Комментировать

27 Мая, 2015

КУКША ПУÇ МУХТАВА ТИВĔÇ

Авалхи паллă сиплевçĕ Авиценна кукша пуçа /одуванчик/ пысăка хурса хакланă, унăн витĕмĕпе чылай чиртен сыватнă. Варенийĕ питĕ пахине те пурте пĕлеççĕ пулĕ-ха. Халĕ ăна хатĕрлеме шăпах вăхăт çитрĕ. Меслечĕ ансат.

350 чечек карçинккине 1 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 1 сехет пĕçермелле. Дуршлаг витĕр сăрăхтармалла. Шĕвекре 1 килограмм сахăр ирĕлтермелле, каллех вĕреме кĕртмелле те 1 сехет пĕçермелле. Пиçсе çитиччен 15 минут маларах шултра пĕр лимон сĕткенĕ хушмалла. Банкăсене ямалла та çăтă хупмалла. Çак пыла кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Пĕр уйăхран икĕ эрнелĕх тăхтав тумалла, унтан çак йĕркепе - пыл пĕтичченех. Кукша пуç пылĕ сывлăхшăн питĕ усăллă, вăй кĕртет, иммунитета çирĕплетет, ыратнине ирттерме пулăшать.

Çăпанран сипленме хăлха çакки курăкĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Çăпан çине çунă чĕрĕ çулçа лÿчĕркесе хумалла, пластырьпе çирĕплетмелле. Курс - сываличчен.

Пĕвер ĕçне лайăхлатма пулăшакан хутăша çапла хатĕрлеççĕ. Аш арманĕпе 10 чĕрĕ чечекпе 3 çулçа тата вăтам 1 кишĕре авăртмалла, 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Кашни ир апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Сиплев - эмел пĕтиччен.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.