Йывăç кĕлĕ усăллă
Чылай пахчаçă килте экологи тĕлĕшĕнчен таса пахчаçимĕç çитĕнтерме тăрăшать. Химисĕр çитĕнтернĕ çимĕç тути те техĕмлĕреххине палăртаççĕ çынсем. Çав хими препарачĕсене мĕнпе улăштарма май пуррине нумайăшĕ пĕлмест. Çавăнпах çутçанталăк панă паха удобрени тепĕр чухне ĕçе кĕреймест.
Йывăç кĕлнех илер-ха, тĕслĕхрен. Кил-тĕрĕшре нумай хуçа пахчара йывăç-тĕм каснă хыççăн туратсене çÿп-çап купине пăрахать. Типĕ туратсене çунтарсан вара питĕ паха удобрени тума пулать.
Кĕлре 30 яхăн усăллă элемент пур: магни, тимĕр, кали, кальци, кремни, фосфор, бор, марганец т.ыт.те. Çакнашкал пуянлăх нихăш удобренире те çук!
Нумай ÿсен-тăраншăн сиенлĕ хлор вара унра çук! Çавăнпа ăна пахчаçимĕç лайăх йышăнать. Çĕрулми, хăяр, баклажан, купăста, пăрăç, кăшман, çĕр çырли, крыжовник, хăмла çырли, слива, хурлăхан, улмуççи, груша.
Кĕлре, паллах, чылай курăк-йывăçшăн усăллă азот та çук. Азот йывăç çуннă чухне тĕтĕмпе вĕçсе саланать.
Йывăç кĕлĕ йÿçек те йывăр тăпрашăн лайăх. Компоста сапсан вăл ăна хăвăртрах çĕрме пулăшать. Тăпрана кĕлпе пулăхлатни хĕл каçакан культурăсен тÿсĕмлĕхне ÿстерет. Çуркуннехи калча та кĕл шывĕпе шăварсан лайăхрах вăй илет, куçарса лартсан хăвăртрах чĕрĕлет.
Кĕл калипе фосфор хутăшĕллĕ чылай удобренирен пахарах. Тĕслĕхрен, иçĕм турачĕпе çĕрулми çеçкин кĕлĕнче кали 40 процента яхăн. Çавăнпа асăннă чĕртавара çÿп-çапа тухса пăрахни пысăк йăнăш. Пахчара типĕтмелле те çунтармалла - кали удобренийĕ хатĕр те.
Тăпрана кăпкалатнă май хывнă кĕл 2-4 çул хушши усă кÿрсе тăрать. Унăн витĕмлĕхĕ тĕрĕс тата кирлĕ вăхăтра усă курнипе те çыхăннă. Кĕле йĕпетме юрамасть. Ăна типĕ çĕрте полиэтилен хутаçра упрамалла. Шывпа йĕпетсен унти кали тата хăшпĕр микроэлементсем çухалаççĕ.
Пахчари тăпра мĕнле пулнине кура кĕле çĕре хывассине тĕрĕс йĕркелемелле. Тăпра тăмлă, йывăр пулсан ăна кĕркунне хывни лайăхрах, тăпра хăйăрлă, торфлă пулсан - çуркунне.
Азотлă тата фосфорлă удобренисемпе пĕрле кĕле çĕре хывма юрамасть. Ăна тислĕкпе хутăштарса та сапма юрамасть. Тĕслĕхрен, тислĕке тăпрана кĕркунне хывмалла, кĕле - çуркунне.
Калча лартнă чухне кĕл ытлашши нумай сапма юрамасть. Хăяр, кабачок, кавăн лартмашкăн шăтăка пĕр чĕптĕм кĕл сапмалла та тăпрапа хутăштармалла.
Помидор, пăрăç, баклажан лартмашкăн çур ывăç кĕле тăпрапа хутăштармалла.
Купăста /тĕрлĕ сортсем - брокколи, брюсель е чечекли/ - пĕр чĕптĕм.
Хурлăхан тĕмне çуркунне пĕр стакан кĕл кирлĕ. Ăна тăпрана кăпкалатнăçемĕн сапмалла.
Кишĕр, кăшман, петрушка та кĕл сапнă тăпрара лайăхрах çитĕнеççĕ. Çĕрулми валли кашни кăка пĕрер ывăç кĕл юрать.
Хăшпĕр пахчаçă вăрлăха акас умĕн кĕл шывĕнче тытма сĕнет. Пĕр литр шыва икĕ апат кашăкĕ кĕл ярса пăтратмалла, пĕр талăк лартмалла. Унтан сăрăхтармалла та сĕлтĕ шывĕнче акмалли вăрлăха 4-6 сехет тытмалла.
Кĕл ÿсен-тăран чирĕсемпе, кăпшанкăсемпе кĕрешме пулăшать. Хура тымар, шурă янкар /мучнистая роса/ тата ытти кăмпăска чирĕнчен, уй пăрçинчен, уй пыйтинчен /тля/, сухан лĕпĕшĕнчен хÿтĕленме пулăшать. #сен-тăрана каçкÿлĕм е ирхине типĕ кĕлпе вĕçтерсе сапмалла. 1 тăваткал метра 1 стакан кĕл çитет.
Кĕл пахалăхĕ мĕнле йывăçа çунтарнинчен те килет. Çулçăллă йывăçа çунтарнă кĕлре кальци нумай. Лăсăллă йывăçа çунтарсан фосфорлă кĕл пулĕ. Иçĕм вуллийĕ, утă-улăм çунтарнă кĕлре кали нумай.
Топинамбур, хĕвелçаврăнăш тунисене лайăх типĕтсе çунтарсан паха кĕл пулать. Юман кĕлĕн сĕлтипе улма-çырла йывăçĕсене шăварсан çимĕçсем çирĕп пулаççĕ. Çĕрĕк чирне питех парăнмаççĕ. Пĕр литр банкине тултарнă кĕле пĕр витре шыва ямалла, пăтратмалла. Талăкран çак сĕлтĕне 1:2 виçепе шывпа хутăштарса улмуççине шăвармалла. Улмуççи йĕри-тавра 1-1,5 метрта 10-15 см шăйрăк тумалла та унта кĕл шывне ямалла. 3-4 витре шыв янă хыççăн шăйрăка хупламалла.
Çĕр кăмрăкĕ /каменный уголь/ çунтарса пулнă кĕл ÿсен-тăраншăн усăллă мар.