Комментировать

27 Мая, 2015

ЙĂЛА ХАТĔРНЕ ПУЛА ТА

Йăла хатĕрĕсен витĕмне пула та ыйхă вĕçме, мигрень, вăрах ывăнчăклăх аталанма пултараççĕ. Тухтăрсем çапла асăрхаттараççĕ.

Паян эпир электромагнит уйĕн тыткăнĕнче пурăнатпăр: тĕпелте чейник вĕрет, сивĕтмĕш, микрохумлă кăмака ĕçлеççĕ, пÿлĕмре телевизор, компьютер янă, кашнин тенĕ пекех стационар телефон е кĕсье телефонĕ пур. Розеткăран ĕçлекен мĕнпур хатĕр электромагнит пайăркасем кăларса тăрать. Ăсчахсем ку сывлăха, уйрăмах нерв, иммун, эндокрин, арлăх тытăмĕсене, сиенлĕ витĕм кÿнине палăртнă.

Сисчĕвленмелли малтанхи паллăсем - хăвăрт ывăнни, çĕткелентерни, ыйхă, астуса юласси, тимлĕх пăсăлни. Пайăркасем ялан витĕм кÿрсен организмăн хÿтлĕх вăйĕ хăвăрт хавшать. Çакна çирĕплетекен темиçе тĕслĕхпе паллаштарар-ха.

Итали ăсчахĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - электромагнит уйсем хĕсĕрлĕхе аталантарма пултараççĕ. Шăпах арçынсемпе хĕрарăмсен арлăх органĕсем пуринчен те ытларах сиенленеççĕ.

АПШра пайăркасем пуç мимине мĕнле витĕм кÿнине нумай вăхăт тĕпченĕ. Радиотелефонсемпе, радиопередатчиксемпе тăтăшах усă куракансем хушшинче пуç мимин усал шыççипе чирлекенсем ытларах иккен. Хăрушлăх ушкăнĕнче - радиопередатчиксемпе ялан ĕçлекен полицейскисем, аэрогрильпе, микрохумлă кăмакапа ялан усă куракан кафе ĕçченĕсем.

Швеци ăсчахĕсем ялан компьютерпа ĕçлекен çие юлнă хĕрарăмсен 1,5 хут тăтăшрах ача ÿкнине тата тĕп нерв тытăмĕ сиенленнĕ ача çуралас хăрушлăх 2,5 хут пысăкрах пулнине палăртнă.

Мĕн тумалла-ха? Ĕçлекен микрохумлă кăмака çывăхĕнче тăмалла мар, розетка çывăхĕнче çывăрмалла мар. Пÿлĕмсенче сĕтел-пуканпа электроприборсене тĕрĕс вырнаçтармалла: тепĕр пÿлĕмре сивĕтмĕш, телевизор е компьютер лартнă стенан ку енне кравать ан лартăр. Тĕп стенасем те пайăркасенчен хÿтĕлеймеççĕ. Çавăнпа хваттер хуçисен сĕтел-пукана вырнаçтарас умĕн кÿршĕсем патне кĕрсе пăхни те ытлашши пулмĕ. Тен, эсир кашни каç телевизор курса ларакан кресло хыçĕнче кÿршĕсен электроплити ĕçлет. Усă курман чухне электроприбора розеткăран кăларма ан манăр, мĕншĕн тесен вăл ĕçлемен вăхăтра та пайăркасем кăларакан хăватлă çăлкуç пулса тăрать.

Хăвăра мобильник витĕмĕнчен хÿтĕлеме ăна сасси илтĕнме пуçличчен тата зарядкăна лартсан хăлха патне илсе пымалла мар.

Кĕпе якатнă чухне хĕрсе пыракан утюга хăвăртан 30 сантиметр аяккарах тытăр, кун пек унран тухакан пайăркасем сиен кÿреймĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.