Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр
Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр Луиза Герасимова пульмонолог республикăн ача-пăча клиника больницинче ĕçлет. Вăл пуян опытлă, анлă тавракурăмлă, сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕ меслетсемпе туллин усă курма тăрăшакан специалист пулнипе палăрса тăрать. Çамрăк сиплевçĕсен Луиза Александровнăран вĕренмелли сахал мар.
Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.