Комментировать

23 Мая, 2015

«Хыпар» никĕслевçине манмаççĕ

Чăвашран тухнă пĕрремĕш профессор Н.В.Никольский çуралнăранпа

137 çул çитрĕ. Çавна май çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ

Хăнасем Сосновка ялĕнчи Н.Никольский ячĕллĕ вĕрентÿпе культура центрĕнче вырнаçнă вулавăшра пулса курчĕç. 80 çул каялла уçăлнă вăл. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем вăй хураççĕ кунта. Татьяна Степанова библиотекарь тăрăшнипе музей фончĕсем кунсеренех пуянланса пыраççĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн ертÿçи Валери Туркай, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш Енри ăслăлăхпа ÿнер халăх академийĕн ертÿçи Евгений Ерагин тата ыттисем вулавăша кĕнекесем парнелерĕç.

Паллă ăсчах çуралса ÿснĕ тăрăха пырса кĕме те питĕ кăмăллă. Ял варринче тĕлĕнмелле илемлĕ кÿлĕ, шыв хĕрринче Никольский ячĕллĕ хитре парк. Йĕри-тавра - тÿпенелле кармашакан хырсемпе чăрăшсем.

Уява килнисем Купăрляри Никольский ячĕллĕ паркри палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тăван халăхшăн сумлă та пархатарлă ĕçсем тунă Николай Никольский ятне малашне те çÿллĕ шайра тытса пымаллине каларĕ, унăн мухтавлă сăнарне чăваш халăхне, пулас ăру валли упраса хăвармаллине палăртрĕ.

Муркаш район администрацийĕн ертÿçи Ростислав Тимофеев туризма аталантарма ятарлă проектсем хатĕрлени, маршрута паллă ăсчах çуралнă тăрăха та кĕртни çинчен каларĕ. «Историе манас марччĕ, ăна мансан пирĕн пуласлăх çук», - терĕ Ростислав Николаевич.

«Хыпар» Издательство çуртне 20 çул ытла ертсе пынă, Н.Никольский ятне çĕклессишĕн пысăк ĕçсем тунă Алексей Леонтьев «Хыпар» хаçатăн 110 çулхи уявне те Никольский ячĕпе çыхăнтарма чĕнсе каларĕ.

Ученăй 50 ытла чĕлхе пĕлнĕ, вĕсенчен 12-шĕпе ирĕклĕн калаçнă. Николай Никольскин тăванĕ Николай Пантелеймонов профессорпа тĕлпулнă самантсене аса илчĕ. Хусанта çармăс ачипе - çармăсла, тутар çамрăкĕпе - тутарла, мăкшăпа мăкшăлла калаçнине хăй курнине пĕлтерчĕ. «Хыпар» никĕслевçи пурнăçĕн юлашки çулĕсенче те ăслăлăх, тĕпчев ĕçĕсем çинчен сăмах пуçарнине асăнчĕ.

Чăваш Енри ăслăлăхпа ÿнер халăх академийĕн ертÿçи Евгений Ерагин чăваш гуманитари ăслăлăхĕ Николай Никольскирен пуçланнă тесе шухăшлать. «Атăлпа Урал тăрăхĕнче чăвашлăхшăн çавăн пек тăрăшнă çын урăх çук та», - терĕ вăл. Никольский ячĕллĕ орденпа Муркаш районĕнчи ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçине Игорь Николаева тата академи хастарне Римма Алькинăна чысларĕç.

Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педколледж директорĕ Алевтина Кириллова ку вĕренÿ учреждени ĕçченĕсем ăсчах ятне çÿллĕ шайра тытса пыма тăрăшнине каларĕ.

Уява пуçтарăннă ачасем палăк умĕнче хавхаланса сăвă вуларĕç. Хăнасем педколледжра вĕренекенсен, Ваçкассинчи пултарулăх ушкăнĕн, Муркашри кадет класĕн илемлĕ юрри-ташшине курса савăнчĕç.

Купăрляра пурăнакан 80 çулти Лидия Афанасьева митинга тухмасăр нихăш çул та юлмасть. Вăл Николай Васильевича питĕ лайăх астăвать. «Аттен шăллĕ йывăр чирлĕччĕ. Вăл мана, 5-6 çулти ачана, Никольский патне эмел илме яратчĕ. Килĕ умне çитеттĕмччĕ те йытти вĕрме тытăнатчĕ. Çăмламас виçĕ хут сас парсан Николай Васильевич тухатчĕ. «Эмелĕ пур-тăк халех парса яратăп, çук-тăк - хатĕрлĕпĕр», - тетчĕ питĕ лăпкăн», - çапла аса илет Николай Никольские Лидия Афанасьева. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, Николай Васильевич ку тăрăхра хĕрлĕхенпе чирлесе вилекен ачасем йышланнăран шкулта стационар та уçтарнă. Çапла майпа чылай чăваш ачин пурнăçне çăлса хăварнă. «Никольский пиччене сыватрĕ, хавшанăскер чупса çÿрекен пулчĕ. Вăл эмелĕсене тĕрлĕ курăкран хатĕрлетчĕ, маçĕ питĕ ырă шăршăллăччĕ. Халĕ хамăн та мĕнпур сыпă ыратать, шăм-шак сурать. «Никольский мĕншĕн çук-ши, сыватĕччĕ», - тетĕп хытă ыратнă чухне», - чунне уçать фермăра нумай çул ĕçленĕ хĕрарăм.

Елена ГЛУХОВА.

С.Журавлев сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.