Комментировать

26 Мая, 2015

Кĕтсе илеймерĕ

Вăрçă... Çак хаяр та тискер, хăрушă сăмах 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕршыври кашни çемьене пырса кĕнĕ, чун-чĕрене çÿçентерсе чÿречерен шакканă. Мĕн чухлĕ инкек, хурлăх илсе килнĕ вăл çĕр çине! Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи Варвара Григорьевнăпа Трифон Васильевич Блиновсен çемйине те çитнĕ нуша. Тин кăна телейлĕ пурнăçчĕ вĕсен. Туслă çемьере пĕрин хыççăн тепри çичĕ хĕр çуралнă. Çÿлти Турă хĕрарăмăн сăмахне илтнĕн 1920 çулхи пĕр çурхи ир ывăл сасси янраса каять. «Илюш» ят параççĕ пĕртен-пĕр ывăла Варвара Григорьевнăпа Трифон Васильевич. Мĕн пĕчĕкрен çивĕч ăсĕпе,пысăк тавракурăмĕпе уйрăлса тăрать вăл тус-юлташĕнчен. Шкулта тăрăшса вĕреннĕрен 10 класс пĕтерсенех çамрăк каччăна кĕçĕн класс ачисене вĕрентме шанаççĕ. Мал ĕмĕтлĕскер вăл хăйĕн пурнăçне çĕр çинчи чи мирлĕ ĕçе - ачасене пĕлÿ парассине халаллама шухăшлать. Хăйĕн пултарулăхне, вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр ĕçе пикенет Илья Трифонович. Анчах чĕри тĕпĕнчи ĕмĕтсене пурне те пурнăçа кĕртме пÿрмен ăна.

1939 çулхи ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Илья Трифонович Блинова Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Брест крепоçĕ патĕнче хĕсметре тăрать Патреккел каччи. Вăл вăхăт тĕлне крепоç çывăхĕнче лару-тăру çăмăл пулман. Тăшман тискерлĕхне, вилĕмĕн шелсĕр аллине вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех туйма тивнĕ тин çеç арçын шутне кĕрекен çамрăксен. Пурнăç илемĕпе савăнса, çемье çавăрса, ача-пăча куллипе киленсе çÿремелли каччăсем алла хĕç-пăшал тытса ирсĕр фашистсемпе çапăçма вут-çулăма кĕреççĕ. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Елчĕк районне те çитет хурлăхлă хыпар - Блиновсен çемйи 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче ывăлĕ хыпарсăр çухални çинчен хут илет. Çапла татăлать 21 çулти çамрăк учителĕн пурнăçĕ. Ирсĕр фашистăн хурçă пульли каччăн пур ĕмĕтне пĕр самантра татать, шанчăкпа çунса малалла тинкерекен куçсем ĕмĕрлĕхех хупăнаççĕ.

Варвара Григорьевна - манăн мăн кукамай. Эпĕ вăл мĕн ватăличченех ывăлне кĕтнине лайăх астăватăп. Ĕненме йывăр пулнă амăшне хăй çуратса ÿстернĕ ачана яланлăхах çухатнине. Çавна пулах вăл кашни кунах пÿрт умĕнчи сак çине тухса ларса ывăлне салтака ăсатнă çул çине темччен тинкеретчĕ, ăна чăтăмсăррăн кĕтетчĕ: «Мана пытарма килетех, çитетех манпа сывпуллашма».

Анчах та 94 çула çитсе те Варвара Григорьевна пĕртен-пĕр ывăлне кĕтсе илеймерĕ. Ватăн юлашки ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ... Унăн ячĕпе тата вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене халалласа эпĕ çак сăвва çыртăм.

 

Салтак амăшĕ ларать
Пÿрт умĕнчи сак çинче.
Инçетелле вăл пăхать
Укăлча хапхи çине.
 
Унăн черчен чĕринче -
Вăрçă умĕнхи кунсем.
Халĕ те ун асĕнче
Ачин сенкер куçĕсем.
 
Хăруш хыпар хăлхара
Паян кун та янăрать.
«Вăрçă» сăмах ытла та
Сехресене хăпартать.
 
Инкек, куççуль, ырату
Кÿчĕ вăрçă çынсене.
Илсе килчĕ çухату
Ялти кашни çемьене.
 
Халăх çирĕппĕн тăрса
Çапса ватрĕ тăшмана.
Çĕнтерĕве çывхартса,
Салтак, хутăн эс пуçна.
 
Пурнăçланман ĕмĕтсем
Юлнă вăрçă хирĕнче.
Савайман тус-тантăшсем,
Куç хупнă ĕмĕрлĕхе.
 
Тÿпери мир хĕвелне
Парнеленĕшĕн пире
Чыс-мухтав паттăрсене,
Пуç таятпăр вĕсене.
Майăн 9-мĕш кунĕнче
Пĕтĕм халăх савăнать.
Анчах амăш чĕринче
Хурлăх сăнă пек ларать.
 
Кашни кун хапха умне
Салтак амăшĕ тухать.
Вăл пĕртен-пĕр ывăлне
Кĕтсе илессе шанать.
Чун-чĕрери шанчăкне
Илсе кайрĕ вăл пĕрле.
Хаклă çынни килессе
Илеймерĕ-çке кĕтсе.

 

Татьяна Маркова.

Елчĕк районĕ,

Ĕнел ялĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.