасси масарĕнче те çÿп-çап куписем, тасатса çитереймен вырăнсене тĕллĕн-тĕллĕн асăрхама пулать. Халăхра «Автансăр ялта шăпчăк та юрламасть» текен шухăш анлă сарăлнă. Кунта вара шап-шурă чечеке ларнă чие вĕтлĕхĕнче шăпчăксем каçса кайса юрлатчĕç...
Пĕтĕмлетерех вара çапла калама пулать: пур тăрăхра та ял çыннисем масарсене тасатнă. 15-20 çул каяллахипе танлаштарсан ку енĕпе лару-тăру чылай лайăхланнă. Анчах хăшпĕр çĕрте пухнă çÿп-çапа тиесе каяйман. Ку эрнере пурте çак ĕçе вĕçне çитерессине питĕ шанас килет. Модăран тухнă, кивелнĕ тимĕр палăксене йăвалантарса вырттарни те килĕшÿллех мар пулĕ, ку ыйтăва та татса памаллах. Масар сăваплă та таса вырăн. Хамăра йĕркеллĕ тытасчĕ. Çак кун эрех-сăра çинчен манасчĕ, хамăр хыççăн савăт-сапа хăварас марччĕ. Унта хĕрарăмсен, манăн шухăшăмпа, тутăрсăр та кĕме юрамасть. Шел, эпир явлăксăрах çÿрерĕмĕр çав. Куншăн тахçанччен кулянтăм.