Комментировать

15 Фев, 2014

Шупашкар урамĕсем анлăланĕç

Пурнăç хăвăрт улшăнать. Шурă Шупашкарăмăр, акă, юлашки 30-40 çултипе танлаштарсан, мĕн таран сарăлчĕ. Нумай хутлă çуртсем шăкăрин çĕкленеççĕ, çĕнĕ микрорайонсем уçăлаççĕ. Чăвашсен тĕп хулин аталанăвĕ пурне те хавхалантарать. Çав вăхăтрах çийĕнчех татса памалли ыйтусен «çăмхи» те хулăнлансах пырать. Хăй вăхăтĕнче, уйрăм çынсен çăмăл машинисен шучĕ сахал чухне, хальхи пек «пăкă» çине «пăкă» пулса хаклă вăхăта çухатман.

Статистика пĕлтернĕ тăрăх - Шупашкарта кăна кашни çулах 20-22 пин çăмăл автомашина туянаççĕ. Ялсенчен ĕçпе килекен çынсен техникине шутласассăн тахçанхи юрăри пек - «Шупашкарăн анлă урамĕсем» те самантрах хĕсĕнсе лараççĕ. Апла тăк - йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре тупмаллах.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ канашлура республика правительствин членĕсемпе тĕп хуламăр ертÿлĕхĕ Шупашкар хулинчи транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерчĕç. Хулан тĕп планĕпе магистральлĕ чылай урампа тĕп çула реконструкцилесе сарма е çĕнĕрен тума йышăннă. Мĕншĕн тесен вĕсен паянхи тăрăмĕ никама та тивĕçтермест. Хулан тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче конкурс ирттерсе Санкт-Петербургри урбанистика институчĕпе автотранспорт инфратытăмне аталантармалли тĕп план хатĕрлеме контракт тунине пĕлтерчĕ, вăл мĕнле улшăнусем илсе килессипе паллаштарчĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский, «Чăвашгражданпроект» проект институчĕ» АУО тĕп архитекторĕ Радий Рахимов, Шупашкар хулин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн директорĕ Анатолий Павлов паян çĕнĕрен тăвакан тата реконструкцилекен çулсен хальхи объекчĕсем çинчен тĕплĕ каласа кăтартрĕç. Вĕсем: хула çум автовокзал патĕнчи лапамран пуçласа 9-мĕш пилĕк çуллăх проспектĕнчи çаврăм унки таран çула /сăмах май, çак çулăн «МТВ-Центр» чарăнăвĕн тĕлĕнче çуран çÿрекенсем валли çĕр айĕнчи каçă тăваççĕ ĕнтĕ/, База тăкăрлăкĕнчи чукун çул урлă каçмалли разъезда, Воробьев композиторсен урамне /Президент бульварĕнчен Ярославль урамĕ таран/, хулари çулсем хĕресленнĕ 5 вырăна анлăлатасси, Айхи проспекчĕпе Фучик урамĕ пĕрлешнĕ çĕрте /Сăкăт кĕперĕ тĕлĕнче/ икĕ хутлă çул развязкине тăвасси.

Кусем - тĕпре шутланаканнисем. Кĕçех Çурçĕр-хĕвел анăç, Кăнтăр-хĕвел анăç тата Çĕнĕ кăнтăр микрорайонĕсене тÿрех çыхăнтаракан виççĕмĕш транспорт çурма ункин проектпа смета документацийĕ экспертиза витĕр тухмалла. Ун чухне çул-йĕр строительствин калăпăшĕ татах ÿсмелле. 2015-2016 çулсенче Мускав кĕперне юсаса анлăлатĕç. Çак ĕçсене пурнăçлама республика тата хула бюджечĕсенче çителĕклех укçа-тенкĕ /сăмах млрд суммăсем пирки пырать/ хывса хăварнă. Мускав кĕперне вара федераци шучĕпе çĕнетĕç.

Кăçалхи тĕп ĕçсенчен пĕри - Ю.Фучик урамĕпе Г.Айхи проспекчĕ хĕресленнĕ вырăнти икĕ хутлă çул развязкине Ю.Фучикпа Б.Хмельницкий урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти путепровода, транспортăн виççĕмĕш çурма ункине /Университет урамĕнчен пуçласа 9-мĕш пилĕк çуллăх проспекчĕ/ таран туса пĕтерсе хута ярасси. Çавăн пекех Гладков урамĕнчи çул-йĕре тĕпрен юсĕç, Мускав проспектне Мускав кĕперĕнчен Афанасьев урамĕ таран анлăлатĕç.

Канашлу иртичченхи кун тĕлне 2,5 млрд тенкĕлĕх ĕç тума проектпа смета документацийĕ хатĕрленĕ. Иван Яковлев проспектĕнче хĕрÿ ĕç пырать те ĕнтĕ. М.Игнатьев хăш-пĕр çĕрте сиксе тухнă ура хуракан чăрмавсене /çул-йĕр иртекен тĕлти кивĕ, авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтересси т.ыт.те/ хальтерех сирсе пыма сĕнчĕ, палăртнине пурнăçлама укçа-тенкĕ шеллеме кирлĕ маррине асăрхаттарчĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех палăртнине пурнăçлама бюджет тата кредит укçи-тенкипе кăна мар, хушма укçа-тенкĕ тупма облигацисем кăларма хушрĕ. Пĕтĕм ĕç-хĕл 2014-2019 çулсенчи тапхăрта вĕçленмелле.


Юрий СТЕПАНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.