Комментировать

15 Мая, 2015

"Ачасем чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем пулнăшăн хĕпĕртетĕп"

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнче эпĕ пырса çитнĕ кун митинг ирттерме хатĕрленетчĕç. Зоя Николаевна, ялти культура çурчĕн ĕçченĕ, акă, вăрçăра пуçне хунă салтаксене халалласа лартнă палăк умне тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вырнаçтарать. Капăр тумланнăскерĕн сăн-питĕнче - савăнăçпа пĕрлех асаилÿсемпе çыхăннă куляну. Унăн ратнинче те вăрçăран таврăнайманнисем пур вĕт. Аслашшĕ, Кирилл Николаевич Николаев, ялти пек каласан - Вăрăм Кирле вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Хисеплĕ çын пулнă вăл ку тăрăхра, лашасем пăхнă. Хăй вăрçа кайнă чухне янаварсене кĕçĕн ывăлне - Кольăна - шанса хăварнă. Ăслă чĕрчунсене вăрçа ăсатнă чухне кашнине мăйĕнчен ыталаса йĕнĕ çул çитмен çамрăк...

Нумай хура-шур юхнă унтанпа. Зойăн хăйĕн ывăлĕсем те çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулса çитĕннĕ, çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Хĕрĕ те - Юля - мăшăрланса "анне" ята илнĕ.

"Атте ăслă пулнăран Разумовсем эпир"

Зоя ачаранах хăйĕн пурнăçне музыкăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Шкула кайма тытăнсан музыка учителĕ аккардеон еплерех каланине итлеме, пÿрнисем еплерех вылянине сăнама юратнă. Çиччĕмĕш класс вĕренсе пĕтерсен çулла йĕтем çинче ĕçленĕ чухне ăнсăртран пĕр пÿрнине татнă.

- Эх, мĕнлерех макăртăм аманнă пÿрнене пăхса. Ыратнинчен ытла ĕмĕт татăлнăшăн хурланса макăртăм-çке. Ара кĕске пÿрнепе аккардеон е баян епле калас? - аса илет çур ĕмĕре хыçа хăварнă хĕрарăм.

Дипломлă музыкант пулса тăрайман, çапах та хăйĕн юрлас пултарулăхне пĕтме паман вăл: ялти клубра иртекен пĕр концерт айккинче те юлмасть паянхи кун та.

- Атте-аннерен куçнă чун киленĕçĕ ку: иккĕшĕ те илемлĕ сасăллăччĕ, хăнара юрă пуçлакансемччĕ. Пирĕн çемьере пурте хитре юрлаççĕ. Пĕртăвансем çиччĕн эпир. Шкулта иртекен уявсенче пиллĕкĕн сцена çине тухни асрах. "Разумовсен çемьи!", - пĕлтеретчĕ концерт ертÿçи.

"Разумов" хушамата йышăнни - вĕсен йăхĕн кăсăклă историйĕ.

- Атте ăс-тăн енчен çивĕч пулнă. 12-13 çулта чухне ун патне ял çыннисем тĕрлĕ хут, документ çыртарма килнине каласа кăтартатчĕç. Шăрçа пек илемлĕ те тĕрĕс çырнине кура аслисем пĕррехинче асаттене çапла каланă пулать: "Кирле, ывăлу питĕ ăслă, Николаев хушамат ахаль те нумай ялта, "Разумов" тесе çыртармалла мар-и?" - йăх-несĕлĕ çинчен чăннине каласа кăтартать Зоя Николаевна, хăйĕн хĕр чухнехи хушаматне çав тери юратаканскер.

 

Тинĕс гиганчĕ çинче

Вуннăмĕш класс хыççăнах ашшĕ-амăшне йывăр килĕ тесе вĕренме каймашкăн тăхтанă Зоя - вырăнти библиотекăна ĕçе вырнаçнă. Ялти вулавăшăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине вулакана ĕнентерме кирлех-ши? 34 çул/!/ тăрăшать çапла "вăхăтлăх" ĕçе кĕнĕскер. Обществăпа çыхăннă пĕр мероприятие те хутшăнмасăр юлмасть.

Шăпа тени пĕр класра вĕреннĕ каччăпах, Валериан Григорьевпа, пĕрлештерет ăна. Килĕштерсе пурăнакан çемьере виçĕ ача çуралать. Ашшĕ-амăшĕн ялти хастарлăхне кура вĕсем те ачаранах çын хушшинче пулса ÿсеççĕ. Сахал мар концертра хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарнă.

- Астăватăп, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 50 çул çитнĕ чухне Шупашкарта Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пысăк концерт лартнăччĕ, çавăнта манăн 12 çулти ывăлăм Андрей та "Тульская оборонная" юрра çĕкленÿллĕн шăрантарнăччĕ. Чăваш Республикин Культура министерстви диплом та панăччĕ. Мĕнлерех хавхаланнă пирĕн ача! - Андрейăн паянхи çитĕнĕвĕсемшĕн савăннипе пĕрлех ачисем ÿснĕ тапхăрти пĕчĕк çĕнтерÿсем çинчен те манмасть чунне пама хатĕр амăшĕ.

Женя куккăшĕ пек /амăшĕн кĕçĕн шăллĕ/ тинĕсре ишсе çÿреме шкула кайичченех ĕмĕтленнĕ Андрей. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă: паянхи кун вăл Мурманскри флотра карап капитанĕн аслă пулăшуçи. 31 çулти çамрăк ку таранччен 46 çĕршывра, Антарктидăсăр пуçне ытти пур континентра та пулса курнă. Тинĕсе тухасси 2002 çулта Мурманскри пулă промышленноçĕнче ĕçлекенсене хатĕрлекен колледжа вĕренме кĕнинчен пуçланнă. Иккĕмĕш курсра чухне вĕренÿре чи лайăх ĕлкĕрсе пыракан çамрăк кадетсене тĕнчипе паллă "Седов" карап çине вăхăтлăх янă. Германире туса кăларнă 117,5 метр тăршшĕ çак карапа нимĕçсем пирĕн çĕршыва Аслă вăрçăра çĕнтернĕ ятпа парнеленĕ. Ăна Гиннесс кĕнекине те кĕртнĕ. Хура, Вăтаçĕр, Балтика тинĕсĕсенче, Босфор пырĕнче ишнĕ кадетсем. 2004 çула Германире кĕтсе илнĕ. Тинĕс хĕррине нимĕçсем карапа курма нумайăн тухнă. Вĕсене тинĕс гиганчĕ çинчен каласа памашкăн вара Андрей Григорьева шаннă. Чăваш каччи гид пулнă май акăлчанла сăмахланă. Нумаях та вăхăт иртмен - çак интереслĕ экскурси çинчен Германире тухса тăракан пĕр хаçатра /сăнÿкерчĕкре/ тĕплĕн çырса кăтартнă. Унта Энтрияль хастар çамрăкĕн сăнне те пичетленĕ.

- Асăнмалăх упратăп çак хаçата, нумай хушă курнăçман чухне тунсăхласан кăларса вулатăп вара, - çапла ĕнтĕ вăл амăшĕн чунĕ, пурнăç тăршшĕпе тĕпренчĕкĕсемшĕнех çунать.

Тинĕсе парăннă Андрей хальхи вăхăтра Италире, йывăр груз турттаракан карап çинче. Мурманскра вара ăна юратнă мăшăрĕпе Натальăпа тăваттăри хĕрĕ Ксюша чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсемсĕр пуçне - колледж курсанчĕсем: вĕсене вĕрентме те вăхăт тупать дипломлă капитан.

 

Тусĕсемшĕн те пурăнмаллах

Григорьевсен çемйинче чи асли - Алексей. Мускавра геодезист профессине алла илнĕскер хальхи вăхăтра Шупашкарта "Газпром" предприятийĕнче ĕçлет.

- Салтакра чухне аслă ывăлăмăршăн самаях ăш çунтарма тиврĕ. Малтанах çар тивĕçĕсене пурнăçлама Краснодар крайĕнчи Лабинск хулине çирĕплетрĕç. Присяга тытнă хыççăн снайперсен ятарлă ротине лекнĕ Алеша. Хĕсметре сакăр уйăх пулнă май салтак пурнăçне самаях хăнăхса çитнĕччĕ кăна - вĕсен ротине Чечен Республикине илсе каяççĕ. Вунпĕр уйăх тăршшĕнче мĕн кăна курмарĕç-ши салтаксем! Эпир вара çав хушăра çарти ывăлран пĕр хыпар та илмен, - каллех пĕр авăк асаилÿ тыткăнĕнче пулчĕ Зоя Николаевна. Самант шăп ларнă хыççăн калаçăвне малалла тăсрĕ. - Нимĕнле амăшĕ те хăйĕн ачине "вĕри çапăçура" пуç хурассишĕн çуратмасть-çке. Акă, пирĕн ял тăрăхĕнче кăна Çурçĕр-Кавказ регионĕнчи юнлă çапăçусене сакăр каччă хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ тăван яла чĕрĕ таврăнайман... Эппин, ман Алешăн тусĕсемшĕн те пурăнмалла: вĕсем лартайман йывăçсене лартса çитĕнтермелле.

Паян та манман-ха хĕрÿ пулăмсен йÿççине Алексей. "Вăрçă" сăмах чи хăрушши пулнине илтни тăрăх кăна мар пĕлнĕрен çамрăк арçын хăйĕн ывăлĕ Кирилл /сăмах май пепкене çак ята Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла çапăçса вилнĕ мăн аслашшĕне асра тытса хунă/ тата хĕрĕ Валерия тăнăç пурнăçсăр пуçне урăх нимĕн те курмасса шанать. /1-мĕш страницăри сăнÿкерчĕкре - Алексейăн çемйи/.

Утайми пуличчен...

Зоя Григорьевăсăр ялти пысăк пĕр ĕç те иртменнине унпа паллашсанах паллă пулчĕ. Ахальтен мар Вăрманкассем /ĕлĕкрех уйрăм ял шутланнăскер халь Энтрияль территоринех кĕрет-ха/ çурма шÿтпе "утайми пуличчен ĕçлеттересшĕн" ăна.

Чăн та, çакăн пек çынсем юнашар чухне тунсăхлама май та çук! Акă, пĕлтĕр пултаруллă хĕрарăм пуçарнипе клуб çумĕнче алă ăстисен "Каçхи улах" ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Мĕн кăна янтăламаççĕ-ши ылтăн алăллă чиперккесем çак кружокра. Кун çинчен уйрăм материалта çырса кăтартăпăр-и, тен.

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Григорьевсен хĕрĕ - Юля - Шупашкарти культура училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн культура институтĕнче ăсталăхне туптанă. Хальхи вăхăтра çамрăк амăшĕ иккĕмĕш пепки çут тĕнчене килессе кĕтет. Тен, пурăна-киле пултарулăхĕпе амăшĕнчен кая мар савăнтарĕ çынсене.

Çемье ăшши этеме кирек хăçан та палăртнă ĕмĕт-тĕллев патне хăюллăн утма пулăшать, йывăр самантсенче çăлăнăç çулне тупма май парать. Çак шухăша тĕпе хурсан Григорьевсен ачисем пурнăçа ăнăçтарма пултарнинчен тĕлĕнме кирлех те мар. Шел, ачаран кил тĕрекĕ пулнă ашшĕ Валериан Геннадьевич çывăх çыннисенчен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пархатарлă ывăл-хĕрĕ парнеленĕ мăнукĕсемпе Зоя Николаевнăпа пĕрле вăл та савăнса кăна пурăнмаллаччĕ.

 

Ирина ПУШКИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.