Комментировать

28 Мая, 2015

Кăткăран хăтăлма

Пахчара кăткă ытлашши ĕрчесе кайни пахча тухăçне палăрмаллах чакарать. Кăткă хăй çеç мар, уй пыйтине /тля/ ĕрчетме те ăста.

Кăткăсем ытларах çеремленнĕ çĕрте пурăнаççĕ. Тăпрана кăпкалатса тăрсан, паллах, вĕсем урăх çĕрелле куçса вырнаçаççĕ. Йăвана ялан çĕмĕрсе тăни кама килĕштĕр?

Йывăçсене кăткăран хÿтĕлемешкĕн çăра извеç хутăшĕ пулăшать. Йывăç вуллине тата ун тавралли çĕре те извеçпе сăрламалла. Кăткă тĕмĕсене тĕппипе аркатмалла, унта извеçпе кĕл сапмалла.

  • Кăткăна пĕтерес тесен ĕçе тĕрĕс йĕркелемелле. Кăткă курăк пыйтипе «туслă». Ăçта çав пыйтă - унта кăткă нумай. Çавăнпа курăк пыйтине те пĕрлех пĕтермелле.
  • Кăткăсене петрушка, лавр, анăс курăкĕ, горчица, помидор çулçи, пилеш курăкĕ шăрши хăратать.
  • Кăткă тĕмĕсене шыва краççын хушса /10 литр шыва 10 апат кашăкĕ краççын/ пĕрĕхмелле.
  • Кăткă нумай пуçтарăнакан вырăна шывпа тип çу хутăштарса сапма юрать.
  • Кăткă тĕмĕсене каçхине, кăткăсем йăлтах йăвине пуçтарăнсан тĕме салатса вĕрекен шывпа сапмалла.
  • Йăрансем çинчи кăткăсене пĕтерме кĕл, извеç тата вĕтетнĕ йывăç хуппине хутăштарса сапмалла.
  • Кăткă йăви тĕлне тĕтĕмленĕ селедка пуçĕ, помидор çулçи е петрушка çулçи хурса тухмалла. Кăткăсем çак шăршăсене тÿсеймеççĕ, тараççĕ.
  • Помидор çеçкин отварĕ те хăратать. Пĕр ывăç çеçкене 5 литр шывра вĕретмелле, сивĕнсен кăткă йăвисем тĕлне пĕрĕхмелле.
  • Армути шăршине те юратмаççĕ кăткăсем. Вĕсен çулĕсем çине армути çулçи хурса тухмалла.
  • Пылак «капкăн» хатĕрлеме пулать: çур литр шывра çур чей кашăкĕ бор йÿçекне /борная кислота/, пĕр апат кашăкĕ сахăр песукĕ ярса лайăх пăтратмалла, пĕчĕк савăтсем çине ярса кăткă çÿрекен çĕре лартмалла. Çак хутăш патне пымашкăн савăт хĕрне улăм пĕрчи е курăк туни хурса памалла.
  • Апат кашăкĕ çĕпрене сивĕ шывпа хутăштарса хăйма пек тумалла, чей кашăкĕ варени хушмалла. Çакна картун татăкĕсем çине сĕрсе кăткăсем çÿрекен çĕре хумалла. Кăткă çак хутăша çиет те вилет.

Кăткăпа пĕрлех курăк пыйтине те пĕтермелле терĕмĕр. Çакна валли вĕри шыва кĕл тата армути ярса лартмалла. Пĕр-икĕ кун тытмалла та курăк пыйтиллĕ ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле. Кăткăсем юратнă апачĕсĕр юлаççĕ, ĕрчеслĕхĕ те чакать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.