Комментировать

15 Мая, 2015

Вăл Ехремкассинче ĕçленĕ

"Хыпар" хаçатăн кăçалхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Пуласлăх çути ан çÿнтĕр тесен" корреспонденцие тимлĕн вуласа тухрăм. Юрий Корнилов палăртнă тăрăх - историе манманни, тăван тăрăхра пурăннă çынсем çинчен тĕплĕн пĕлни çуралнă кĕтесе ытларах хаклама, юратма вĕрентет. "Элĕк районĕнчи Ехремкассин тĕслĕх библиотеки çумĕнче истори пÿлĕмĕ туса хуни - çитĕнекен ăрăва иртни çинчен каласа-пĕлтерсе тăмалли ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ утăмĕ", - çырнă вăл.

Авторпа килĕшетĕп тата ентешĕсен ăнтăлăвĕпе хаçат вулаканĕсене паллаштарнăшăн ăна тав тăватăп.

Истори пÿлĕмне пуянлатса тăма сĕнетĕп. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - Ехремкасси шкулĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче И.Петров музыка урокĕсене ертсе пынă. Баян ăста калатчĕ Иван Сергеевич. Вăл пĕр вăхăт республикăри учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра та музыка кабинечĕн заведующийĕ пулнă.

Юррисене, пысăках мар кĕнекисене Иван Ырпул хушма ятпа пичетлесе халăхшăн хăварнăскер, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нишер ялĕнче матрос çемйинче çуралса ÿснĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче вăл та ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пăрахутпа Атăл тăрăх çÿренĕ.

Чăваш комсомолĕ Чапаев ячĕллĕ дивизие шефа илнĕренпе кăçалхи октябрь уйăхĕнче çур ĕмĕр çитет. Иван Петров - асăннă дивизире çар службинче тăмашкăн чи малтан тивĕç пулнă ентешсенчен пĕри. Çавна май Ехремкассин тĕслĕх библиотеки çумĕнчи истори пÿлĕмне ăна халалланă материалсемпе, сăнÿкерчĕксемпе пуянлатмаллах тесе шухăшлатăп. Вĕсемпе Шупашкарти Чапаев музейĕ те тивĕçтерме пултарать.

Сăмах май, Иван Петров "Чăваш Республикин халăх вĕренĕвĕн отличникĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ятсене тивĕçнĕ.

Анатолий МАКСИМОВ,

Чапаев ячĕллĕ дивизире служба ирттерсе саппаса тухнă ентешсен пĕрлĕхĕн ертÿçи

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.