Комментировать

15 Мая, 2015

Аспарух хан

Кам вăл Аспарух? Историре мĕнпе палăрса юлнă?

А.РЯБОВ.

Шупашкар хули.

Аспарух /Есперих, Исперих/ - Пăлхар ханĕ, 643-701 çулсенче пурăннă, Кубрат хан ывăлĕсенчен пĕри.

Кубрат вилнĕ хыççăн Аслă Пăлхар хасарсен тапăнăвне сиреймесĕр арканнă. Аспарух пăлхарсен пĕр пайне Анат Дунай таврашне ертсе кайнă. 670-мĕш çулсенче Днестр патне пырса çитнĕ, Кăнтăр Бессарабие йышăннă. Унтан Византи императорне IV Константина çĕнтернĕ хыççăн /680 çул/ Анат Дунайăн сылтăм çыранне куçнă, Добруджи территорине йышăннă. 681 çулта пăлхарсем славянсен çичĕ йăх канашĕпе пĕр пулса патшалăх туса хунă. Çапла майпа вĕсем вара Пĕрремĕш Пăлхар патшалăхĕн никĕсне хывнă.

Аспарух пăлхарĕсен йăхне тăсакансем капанецсем /хальхи Болгарин çурçĕр-хĕвеланăç пайĕнче тĕпленнĕ этнографи ушкăнĕ/ шутланаççĕ. Вĕсен культуринче чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе пĕр килекен паллăсем йышлă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.