“Ачалăх алăкĕ" хупăнчĕ
Тутар Республикинчи Анат Кама хулинчи чăвашсен 34-мĕш гимнази-интернатра юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕр класс пĕтернĕ 13 çамрăка валли питĕ пысăк уяв туса парса вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем вĕсене çĕнĕ пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма ăнăçу сунчĕç. Уява, тĕрĕссипе, шкултан вĕренсе тухакансем хăйсемех хатĕрленĕ - икĕ сехет ытла пуçтарăннисене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Вунпĕр çул хушши пĕлнĕ ачасене паллама та çук. Пурте - чипер, илемлĕ, селĕм. Сасартăк пĕр кунрах çитĕнсе кайнă пекех. Вĕсем хăйсене питĕ çирĕп тытма тăрăшрĕç пулин те - вĕрентекенĕсене тав туса юрă юрланă тата сăвă каланă чухне кашнин куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Çапла, çăмăл мар иккĕмĕш килпе, юратнă учительсемпе уйрăлма. Анчах ним тума та çук, паянтан вĕсен ачалăхĕн алăкĕ хупăнать, пач урăх пурнăçăн алăкĕ уçăлать вĕсем валли. Вĕсене Аслă тĕнче кĕтет. Мĕнле пулĕ вăл - йăлтах хăйсенчен, кашни хăйне валли мĕнле çул суйласа палăртнинчен килет.
Гимнази директорне Галина Анатольевна Ляховăна та, çак вĕрентÿ учрежденийĕнче кĕçĕн класран пуçласа чăваш чĕлхипе литературине илсе пынă пĕрремĕш вĕрентекенне те - Вера Михайловна Юнусовăна - сăмах калама çăмăлах пулмарĕ пулас - вĕсем те куçĕсене шăлсах тăчĕç.
Çак уявра Анат Камăри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи пулнă Николай Атряскина та пĕрре мар аса илчĕç. Унти чăвашсене тăван чĕлхепе вĕренме тата тăван культурăна аталантарса пыма май туса панăшăн тав турĕç ăна. Вăл тăрăшиччен кунта ачасене ашшĕ-амăш чĕлхине пама чылай кăткăсрах пулнă. Шел те, Николай Александрович çак ачасемшĕн паянхи кун савăнаймасть - вăл çут тĕнчерен иртерех уйрăлса кайнă. Уявра унăн хĕрне Татьяна Николаевна Дементовăна курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Вăл хăйне уява чĕннипе хĕпĕртенине, чунтан савăннине пĕлтерчĕ.
Юлашки шăнкăрав янăранă хыççăнах çамрăксен хĕрÿ вăхăт пуçланать - экзаменсем. ППЭ балĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ вĕт вĕсен пуласлăхĕшĕн. Вĕсен ĕмĕчĕсем пысăк. Сăмахран, Иван Леонтьев экзаменсем панă хыççăн Хусанти патшалăх строительствăпа архитектура институтне вĕренме кĕмешкĕн тĕв тунă. Ман шутăмпа, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланатех. Иван гимназире чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри шутланать. Нумай пулмасть Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче иртнĕ отличниксен слетĕнче те ăна курма май килчĕ. Пур енĕпе те питĕ маттур вăл. Каччă, хулара пурăнать пулсан та, чăвашла питĕ лайăх калаçать. Çаплах çырма та, вулама та ăна чăваш гимназийĕнче вĕрентеççĕ.
Гимнази-интернат пирки калас пулсан, унта паянхи куна 201 ача вĕренет. Интернатра 20 ача пурăнать. Николай Атряскин ячĕпе уçнă музей вара çулран-çул экспонатсемпе пуянланса пырать.
Анат Камăра чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе питĕ тăрăшуллă та пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ - пархатарлă. Пурте халăхшăн кирлĕ ĕç тăваççĕ. Çамрăксем вара аслăраххисем пуçланине малалла туса пырĕç. Эпир вĕсене шанатпăр.
Тутарстан.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем