Комментировать

28 Мая, 2015

Унaн сăнарe чĕрере упранать

Çитмĕл çул ĕнтĕ эпир мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр, сар хĕвел пăхса йăл кулнишĕн савăнатпăр.

Вăхăт иртет, кунсем пĕр вĕçĕм малалла шăваççĕ. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ ветерансем кашни кунах сахалланса пыраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех аса илÿсем, сăнÿкерчĕксем, салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем ан манăçчăр тесен пирĕн, çамрăксен, çак тупрана ĕмĕр-ĕмĕре упраса хăварма тăрăшасчĕ. Хамăр тăрăхри вăрçă ветеранĕсен ячĕсене асра тытмалла. Вĕсем пире тăнăç пурнăç парнеленĕ-çке.

Манăн асатте те, Иван Васильевич Иванов, тăшмана хирĕç çапăçнă. Вăл Вăрнар районĕнчи Кайри Тукайра 1919 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çавăнтах иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ялти сумлă çынсем пулнă. Çемьере яланах килĕшÿ хуçаланнă, ĕçченлĕхпе тата сăпайлăхпа палăрса тăнă вĕсем. Ваттисен ырă йăли-йĕркине çирĕп пăхăннă, ăна упранă, йăхран-йăха вĕрентсе пынă. Асаттен аслашшĕ Мирун ятлă. Ашшĕне вара Василий Миронович тесе чĕннĕ. Кил-çурчĕ тĕреклĕ пулнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, хурт-хăмăр тата сад ĕрчетнĕ, тыр-пул акса ÿстернĕ. Асаттен ашшĕ-амăшĕ суту-илÿре те палăрнă. Тăван тăрăхри пасар ялĕсене - Аччана, Ямаша, Нурăса, Шăхасана, Канаша та тĕрлĕ ĕçпе çÿренĕ, суту-илÿ тунă.

Асатте çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ĕçре пулăшнă, хурт-хăмăр ĕрчетессипе кăсăкланнă. Вăл çав тери хастар, тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те тăрăшуллă ÿссе çитĕннĕ. Ача чухнех юлташĕсем хушшинче маттурлăхĕпе палăрнă.

1937 çулта асатте Уравăшри шкултан пĕлÿ илсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет.

1939 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче виççĕмĕш курсра вĕренекен асаттене Хĕрлĕ çара илсе каяççĕ.

Вăл Беларуçри Могилев хулинче 271-мĕш полкри кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренет. Малтанхи кунсенчех хăйне лайăх енчен кăтартать. Çар ĕçне тивĕçлипе пурнăçланăшăн темиçе хутчен те Хисеп хучĕсене тивĕçет. Çавăн пекех вăл спортпа та çывăх туслашнă. Йĕлтĕрпе хăвăрт чупнă, çар ĕçĕн отличникĕ те пулнă. Хĕрлĕ çарта службăра тăнă чухне çар ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕтĕмпех вĕренсе çитнĕ, йывăрлăха тÿсме хăнăхнă. Çакă вара ăна хаяр вăрçă çулĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пĕтĕм вăй-халпа кĕрешме, мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттерме пулăшнă.

Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнче асатте Беларуçри Рогачево хулинчен аякрах мар вырнаçнă вăрманти лагерьте пулнă. Хăйĕн кун кĕнекинче çав саманта вăл тĕплĕн çутатса панă. Мĕн чухлĕ терт-нуша курман-ши? Миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тĕлпулман пуль? Çапăçура вăл темиçе хутчен те йывăр аманнă. Пурпĕр парăнман - пур вăй-хала пухса çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ. Уйрăмах Беларуçри Рогачево, Елец, Орел, Брянск, Шепетовка, Ковель, Брест, Украинăри Семеновка, Омель, Овруч, Раççейри Новозыбков, Новгород, Курск хулисене оккупантсенчен хăтарнă чух нумай çухатусем тÿссе ирттернĕ. Пурпĕрех пирĕн çарсем малалла ăнтăлнă.

1944 çулта Хĕвеланăç Украинăри Дубно хулине хÿтĕленĕ чухне снаряд ванчăкĕ пырса лекнипе асатте йывăр аманнă. Гос-питальтен сывалса тухсан каллех фронта таврăннă. Польшăна фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă, Германие çитнĕ.

Паллах, вăрçă суранĕсем тарăн йĕр хăвараççĕ. Çапах та çамрăк салтак пуçа усмасть, пĕтĕм чун хавалĕпе Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешет, ăна чунтан парăннине çирĕплетсе парать. Асатте вăрçăри паттăрла ĕçсемшĕн чылай наградăна тивĕçнĕ. Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлинта кĕтсе илнĕ.

Мирлĕ пурнăç пуçлансан та вăл яла тÿрех таврăнаймасть. Ăна Германире РККА ретне кĕртеççĕ. 1946 çулччен вăл хĕсметре тăрать. Çуралса ÿснĕ тăрăхшăн, çывăх çынсемшĕн, кил-çуртшăн тунсăхлани ăна рапорт çырма хистет. 1946 çулхи çуркунне вăл тинех тăван яла таврăнать.

Çуралнă кĕтесĕн сиплĕ сывлăшĕ ăна çĕнĕ вăй-хăват хушнă пекех туйăнать. Часах вăл ялти маттур та сăпайлă хĕрпе, Агафия Ивановнăпа, паллашать. Ун чухне хĕрсене те çăмăл пулман, вĕсем тылра тăрăшнă, вăрман каснă, торф кăларнă çĕрте вăй хунă.

1947 çулта асаттепе асанне çемье çавăраççĕ. Çичĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ вĕсем. Ĕмĕр тăршшĕпех мăшăр колхозра ĕçлет. Вăрçă хыççăн асатте тĕрлĕ çĕрте вăй хурать: бригадирта, Сăрьел ял совечĕн председателĕнче, водительте.

Тепĕр сакăр çултан ăна каллех çара чĕнсе илеççĕ. Владивостокра офицерсене хатĕрлекен курсра вĕренет вăл. Ун хыççăн яла таврăнсан тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра водитель пулса ĕçлет.

Асаттепе асанне картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, кил-çурчĕ хăтлă та çирĕп пулнă. Вĕсен сад пахчийĕ пекки вара таврара та пулман. Çулла пыл хурчĕсен сасси сĕрленĕ унта. Асатте ялти паллă хурт-хăмăр ăсти шутланнă. Ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе ырми-канми тăрăшнă вĕсем.

1992 çулта асанне йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕрет. Савнă мăшăрне çухатни асаттене те палăрмаллах витĕм кÿрет, чуне амантать. Хаклă çухатăва чăтаймасăр вăл чире каять, 1992 çулхи майăн 26-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать.

Асатте сăнарĕ пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр юлĕ. Унăн асăнмалăх юлнă япалисем - вăрçă вăхăтĕнче çырса пынă кун кĕнеки, сăнÿкерчĕксен альбомĕ, биноклĕ, фронтран илсе килнĕ котелокпа фляжка, кителĕ çинче çакăнса тăракан орденсемпе медальсем тирпейлĕн упранĕç.

Оля ВАСИЛЬЕВА.

Вăрнар районĕ,

Кайри Тукай

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.