Комментировать

28 Мая, 2015

Тинĕс хĕрринчи телейлĕ кунсем

Шкул администрацийĕ вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, спортра тăрăшуллă, сцена çинче пултаруллă ачасене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви «Орленок» лагере канма кайма путевка парасси çинчен пĕлтерчĕ. Талантлă ачасенчен мана суйласа илчĕç. Эпĕ Хура тинĕс хĕрринчи çак лагере каяссине аннене ака уйăхĕнче карас телефонпа шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Çак хыпар мана питĕ савăнтарчĕ. Унччен эпĕ нихăçан та тинĕс хĕрринче пулман-çке!

Çу уйăхĕн иккĕмĕшĕ. Пире, Чăваш Республикинчи тĕрлĕ районти вунă ачана Шупашкарти чугун çул станцийĕнчен ăсатса ячĕç. Ача-пăча шăп ларса пыраймасть. Поезд çине ларнă-ларманах эпир пĕр-пĕринпе сăмах çăмхине сÿтсе яврăмăр, тахçанах пĕлнĕ тус-юлташсем пекех туйрăмăр хамăра. Çапла лагере çитнине те сисмерĕмĕр. Шÿтлесе те калаçса пынăран, пĕр-пĕринпе паллашса вăрăм çула кĕскетрĕмĕр.

Лагерь Анапа хулинчен вунтăватă çухрăмра вырнаçнă. Унта Раççейри алă çичĕ регионтан пин те пилĕкçĕр ача пухăннă. Пире икĕ ушкăна уйăрчĕç: журналистсем тата спортсменсем. Эпĕ спортсменсен шутне лекрĕм. Пурĕ вунтăхăр отряд пулса тăчĕ. Эпир, чăваш ачисем, Белгород хулинчи ачасемпе 12-мĕш отряда лекрĕмĕр. Малтанах вĕсемпе калаçма питĕ йывăрччĕ, мĕншĕн тесен вĕсен акценчĕ урăхла. Пĕр чĕлхепе калаçсан та пĕр-пĕрне ăнланма çукчĕ. «Упана та ташлама вĕрентееççĕ», - тесе ахальтен каламан иккен. Эпир те сисмесĕрех вĕсем пек калаçма пуçларăмăр, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма тытăнтăмăр. Питĕ çывăх туссем пулса тăтăмăр.

Май уйăхĕн саккăрмĕшĕнче спортсменсем хушшинче ăмăрту пулассине пĕлтерчĕç. Питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Мĕншĕн тесен çак ăмăртăва хак пама 1980 çулхи çуллахи Олимп вăййисен вуникĕ чемпионĕ килессине пĕлтерчĕç. Кашни отрядран тăватă хĕрачапа тăватă арçын ача хутшăнмаллаччĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнче пултăм.

Кĕтнĕ кун çитрĕ. Уяв хăнисем: Людмила Николаевна Муравьева ŸбаскетболŸ, Татьяна Васильевна Казанкина Ÿçăмăл атлетикаŸ, Нина Николаевна Смолеева ŸволейболŸ, Галина Евгеньевна Горохова ŸфехтованиŸ, Нелли Васильевна Ферябникова ŸбаскетболŸ, Владимир Николаевич Маркелов Ÿспорт гимнастикиŸ, Александр Геннадьевич Краснов ŸвелоспортŸ, Ирина Петровна Макогонова ŸволейболŸ тата ыттисем те. Эпир иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Пире Хисеп хучĕпе медальсем парса хавхалантарчĕç. Кашни кунах - тĕрлĕрен мероприяти, экскурси. Уйрăмах хăш-пĕр самантсем чылайлăха асра юлчĕç. Тĕслĕхрен, Новороссийск хулинче пулни, унта курса çÿрени. Питĕ хитре хула. Эпир «Михаил Кутузов» ятлă музей-крейсера кĕрсе куртăмăр тата Цемес юханшыв кукринче пултăмăр. Унта 1918 çулта тăшман аллине лекесрен вунпилĕк карапа путарнă. Çавăнта халь çав карапсене чысласа пысăк палăк лартнă.

Тепĕр кунне пире Геленджик хулине илсе кайрĕç. Мĕн тери хитре хула! Вăл мана килĕшрĕ, ăна чĕререн юратрăм. Урамĕсем питĕ хитре те таса, палăкĕсем чылай, пляжĕ вуникĕ çухрăма тăсăлать, çанталăкĕ те унта Анапăринчен ăшăрах.

Лагерьте эпир Псковри, Аслă Новгородри, Пензăри, Курскри, Крымри, Дагестанри, Адыгейăри ачасемпе паллашрăмăр. Пурте пултаруллă. Вĕсен культури пирки питĕ нумай ыйтса пĕлтĕмĕр. Эпир те, чăваш ачисем, хамăр халăх, чĕлхе, культура çинчен мăнаçлансах каласа патăмăр.

Час-часах эпир ирхи тăватă сехетре тăраттăмăрччĕ те ту çине хăпараттăмăр. Ту хысакĕ 200 метра яхăн. Хĕвеле кĕтсе илеттĕмĕр. Унти сывлăш питĕ уçă, çилĕ те вăйлăччĕ.

Эпĕ çав илемлĕ вăхăтсене нихăçан та манмăп. Манăн унта татах та каяс килет, сире те сĕнетĕп.

Таня ЕРЕМЕЕВА,

10 класс.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мăн Этмен шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.