Комментировать

19 Мая, 2015

«Сăрçире» чĕрчун йышĕ ÿснĕ

Февраль уйăхĕнче РФ çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" заповедникĕнче /управлăхĕнче/ вăрман чĕрчунĕсене шутламалли хĕллехи тапхăр иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе учреждени директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Димитриев паллаштарать.

- Чи малтанах шутлав меслетне ăнлантарса памăр-и?

- Чĕрчун йĕрĕсене учреждени инспекторĕсем, наука сотрудникĕсем, ЧР Экологи дружинин хастарĕсем, Йошкар-Олапа Хусанти студентсем шутланă, - терĕ Александр Вениаминович. - Вĕсем малтан çирĕплетнĕ маршрутсемпе /вĕсен тăршшĕ 245 км/ çÿренĕ. Пĕрремĕш кун йĕрсене юрпа тикĕслесе тухнă, иккĕмĕшĕнче чĕрчунсем çĕркаçа хăварнă йĕрсене шута илнĕ. Юлашки çулсенче чĕрлĕх йышĕ ÿсрĕ. Пăши: 2012 ç. - 10, 2013 ç. - 64, 2015 ç. - 70.

- Ÿсĕм пур. Сăлтавĕ?..

- 2010 çулта алхаснă пушар управлăхăн 700 ытла га вăрманне пĕтерчĕ. Унтанпа çав лаптăкра ăвăс, хурăн, çăка вăрăран тата тымартан пайтах шăтса çитĕнчĕ. Чĕрĕ турачĕ пăшишĕн - паха апат. Вĕсем хĕлле пирĕн хунавлăхра йышлăн пухăнаççĕ. Апат шыраса пĕрмай пĕр вырăнтан теприне куçаççĕ. 1970 çулсенче Чăваш Ене Киров облаçĕнчен те килсе хĕл каçнă.

- Вут-çулăмран сехĕрленсе ытти çĕре-шыва яланлăхах куçмарĕç-и?

- Вăхăтлăха лăпкă çĕре тарчĕç. Пушара сÿнтерсен таврăнчĕç. Чĕрчун этем мар, инкеке часах манать. 2010 ç. - 1, 2013 ç. - 23, 2015 çул пуçламăшĕнче 55 хир сыснине шута илнĕ. Иртнĕ хĕлле юр хулăн лармарĕ. Сыснасем йĕкелпе, панулмипе /вăл пĕлтĕр ăнса пулчĕ/ тăранчĕç. Улма управлăхра пĕтсен пăрлă Сăр урлă каçса Майданрине /унта улмуççи нумай/ суйларĕç. Вĕсем панулми вăррине пĕр çĕртен теприне куçараççĕ. Унран улмуççи шăтса ÿсет. Çимĕçне чылай чĕрчун кăмăллать.

- Апат шырама управлăхран тухасса сунарçăсем кĕтсе тăмаççĕ-и?

- Тăраççĕ. Анчах пирĕн патра чĕрчун тытма хăяймаççĕ /саккун унта сунар ирттерме чарать/. Сысна, пăши, ытти чĕрчун тулаша тухтăр тесе управлăх тавра тĕлĕ-тĕлĕпе саланча хураççĕ е тырă тăкаççĕ. Лешсем пырасса алла пăшал тытса кĕтеççĕ. Пирĕн инспекторсем çавнашкал илĕртмĕшсемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Чĕрчунсен пĕр пайне "капкăна лектерчĕç" пулин те йыш хушăнчĕ.

- Ытти тĕс хисепĕ улшăннине мĕнле хаклатăр?

- Пĕр кĕтÿ хир качаки палăрчĕ. Тен, татах пур. Вĕсем юр ашса инçете куçмаççĕ, пĕр вырăнта тенĕ пек хĕл каçаççĕ. Упа шучĕ улшăнать: 2012 ç. - 1, 2013 ç. - 3, 2014 ç. - 4. Кашкăр пĕрре-иккĕ çеç. Ахаль пакша /2012 ç. - 117, 2013 ç. - 283, 2015 ç. - 353/ самаях хушăнчĕ. Пĕлтĕр мăйăр - кăштах, кăмпа çителĕклех пулчĕ. Пакша иртнĕ çулсенче чиртен шар нумай курмарĕ. Тилĕ сахал: 2012 ç. - 11, 2013 ç. - 40, 2015 ç. - 34. Вĕсем уçă çĕрте пурăнаççĕ. Пĕлтĕр управлăхран инçе мар Атрать ялне чăх вăрлама пĕрре çеç мар кĕнине пĕлетĕп.

- Чăваш авал хăнана вăрман сăсарĕн çĕлĕкĕпе çÿренĕ. Халĕ куç тĕлне пулкалать-и?

- Сайра-хутра çеç. Ăна 2012 ç. - 16, 2013 ç. - 41, 2015 ç. 23 шутланă. Пакша йышланнăран вăл ÿлĕм лайăхрах ĕрчеме пултарать. Чул сăсарĕн йĕрне асăрхаман. Шăши юсĕ 2013 ç. - 5, кăçал 1 çеç. Вăл хушăнасси кăшлакан вĕт чĕрчун йышĕнчен тата чиртен килет. Шур мулкач хунать: 2012 ç. - 202, 2013 ç. - 329, 2015 ç. - 402. Маларах чир алхаснăран тата шур мулкача хăваласа тытакан йытă нумайланнăран пĕр тапхăр хунаймарĕ. Хир мулкачĕ чăтлăхра мар - уйра. Çапах управлăхра хисепĕ кăльт хушăнчĕ. Ăна 2012-2014 çулсенче пачах асăрхаман, кăçал - 14. Ÿсĕм сăлтавĕ çавах: чир çук е сахалрах. Енот йыттин йăвине шырарăмăр - тупаймарăмăр. Ахăртнех, пĕрре те юлман. Вăл Чăваш Енре нумай мар, ĕрчеймест. Тен, ытти регионтан илсе килнĕскере пирĕн çутçанталăк килĕшмест е кăмăллакан апат тупаймасть. Çÿлевĕç кăльт хушăнчĕ. Юс 2012 ç. - 6, пĕлтĕр 3 пулнă. Вăрман пăсарине 2012 ç. - 4, 2013 ç. - 5, кăçал 2 шута илнĕ. Иртнĕ çулсенче уй пăсарин йĕрĕ 2-3 çеçчĕ. Кăçал пач асăрхаман.

- Хĕлле вĕçенкайăксен хăш тĕсĕсене шута илтĕр?

- Ахаль карăкăнне - 24. Вăл 2012 ç. - 37, 2013 ç. 62 пулнă, йышĕ чакнă. Сăлтавне калаймастăп. 2013 ç. - 10, 2015 çулта 72 ăсан йĕрĕсене шутланă. Пăчăр 2012-2015 çулсенче 184-ран 476 çитрĕ.

- "Сăрçи" чĕрчунĕсен йышлăхĕ кашни тăваткал çухрăм пуçне çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕ шутланман вăл е ку вăрмантинчен пысăкрах-и е пĕчĕкрех-и?

- Пысăкрах. Мĕншĕн тесен сыхламан чĕрчунсен хисепне сунарçăсем катертсех тăраççĕ. Чĕрлĕх хăйне тăтăш пăлхатакан хутлăхран нихăçан та канăçсăрлантарман "Сăрçие" е çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан ытти лаптăкне куçать.

- Управлăх пысăк мар: тĕп лаптăкĕ - 9025, унăн таврашĕнчи хÿтĕлев унки - 25497 га. Чĕрчунсене татах йышланма унта вырăн тата апат кирлĕ чухлĕ пур-и?

- Вăл та, ку та çитет. Чĕрлĕх шучĕ татах ÿсме пултарать. "Сăрçи" çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕ шутланать пулин те пăшисене йывăçсене пĕтерес патне çитичченех ĕрчеме памалла мар. Вĕсем хунавсене сăтăр кÿни пулнă. 1970 çулсенче республикăри ешĕллĕхе нумай сиенленĕрен вăрманçăсем йыша чакарма ыйтрĕç. Управлăхра çакăн патне çитиччен инçе-ха. Шутлава управлăхăн Патăрьелпе Елчĕк уйрăмĕсенчи кăтартусене кĕртмен. Вĕсене хушсан хăшпĕр тĕс йышĕ пысăкрах.

Михаил ФЕДОРОВ

калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.