Комментировать

19 Мая, 2015

Вăрçăра та, мирлĕ ĕçре те хастар пулнă

Михаил Павлович Павлов 1906 çулхи ноябрь уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ, Павел Матвеевичпа Ирина Сидоровна, ялта ятлă çынсем пулнă. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем: Анисим, Михаил, Сергей, Мария тата Марфа.

Ялти шкул хыççăн Михаил пĕр вăхăт кĕтÿ кĕтнĕ. 1921 çулта вулăс ĕçтăвкомне делопроизводителе вырнаçнă. Кĕçех комсомол ретне тăнă. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ, Анисимпа Мария, «Пĕрлĕх» сĕтел-пукан фабрикине ĕçе кĕнĕ. Каярахпа Михаил Вăрмара куçнă: малтан - нарсудра секретарьте, унтан сĕтел-пукан фабрикинче канцеляри заведующийĕнче вăй хунă. 1930 çулта ăна облпрофсовета куçарнă.

Унтан ентеше Çĕрпÿ райпланĕн председателĕ пулма шаннă, çав вăхăтрах вăл райĕçтăвком председателĕн заместителĕнче те тăрăшнă.

Çĕрпÿ хулинче примус горелкисен заводне тума тытăнсан пысăк стройкăна ертсе пыма Михаил Павлова уйăрса лартнă, пĕрремĕш директора та ăнах суйланă. Паллах, яваплă ĕçре пысăк пĕлÿ кирлĕ. Çакна шута илсе вăл куçăнсăр майпа Мускаври План академийĕнче ăс пухнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех Михаил Павлова Хĕрлĕ Çарăн Мускаври Тĕп политуправленийĕн парти курсне вĕренме янă.

Фронтра вăл инженер-саперсен 31 тата 35-мĕш батальонĕсен командирĕн заместителĕ пулса Хĕвеланăç, Дон, Брянск, I, II, III-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă, Мускав, Сталинград хулисемшĕн пынă хаяр тытăçусене хутшăннă. Вăрçа ентеш Германи çĕрĕнче вĕçленĕ.

Командованин çар заданийĕсене чыслăн пурнăçланăшăн Михаил Павловича 1943 çулхи февральте Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Михаил Павлов 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе тăван ене таврăннă.

Тепĕр çулхи август уйăхĕнче ăна пысăк та яваплă ĕçе - Тăвай райĕçтăвкомĕн председательне суйланă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Михаил Павлович пĕтĕм вăй-халне, пултарулăхне ĕçе халалланă, район пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Каярахпа Михаил Павлова Йĕпреç райĕçтăвкомĕн председателĕ пулма шаннă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех, 7 çул, унта вăй хунă вăл.

Çĕрпÿре те, Тăвайра та, Йĕпреçре те ВКП/б/ парти райкомĕн членĕ, район Совечĕсен депутачĕ пулнă. Тăватă хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 1950 çулхи июньте Чăваш автономине туса хунăранпа 30 çул тултарнă май ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Çавăн пек çын пулнă пирĕн ентеш, Михаил Павлович, вăрçăра та, мирлĕ ĕçре те чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă.

1978 çулхи ноябрьте вăл пурнăçран уйрăлса кайнă.

Мăшăрĕ, Евгения Афанасьевна Сверчкова, 1944-46 çулсенче Çĕрпÿ районĕн «Сталинец» /хальхи «Çĕрпÿ хыпарçи»/, 1946-54 çулсенче Тăвай районĕн «Сталин ялавĕ» /хальхи «Ял ĕçченĕ»/ хаçатсен редакторĕ пулнă. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ.

«Михаил Павлович хăй çинчен каласа пама юратмастчĕ, - аса илет Арапуçĕнче пурăнакан 90 çултан иртнĕ Мария Анисимовна, Михаил Павловичăн пиччĕшĕн хĕрĕ. - Вăрçăра вăл икĕ хут аманнă, икĕ хут контузие лекнĕ. Саперсем, командирсем ертсе пынипе /Павлов командир заместителĕ пулнă/ салтаксем умри çулсене минăсенчен тасатнă, йĕплĕ пралуксене касса татнă, танксемпе пехотăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ, юханшывсем урлă кĕперсем хывнă.

Шăллĕ, Сергей Павлович Павлов /1911 ç./, вăрçăран таврăнман. Вăл 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Ленинград патĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă.

Мария Анисимовна /1924 ç./ пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Мари пединститутĕнчен вĕренсе тухсан, 1950 çулта, Тăвай районĕнчи Элпуç, унтан Вăрмар тăрăхĕнчи Мăнçырма, тивĕçлĕ канăва кайиччен вара Арапуç шкулĕсенче истори вĕрентнĕ. Вăл - тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.