"Этемлĕх чăнлăхĕ янăратса ярать те чан..."
/Петĕр Эйзинăн илемлĕх тĕнчинче сăнланнин метафизика тата интертекст пĕлтерĕшĕ/
"Аваллăх кĕввисем" ярăмри çак сăвва литература манифесчĕ темелле ахăртнех.
Петĕр Эйзин чăннине шыранă, Чăнлăх пирки сĕмленнĕ-тĕшмĕртнĕ. "Эй, кам пĕлет, мĕскершĕн вут хыпса илет те чĕлхеленет?!" - тет çирĕм икĕ çулти сăвăç "Аслати чечекĕ" поэмăра. Вăл хăйне аслати чечекĕ пек, вут чĕлхи пек курать. "Тĕлĕкре те мана аслати çапнă", - тет вăл.
"Япаласене хăй ячĕпе калар" кĕнекери Мигель де Унамуно шухăшне тăнлар: "Эп ялан каланă, малашне те çине-çинех каласшăн: "ÇЫННА тулашра мар - шалта шырамалла, вилĕмсĕрлĕхе - вырăнти тата вăхăтлăх пулăмсен е япаласен тарăнăшĕнче". Модернист мар - "вилĕмсĕрлĕхист" пулар. Поэт пулас тесен пирĕн темле майпа ача пулса юлмалла. Поэт чунĕпе ачалăхра пурăнать. Коро художник: "ÇУТ ÇАНТАЛĂКА курас текенĕн чунĕ ача чунĕ пулмалла", - тенĕ. Наци çыравçин тĕнчене ача пек курмалла тата туймалла".
Петĕр Эйзин тĕнче литератури тÿпинчи ăстасемпе пĕр сывлăшпа сывлать, унăн чунĕ, вĕсенни пекех, Чăнлăхшăн касăлать:
А.Лосев "Эстетика Возрождения" ĕçĕнче: "Çĕн чĕрĕлÿ вăл - титанизм", - тет. Грек мифологийĕнче титансем - Гея /Çĕр/ тата Уран /Тÿпе/ ачисем. Çĕн чĕрĕлÿн космосла тупсăмне, пĕлтерĕшне Çеçпĕл Мишши "Çĕн Кун аки" сăвăра тĕп-тĕрĕс çырса кăтартнă:
Петĕр Эйзин хăйне аслатипе /Çĕр-аннепе Тÿпе-аттен чĕрĕ тĕввипе/ çыхать. Çеçпĕлĕн "Çĕн кун акинчен" икĕ кун маларах çырăннă "Чăваш! Чăваш!.." сăввинче Эйзин-аслати тивĕçĕ-тĕллевĕ уçăмланать:
"Художник принципĕ: "Эп хăятăп!" - çырнă Юрий Зайцев кун кĕнекинче Хăюсăр гени пулмасть. Çеçпĕл çакна ăнланнă. Хăюлăхпа ылтăна вăл пĕр рете лартать: "Чăваш чĕри! Хăюлăх вучаххи // Пулса тăр! Ылтăн шăратан // Хуран пек чашкăрса вĕре", "Тăван чăваш хăюллине, // Вăл вăйлине курасчĕ ман".
Çеçпĕлĕн витĕр куракан чунне ĕненес пулсан - Çĕн Кун Чăваш çĕрне пин, çĕр пин çăлтăр акать. 1960 çулсенче çакăн пиркиех Анатолий Миттов та шухăшланă. Акни мĕншĕн шăтса тухманнине сăнарласа кăтартнă. "Акаçă" ÿкерчĕкре акнине тискер вĕçен кайăксем пĕтерсе пыраççĕ.
"Эйзинран пысăкрах поэт - çук", - тет Иосиф Дмитриев. Çĕн Кун /Çеçпĕл сăвви те, Анатолий Миттовăн "ÿкерчĕкĕ" те - Мартин Хайдеггер философийĕ шайĕнче/ Чăваш çĕрне пин, çĕр пин çăлтăр акнă. Пĕр Эйзин кăна шăтса тухнă. Сăвăçсем татах та пур, анчах вĕсем Çĕн Кун акнисем мар. Çĕн Кун акнă çăлтăр паллине Çеçпĕл Хайдеггерла тĕрĕс сăнарлать:
Çĕн Кун акине Çĕн чĕрĕлÿ теме те пулать. Çĕн чĕрĕлĕве пултаракан çын чи малтан - сăнакан çын. Эйзин хăйĕн манифестĕнче сар уйăха, сар чечеке, сар кайăка, ват юмана сăнама ыйтать. Сăвăçпа пĕрремĕш хут калаçнă чухне те мана вăл сăнама сĕнчĕ: "Чăваш халăх сăмахлăхне пĕтĕмĕшле сăна, искусство енчен тишкер. Мĕнле йĕркеленĕ, ăсталанă. Тупмалли кашни юмахра çĕннине уçма пулать. Чĕлхе пуянлăхĕ - нихçан иксĕлми çăл куç".
Чăваш литературине, культурине 1987 çултанпа тĕпчетĕп. Пултарулăх çыннисен ĕçĕсене, тексчĕсене кăна мар, хăйсемпе те пайтах калаçнă, хутшăннă. Эйзинсăр пуçне пĕр çын та сăнама кирли пирки каланине ас тумастăп.
Çĕн чĕрĕлÿ символĕ - Леонардо да Винчи. 1902 çулта Дмитрий Мережковский "Воскресшие Боги /Леонардо да Винчи/" роман çырнă. Художника вăл сăнакан çын пек, сăнавçă пек кăтартать. "Çут çанталăк пулăмĕсене тĕпчени вăл - турра юрăхлă ĕç, - тет Леонардо хăйĕн вĕренекенĕсене. - Кĕлĕ тунипе пĕрех вăл. Сахал пĕлекен сахал юратать. Енчен те эсĕ турра сана вăхăтлăх панă ырлăхсемшĕн юратан пулсан /унăн вĕçĕмсĕр ыр кăмăлĕпе хăвачĕшĕн мар/ эсĕ çăкăр татки пăрахса парасса кĕтсе хÿрине вылятакан тата хуçа аллине çуллакан йытăпа тан. Шухăшлăр-ха, епле хытăрах юратнă пулĕччĕ йытă хăйĕн хуçине, енчен те унăн чунне тата ăсне ăнланас пулсан. Ас тăвăр, ачамсем: юрату вăл - пĕлÿ хĕрĕ: пĕлÿ мĕн чухлĕ тĕрĕсрех, çавăн чухлех юрату вутти те хытăрах çунать. Евангелире те каланă: çĕленсем пек тăнлă, кăвакарчăнсем пек айван пулăр".
"Джованни Бельтраффио кун кĕнекинче", романăн пиллĕкмĕш сыпăкĕнче, Мережковский Леонардо пирки акă мĕн çырать: "Епле вăл пĕлесшĕн çунать. Ку кăмăлĕ унăн иксĕлми. Çут çанталăкшăн вăл епле ырă, вăрттăнне куракан куç. Çын курманнине курма пĕлет вăл! Кирек ăçта та вăл мĕн курнипе савăнса тăранаймасть. Ача тесе калăн, çăтмахри пирвайхи çын тесе".
XIV-XVI ĕмĕрсенчи Çĕн чĕрĕлÿ варкăшĕ Эйзина тÿрремĕн мар - Раççейри XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи Ренессанс урлă витĕм кÿнĕ. "Шалти пурнăçпа пурăнакан çын çуралнăччĕ ун чухне, - çырнă Николай Бердяев 1935 çулта. - Перспектива улшăннăччĕ. Куçсем уçăлнăччĕ. Ытти тĕнчесене курма пуçланăччĕ. Ку тĕнче ыйтăвĕсем мар - вилĕмсĕрлĕх шухăшлаттарнăччĕ канăçсăр чунсене. Литературăпа искусство хăйсен чиккисенчен тухас туртăмлăччĕ, вĕсене тĕн тата мистика сăнĕ çапнăччĕ".
П.Эйзинпа калаçнинчен: "Пастернакăн йĕрке хыçĕнче тăракан чунĕ пур. Чунне кăткăслăх хыçне пытарсан та вулакан патне çитерет. Тунсăхĕ, хурланăвĕ, музыки калама çук сисĕнет. "Ветер" ятлă сăвă пур. Ку сăвăпа пурăнмалла, тĕн тумалла унран. Поэзипе те тĕн пек пурăнмалла". Марина Цветаева "Световой ливень" тĕрленчĕкре: "Пастернак - ача мар, тĕнче унра - ача. Вăл Адамран маларах çуралнă. Унра утрав çинчи, ача чухнехи, çăтмаха этем ури пусичченхи... Унра çак уçăмсăрлăх, сăмахпа калама çукки".
Пайрăм тĕлĕшĕнчен те Пастернак Леонардо да Винчие çывăх. "Давай ронять слова" йĕркепе пуçланакан ятсăр сăвă пайрăмсен пĕлтерĕшĕ пирки: "Пурне те пултаракан турă. Пайрăмсен турри. Юрату турри. Вилнĕ хыççăн пурнăç пур-и? Çук-и? Ăна пĕлместĕп. Анчах та пурнăç, кĕрхи шăплăх пекех, пайрăмсенчен тăнине пĕлетĕп". Пастернакăн "Несколько положений" ĕçĕ те Çĕн чĕрĕлÿн сăнавлăх хавалĕпе тулнă. "Хальхи юхăмсем ÿнере фонтан тесе шухăшлаççĕ. Çук, ÿнер вăл - губка. Ÿнерĕн тапса тăмалла", - теççĕ вĕсем. Çук, ÿнерĕн çăтмалла та çăтмалла. Вĕсен шухăшĕпе - ÿнере сăнарлăх мелĕсем çине уйăрма пулать. Çук, вăл туйăмлăх хатĕрĕсенчен хывăнать. Ÿнерĕн ялан куракан пулмалла. Унăн тĕрĕс те туллин курма тăрăшмалла.
Кĕнекери сценăсем - инсценировкăсем. Çапла шухăшлатчĕç. Ку вăл - йăнăш. Мĕн тума кирлĕ вĕсем кĕнекене? Пирĕнте янракан пурнăç сассине пăсмалла мар, улăштармалла мар. Акă пирĕн тивĕç. Чăнлăха тупса калама пултарайманни - çитменлĕх. Тĕрĕс марлăха ăста калама пĕлнипе ăна хуплаймăн. Кĕнеке - чĕрĕ япала. Вăл ăсран тайăлман, йăлтах ас тăвать: ÿкерчĕкпе сценăсене вăл иртнĕ пурнăçран илсе килнĕ, вĕсене ас туса юлнă та манасшăн мар.
П.Эйзинпа калаçнинчен: "Эпĕ сăвă çырнă чухне çапла çырма тăрăшатăп. Шалти куçпа пăхас пулсан кино пек курмалла, ÿкерчĕк пек тухса тăмалла. Тата шăп çав пайрăм тухса тăмалла. Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк кайран тухса тăмалла. Маншăн сăмахпа çырса ÿкерчĕк тăвасси пĕлтерĕшлĕ. Вулакансене шалти куçпа курăнса кайма пултартăрччĕ".
Юрий ЯКОВЛЕВ.