Чăваш халăх паттăрĕсем
Чăваш халăхне ирĕке кăларассишĕн кĕрешсе пуç хунă Тойдемир Емайдин тата Байдул Искеев паттăрсен кун-çулĕ пирки каласа кăтартсамăр.
С.ИВАНОВ.
Вăрнар районĕ.
Тойдемир Емайдин Çĕрпÿ ÿесĕнчи Янтуш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Степан Разин ертсе пынă пăлхав вăхăтĕнче чăваш хресченĕсен атаманĕ пулнă.
1670 çулхи çулла Тойдемир отрячĕ Царицын тата Чĕмпĕр хулисен çывăхĕнче, Сăр тăрăхĕнчи вăрмансенче, Хырла шывĕ таврашĕнче правительство çарĕсемпе харсăр çапăçнă. Кĕркунне Емайдин пăлхавçисем Байдул Искеев отрячĕпе тата ытти ушкăнпа пĕрле Çĕрпÿ хулине çавăрса илнĕ. 1671 çул пуçламăшĕнче пăлхавçăсем Тусай, Хуракасси, Сорăм ялĕсен çывăхĕнче хыçран хăваласа килекен карательсен çарĕсемпе çапăçăва кĕнĕ.
Сас-хура тăрăх - 1671 çулхи çулла Т.Емайдин тыткăнран тарса Кăрмăш тата Етĕрне уесĕсенчи Сăр тăрăхĕнчи вăрмансене кайнă. Унта вырăнти хресченсене пухса правительствăна хирĕçле пăлхавсем йĕркеленĕ. Тойдемир хаяр çапăçусенчен пĕринче пуç хунă.
Байдул Искеев - чăваш хресчен-пăлхавçисен отрячĕн ертÿçи. 1670 çулхи çулла Степан Разин чĕннипе унăн отрячĕ Атăл тăрăх Аçтăрхан хулине çити аннă. Унтан пăлхава çĕкленнĕ казаксен отрячĕсемпе пĕрле Вăтам Атăлçи уесĕсене çул тытнă. Чĕмпĕр хули çывăхĕнче, Хырла шывĕ хĕрринче патша çарĕсемпе пысăк çапăçусене хутшăннă. Харсăрлăхшăн тата вăрçă ĕçне лайăх йĕркелеме пĕлнĕшĕн Байдула полковник званине панă.
Байдул Çĕрпÿ хули патне Сăр вăрманĕсем витĕр çĕнĕ пăлхавçăсемпе вăйлатса отряд илсе пынă. Хулана çавăрса илни хресченсен пăлхавне пушшех те вăйлатнă. Вĕсене пусарма йышлă çар янă. 1671 çул пуçламăшĕнче Байдул тыткăна лекнĕ. Сас-хура тăрăх - ăна пăлхавçăсем ирĕке кăларнă. Çакăн хыççăн та Байдул пуçарнă ĕçе малалла тăснă. Çав çулах Чиканкасси ялĕ çывăхĕнче пĕр çапăçура пуç хунă. Ăна пытарнă вырăна вырăнти халăх Байдул сăрчĕ ят панă.
Байдул Искеев сăвăç тата чăваш юррисене хайлакан пек те паллă. Хресченсем çĕр тата ирĕклĕх пирки ĕмĕтленни, йăхташĕсен паттăрлăхĕ çинчен юрăсем хывнă. Байдул паттăр çинчен çырнă халапсемпе юмахсене, унăн шутланакан сăвăсене тата юрăсене чăваш фольклорне пухакансем Чăваш Ен районĕсенче тата республика тулашĕнче сахал мар çырса илнĕ.
Шупашкарти пĕр урама Байдул ятне панă. Çĕнĕ Шупашкарти пĕр библиотека унăн ячĕпе хисепленет.