Комментировать

28 Мая, 2015

Пÿртпе юнашар вите лартма юрамасть

"Ялта пирĕн 15 сотка çĕр пур, ăна пире 1990 çулсенче панă. Унта эпир пÿрт лартнă. Пахчара веçех туса илетпĕр. Çулла ялта пурăнатпăр /май уйăхĕнчен пуçласа сентябрь вĕçĕччен/, хĕлле - хулара. Çуллахи вăхăтра ачасем те мăнуксемпе килсе çÿреççĕ. Анчах ялта, пÿртре çывăрма, пахчана тухма та питĕ шăршлă. Мĕншĕн тесен пирĕн пÿртпе юнашар чикĕре кÿршĕсем икĕ çул ĕнтĕ чăхсем усраççĕ. Вĕсен енчен çил вĕрсен вара пушшех те сывлама май çук...

Чăхсем усрамалли вырăн вĕсен пÿрчĕ патĕнчен 10-15 метрта. Вĕсем те пирĕн пекех хĕлле - хулара, çулла ялта пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен çурчĕпе юнашар туман-çке читлĕхе. Хăйсен шăршă шăршлас килмест, пирĕн шăршламалла..."

Çакнашкал кÿренÿллĕ çыру килнĕччĕ редакцине. Ăна эпир Чăваш Республикин ветеринарипе фитосанитари тĕрĕслевĕн управленине ярса патăмăр. Çыру тăрăх Ветеринари служби тĕрĕслев ирттернĕ. Хисеплĕ çыру авторĕ, тĕрĕслев хуравне сире те ярса панине пĕлтерчĕç.

Мĕншĕн пурпĕрех пичетлес терĕмĕр-ха сирĕн çырăва. Çакнашкал кÿренмелли ĕç-пуç сахал мар тĕл пулать-ха пирĕн хушăра. Паллах, к&рен& сăлтавĕ кÿршĕсем пĕр чĕлхе, çураçу тупма пултарайманнинче. Шел, пĕр-пĕрне хисеплесси, çын интересĕсене уясси пирĕн халĕ те кирлĕ шайра тееймĕн. Паллах, çын çурчĕ çумне вите лартса хуни пачах та ырламалли япала мар. Санитари йĕркипе те килĕшсе тăмасть.

РФ Ялхуçалăх министерствин 03.04.2006 çулхи "Граждансен килти хуçалăхра тата уçă вырăнта чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсенче ветеринари йĕркине çирĕплетесси" /"Об утверждении ветеринарных правил содержания птиц на личных подворьях граждан и птицеводческих хозяйствах открытого типа"/ 103 / хушăвĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх витисене çуртпа юнашар лартма юрамасть.

Ялхуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме тăвакан вите-хуралтăна СанПиНăн 22.1/2.1.1. 1200-03 санитари талккăшне /зонине/ пăхăнса лартмалла. 7.1.11. пунктра килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх хуралтисем /сысна, ĕне, лаша витисем, питомниксем, ытти фермăсем/ 50 пуçа çитиччен тытмаллисем V класа кĕреççĕ. Çак йĕркепе санитари хÿтлĕхĕн талккăшĕ пурăнмалли çуртран 50 метр пулмалла. Выльăх-чĕрлĕх картине 1,6 м çÿллĕш хÿмепе пÿлмелле. Тислĕк хумалли вырăна та талккăшпех хÿмепе картламалла. Вăл çил вĕрекен енчен пурăнмалли çуртран 60 метр аяккарах пулмалла.

Витесенчи каяша вăхăтра тасатса тăмалла, хуралтăсене тирпейлĕ тытмалла. Тислĕке биометрика енĕпе сиенсĕрлетме тĕрĕс купаламалла. Тислĕке купара лайăх çĕриччен тытмалла /2-4 уйăх/.

Енчен те кÿршĕ е кирек кам та сирĕн интерессене уямасть, санитари нормине пăсать пулсан, асăрхаттарнине шута илмест-тĕк лару-тăрăва пăхса тухма маларах асăннă Ветеринари службине е Ветеринарипе фитосанитари службине ыйтса çырмалла е суда тавăç тăратмалла. Вырăнти администраци енчен те пулăшу ыйтма пулать.

Эльвира ИВАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.