Комментировать

15 Мая, 2015

Çие юлнă хĕрарăма ĕçрен хăтараççĕ-и?

Улттăмĕш уйăхри хырăмпа çÿретĕп. Эпĕ ĕçлекен организацире çынсене йышлăн кăларса яма тытăнчĕç. Мана та кайма сĕнчĕç. Çире пур хĕрарăмсене патшалăх хÿтĕлет-и? Вĕсен прависемпе паллаштарма ыйтатăп.

О.ТАРАСОВА.

Саккун хÿтĕлет

Çире пур хĕрарăма ĕçрен кăларса ямашкăн çăмăл мар, саккун ăна май пур таран хÿтĕлет.

Чăн та, сире икĕ сăлтавпа ĕçрен хăтарма пултараççĕ: учреждение хупсан тата вырăнпа тивĕçтерекен предприниматель хăй ĕçне чарса лартсан /РФ Ĕç кодексĕн 261-мĕш статйи/.

Çире пур хĕрарăма вăл ĕç дисциплинине пăссан та, хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламасан та кăларса яма юрамасть. Анчах пулас амăшĕсене çапла тума сĕнместпĕр, мĕншĕн тесен ырă ятăра упрани малашне те кирлĕ пулĕ.

 

Йыша чакарсан та...

Хăйсем вăй хунă пая е цеха хупсан та ача кĕтекен хĕрарăма ĕçрен кăларса яма пултараймаççĕ: уйăхри шалăва сыхласа хăварса ăна тепĕр пая куçармалла.

Фирмăна реорганизациленĕ е унăн ятне, ертÿлĕх формине улăштарнă тапхăрта та вĕсене хăтарма май çук. Малтанхи должноçсене тата профиле сыхласа хăварса ята кăна çĕнетнĕ-тĕк, пулас амăшĕн должноçĕ упранса юлмалла.

Ертÿлĕх тата пĕтĕм штат улшăнсан çакнашкал лару-тăрăва организацие хупнипе çыхăнтарма май килмест. Фирма кал-кал ĕçленине ĕнентерме кансĕр-и? Налук инспекцине кайса юридици сăпатĕнче тăракансен патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчен çырса илнине пама ыйтăр. Организаципе çыхăннă пĕтĕм çĕнĕлĕх унта паллă.

Ĕçпе тивĕçтерекен хăвăр ирĕкпе тухса каймашкăн сĕнни иккĕлентермест паллах. Çакă уншăн ансат мел шутлансан та пайталлă мар. Апла-тăк, заявлени çырма ан васкăр.

Килĕшÿ вăхăтлăх шутлансан

Çире пур хĕрарăм вăхăтлăх контрактпа ĕçленĕ чухне темиçе варианта пăхса тухма тивет.

Ача çуратма хатĕрленекене вăхăтлăх килĕшÿ вĕçленсен те кăларса яма май çук. Анчах кун пек чухне унăн килĕшĕве тăсма ыйтса заявлени памалла, ăна çире пуррине ĕнентерекен справкăпа çирĕплетмелле. Çапла тумасан вырăнсăр хăварма пултараççĕ тата килĕшÿ вăхăчĕ вĕçленнипе усă курса ача çуратнă хыççăн хуçа çав çынпа сывпуллашма тăрăшатех /РФ Ĕç кодексĕн 261-мĕш статйи/.

Эсир тепĕр специалист вырăнне вăхăтлăх йышăннă тейĕпĕр. Тĕслĕхрен, декрет отпускне кайнă хĕрарăмăнне. Вăл ĕçе тухсан сире кăларса яма пултараççĕ. Кун пек чухне чĕре айĕнче кунран-кун аталанса пыракан тĕпренчĕкĕр те хÿтĕлеймĕ. Çапах малтан сирĕн квалификаципе килĕшсе тăракан должноç /паллах, пушши пулсан/ сĕнмелле. Çук-тăк, кун пирки çырса пĕлтермелле. Хыпарламанни сирĕншĕн усăллă - суда тавăç тăратаятăр.

 

Ирĕкĕре пăссан

Енчен ĕçпе тивĕçтерекен сирĕн ирĕке пăсрĕ-тĕк, ĕçлев инспекцине е суда каймалла. Çапах та малтан хуçапа калаçса пăхмалла. Сире вăл предприятире хăварма та пултарать вĕт. Суд тăрăх çÿресе ыйтăва уçăмлатма ăна та çăмăлах пулас çук.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.