Комментировать

28 Мая, 2015

Сăпайлă Женя

Женя Лаврентьева çав тери сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрача. Кирек хăçан та юлташĕсене пулăшма хатĕрскере пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ.

Хитре почерклă Женя ÿкерме те ăста. Унăн ĕçĕсем çав тери илĕртÿллĕ пулаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хутран пĕр-пĕр илемлĕ япала касса çыпăçтарма та çав тери маçтăр.

- Ÿссен дизайнер пулăп. Хамăн ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшăп, - тет хастарскер.

Çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтне те кăмăллаканскер чечексене те питĕ юратать.

- Çеçкесене шăварнă чухне çупăрласа калаçатăп, вара вĕсем тата та ытларах ÿсеççĕ. Хăйсен илемĕпе кирек кама та савăнтараççĕ. Çуркуннехи кунсенче урамра шăнкăртатса юхакан шыв çине темччен киленсе пăхма кăмăллатăп. Е тата йывăçсем çеçкене ларнă вăхăт мĕн тери аван! Кайăксем ăшă çĕртен килсе хăйсен илемлĕ юррисемпе кăмăла çĕкленине нихăçан та манас çук. Каникулта пушшех хаваслă пулĕ. Улăхран хитре чечексем пуçтарса пуç кăшăлĕ тума та ÿркенсе тăмăп. Вăрмана çырла пуçтарма васкăпăр тусăмсемпе, кăмпине те хĕле валли хатĕрлес кăмăл пысăк. Аслисемпе пахча-çимĕçне те пĕрле ÿстерĕпĕр. Вăхăт тупса юлташсемпе урама выляма та тухăп-ха, - палăртать хăй шухăшне Женя.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.