Комментировать

14 Фев, 2014

Хăçан пĕрлешни манăçмĕ

Паян мĕнле кун пулнине, савнă мăшăра, юратнă çынна Çветтуй Валентин кунĕ ячĕпе саламлама манман-и? Пĕр-пĕрне савакансен пĕр пайĕ хăйсен юратăвне çирĕплетсе йăва çавăрма паянхи куна суйланă. Паллах, çемьери тăнăçлăх хитре хисепе кăтартакан е пĕр-пĕр уявпа çыхăннă кунра пĕрлешнинчен çеç килмест. Чи кирли - кирек хăçан мăшăрлансан та çемьене упрама пĕлни, яш чухнехи романтика туйăмĕсене çулсем иртсен те сирĕлме паманни. Çапах паян пирĕн республикăра çĕнĕ миçе çемье çуралнине пĕлес килет-и? Çак ыйтупа кашни ЗАГСа шăнкăравларăм. Унта ĕçлекенсем нарăсăн 15-мĕшĕнче хут уйăрттаракансен хисепĕ сахал маррине, вĕсене пĕр кун маларах пĕрлешме сĕннине пĕлтерчĕç. Анчах пулас мăшăрсем эрне кун туй йĕркелеме кансĕррипе тата икĕ уява умлăн-хыçлăн ирттерме май пуррипе хирĕçленĕ. Апла пулин те Юратакансен кунĕнче ЗАГСа çул тытма малтанласа палăртнисен йышĕ те пĕчĕк мар: 101 мăшăр, тĕп хулара кăна - 39. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе калаçма май килчĕ.

Упăшкинех качча тухнă

1996 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Некрасовсен çемйи чăмăртаннă. Пике вунă кун маларах пĕрлешме ĕмĕтленнĕ, анчах нарăсăн 14-мĕшĕ эрне варрине лекнĕрен туй ирттерме, тăван-пĕтене пухма меллĕ пулман. Çамрăк мăшăр Вăрмарта тĕпленнĕ. Икĕ пепкене çутă кун парнеленĕ. Хĕрĕ кăçал аттестат илĕ, ывăлĕ 5-мĕш класа çÿрет. Анчах пилĕк çул каялла Некрасовсен çемйи арканнă.

- Пĕр-пĕрне ăнланма, вăхăтра каçарма пĕлмен пулĕ, - калаçрĕ Диана çав утăма мĕншĕн тунине пĕлтерсе.

Кил хуçи ун чухне тăван ялне пурăнма куçнă. Çавăн чухне Дианăпа Валерий пачах калаçман. Пĕр уйăх иртсен арçын икĕ ачаллă хĕрарăмран пулни-иртнишĕн каçару ыйтнă, тепĕр хут пĕрлешме сĕннĕ. Диана ăна каçарнă. Ку кăна та мар. Вăл ăна пĕрле пурăнма та ирĕк панă. Анчах çитĕннĕ икĕ çын хушшинчи калаçу ниепле те тÿрех çыхăнман - чун пĕрре сивĕнсен çапла пулать-çке. Çапах икĕ чĕре хутшăну майлашăнасса вăрттăн пулсан та шаннă. Валерий çулсеренех нарăс уйăхĕнче «ют» хĕрарăма пĕрлешме ыйтнă, пĕр килтех уйрăм пурăннипе хурланнă. Кĕтнĕ самант çитнĕ - Диана качча тухма килĕшнĕ.

- Мана нарăсăн 14-мĕшĕ мĕнпе килĕшнине ăнлантараймăп, анчах тахçанхи ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Çавăнпа эпĕ «ÇХ» тусĕсене ĕмĕтленме, кĕтме, юратма сĕнетĕп, - терĕ çутă малашлăха шанакан 38-ти хĕрарăм.

Паян Дианăпа Валерăна ывăлĕпе хĕрĕ çемье çавăрнă ятпа чун-чĕререн савăнса саламлаççĕ. Пурнăçа çĕнĕрен пуçлаканскерсем çĕрĕсем те туяннă. Тен, «çамрăк» мăшăр йыш хушма та палăртнă?

Асамлăха шансан

Александр Захаровпа Марина Герасимова туслашни çулталăк çеç-ха. Вĕсем пĕрлешесси çинчен çур çул каяллах шухăшланă. Çемье чăмăртамалли куна Вăрнар районĕн пики суйланă. 22-ри хĕр шухăшĕпе - нарăсăн 14-мĕшĕнче пĕрлешни юрату асамлăхне тата та вăйлатать. Пулас çемье пуçĕ чун варлине хирĕçлемен. Саша каланă тăрăх - унашкал кунсене ытларах этемлĕхĕн черчен çурри сăнать, суйлать. Икĕ чĕре шавлă туй ирттермесĕрех Шупашкарти мăшăрлану керменĕнче хут уйăрттарма йышăннă. Унта вăхăтра çитмелле-çке. Икĕ район çамрăкĕ вара вăхăт тĕлĕшĕнчен кансĕртерех пулассине ăнланнă. Туйччен пуçа темĕн тĕрлĕ те ватнăскерсене тăванĕсем тунсăхлама памĕç. Чи çывăх çыннисем çамрăксене саламлама ялтан ир-ирех хулана çул тытĕç.

Канаш районĕн каччи аякри хулара ятарлă тавар турттаракан машинăсемпе чупать. Уйăхсерен икшер эрне ĕçлекенскер пурăнмалли кĕтес пирки шухăшлать. 28-ти каччă çемьене пысăклатас ыйтăва та тăсасшăн мар. Хальлĕхе Маринăпа Саша Çветтуй Валентин кунне пĕрле пĕрре çеç уявланă-ха. Малашне Захаровсемпе ытти мăшăрăн та, савакан чĕресен те Юратакансен кунĕ пĕрре мар пултăр. Асамлăха шансан вăл пулатех.

“Венчете тăма хатĕр мар-ха”

Арçынсенчен чылайăшĕ çывăх çыннисем хăçан çуралнине те, пĕр-пĕр кунра мĕн пулса иртнине те, хăçан çемье çавăрнине те асра тытманни пирки илтме тÿр килет. Шупашкарта пурăнакан Михаил Осанов Наталия Степановăна хăш кун качча илнине, мăшăрне хăçан саламламаллине нихăçан та манмĕ.

- Нарăсăн 14-мĕшĕ хăйне евĕр кун кăна мар, илемлĕ хисеп те. Тата эпир юрату асамлăхне ĕненетпĕр, - пĕлтерчĕç шухăшне Осановсем.

Ĕненмесĕр!.. Миша 46 çулта, ку таранччен вăл çемьеллĕ пурнăç тути-масине туллин курман-туйман. Çак ÿсĕме çитиччен вăл турă çырни çинчен ĕмĕтленнĕ. Арçын ăна 2005 çулхи çу уйăхĕнче тупнă. Çавăн чухне юлташĕсемпе пĕрле çут çанталăк лапамне канма тухнă Наташа Мишăпа туслă пулма килĕшнĕ. Наталийăн çамрăклăхĕ унччен урăхларах çулпа пынă - пĕр ача çуратнăскерĕн упăшкинчен тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлма тивнĕ. Хĕрпе каччă тĕрлĕ турагентствăра ĕçлеççĕ. Юнашар ларма вĕсен вăхăт сахал тупăнать. Çавăнпах-тăр вĕсем пĕр-пĕрне тăхăр çул «тĕрĕсленĕ». Халĕ венчете тăма палăртмаççĕ-ши?

- Çемье çавăрасси - яваплă утăм. Турă умĕнче тупа туни - тата та яваплăрах, çавăнпа васкамăпăр. Ăна çÿлтен мĕнле те пулин паллă парсан çеç пурнăçлăпăр. Халĕ эпир унран пепке парнелеме ыйтатпăр, - терĕ Наталия.

Романтиксем...

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухне Марина Григорьева Шупашкар каччипе Алексей Платоновпа паллашнă. Пике ăна салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Паллашнăранпа 6 çул çитнĕ кун, пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Алеша чун варлине мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çав куна Красноармейски салин хĕрĕ нихăçан та манмĕ.

- Тантăшсем мана кафене чĕнчĕç. Пуçтарăнсан икĕ сехетрен кĕтмен çĕртен заведенири экран çинче хамăн тата савнин сăн ÿкерчĕкĕсене асăрхарăм. Пирĕн çинчен хатĕрленĕ видеоролик вĕçленсен зала Алеша кĕчĕ. Аллинче - хĕрлĕ 51 кĕл чечекрен хатĕрленĕ пысăк çыхă. Юратнă çыннăм малтан ăна парнелерĕ, унтан чĕр куçленсе çĕрĕ тăхăнтартрĕ, качча тухма ыйтрĕ. Кафене канма пынă çынсем пурте тăвăллăн алă çупса килĕшме сĕнчĕç, - аса илчĕ 24-ри Марина.

Çамрăксем туй ирттерме мĕншĕн Çветтуй Валентин кунне суйланă-ха? Вăрттăнлăх мар: илемлĕ хисеп тата мăшăрăн та, тăван-пĕтен асĕнче те çăмăллăнах çырăнса юлать.

Сĕнтĕрвăрри йĕкĕчĕ Никита Семечкин та чун савнине тĕлĕнмелле лару-тăрура качча тухма ыйтнă. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Никита 20 çул тултарнине Çĕнĕ Шупашкарти тусĕсем патĕнче паллă тунă. Хваттерте ăнсăртран çутă сÿннĕ. Кĕçех тĕттĕмлĕхе çуртасен çути сирнĕ. Пÿлĕмре Наталья Орейро шăрантаракан юрă янăранă. Никита Узбекистанра çуралнă Эльвинăна ташлама чĕннĕ. Унтан качча тухма чĕр куçленсе ыйтнă, çĕрĕ парнеленĕ. Семечкинпа Усеинова та Юратакансен кунĕнче çемье чăмăртĕç.

Елена ТРОФИМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.