Комментировать

15 Мая, 2015

Ентешсем çинчен - фильм та, кĕнеке те

Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчен канăçсăр, пурне те пĕлме юратакан икĕ таврапĕлÿçĕ тухнă. Саккăрмĕш теçеткене вакланă И.Трофимов вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра бригадирта, агрономра, колхоз председателĕн заместителĕнче вăй хунă. Унтан чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрех В.Галошев 1995 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ хыççăн çак аслă шкулăн наука сотрудникĕнче, тĕрлĕ хаçат редакцийĕнче тата Чăваш Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ. Ăçта вăй хурсан та, Илья Матвеевичпа Владимир Петрович тăтăшах тăван ял, Ленин орденлă «Победа» колхоз тата район историйĕпе кăсăкланнă, тĕрлĕ хаçат-журнала çулленех вун-вун статья çырнă. Вĕсен хайлавĕсене наука сборникĕсенче те, интернетра та вулама май пур. И.Трофимов 30-40 çул хушши пухнă хаклă та пуян экспонатсемпе Аслă Пăла ял тăрăхĕн тата Елчĕк районĕнчи тăван тавралăхпа истори музейĕсенче паллашма пулать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Аслă Пăла шывĕн сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Кушкăран 220 ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 1941-1945 çулсенче çурри вăрçă хирĕнче пуçне хунă, хĕрĕхе яхăн çын хыпарсăр çухалнă. Çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта хаяр вăрçа хутшăннă 9 çĕнтерÿçĕ-салтак кăна пурăннă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен Илья Трофимовпа Владимир Галошев ĕлĕкрех те материалсем пухнă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн çулталăк маларах Илья Матвеевич хăйĕн çамрăк юлташне Владимир Петровича вĕсем çинчен ятарлă кĕнеке пичетлесе кăларма сĕннĕ. Пуçланнă вара пархатарлă, васкавлă та питĕ кирлĕ ĕç. Пăла тăрăхĕнчи сумлă таврапĕлÿçĕсене Кушкăри вăтам шкулта вĕренекенсем, вăрçă участникĕсен тăванĕсем, уйрăмах республикăри истори архивĕн ĕçченĕ Н.Зайцева нумай пулăшнă. «Манăн çĕршывăмăн батальонĕ» кĕнеке кун çути курнипе пĕрлех апрельте Чăваш наци телекуравĕпе çавăн пек ятпа ÿкернĕ документлă фильм кăтартрĕç. Ăна хатĕрлекенĕ тата 48 минута пыракан фильмăн сценарийĕн авторĕ - В.Галошев. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă кĕнекепе фильмра 70-74 çул каялла Кушкăран нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма тухса кайнă 220 çын пурнăçĕпе паллашма пулать.

Çак кунсенче Шупашкарта, Чăваш наци библиотекин «Мерчен» клубăн тĕпелĕнче Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕн Владимир Галошевăн тата Пăла тăрăхĕнчи сумлă ветеранăн Илья Трофимовăн «Манăн çĕршывăмăн батальонĕ» кĕнекин, çавăн пекех документлă фильмăн презентацийĕ иртрĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалланă чуна тыткăнлакан хайлавсене ĕçпе тыл ветеранĕ, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александр Евтихеев, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Губанова, Чăваш наци библиотекин пай ертÿçи Вера Архипова, ЧР Шалти ĕçсен министерствин саппасри полковникĕ Петр Свеклов, Шупашкарти «Салам» телестудин тĕп режиссерĕ Владимир Карсаков, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владислав Зотиков, Кушкă ялĕнчи ĕç ветеранĕсемпе педагогсем пысăк хак пачĕç.

Петр СИДОРОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.