Тухтăрсем те тĕрлĕрен...
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Кăçалхи март уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхине чирлесе ÿкрĕм. Хама йывăр туйнипе Сĕнтĕрвăрри хулинчи "васкавлă медицина пулăшăвне" шăнкăравларăм. Унта машина пулманнипе ман пата Октябрьски больницинчине янă.
Васкавлă пулăшу пама килнĕ хĕрарăм пÿрт алăкĕнчен кĕнĕ-кĕменех мана вăрçма пуçларĕ: "Ĕçсе-кÿпсе тултаратăр та аптраса ÿксен пирĕн пата шăнкăравлатăр".
Эпĕ - 80 çултан иртнĕ ĕç ветеранĕ, ĕмĕр тăшшĕпех "Эльбарусовский" совхозра ветеринари фельдшерĕнче тăрăшнă. Ку тарана çитсе эрехпе туслă пулман. Мĕн канăçсăрлантарнине, ăçтан ыратнине ыйтса тăмарĕ çакскер, виçĕ хут укол турĕ те утиялпа витсе хăварчĕ.
Ирхине тепĕр хут аптраса ÿкрĕм, "васкавлă пулăшăва" шăнкăравларăм. Ку хутĕнче Сĕнтĕрвăрринчи килчĕ. П.Кольцов юн пусăмне виçрĕ, мĕн канăçсăрлантарнипе кăсăкланчĕ те тÿрех Çĕнĕ Шупашкар больницине ăсатассине пĕлтерчĕ.
Унта мана Я.Володарский йышăнчĕ. Çийĕнчех УЗИ тĕрĕслевĕ турĕ. Çичĕ кун ирĕн-каçăн система лартрĕç, укол турĕç, эмел ĕçтерчĕç. Вуннăмĕш кунĕнче Сĕнтĕрвăрри больницине леçсе ячĕç. В.Интряков тухтăр тăрăшнипе мартăн 25-мĕшĕнче самайланса çитрĕм, киле таврăнтăм.
Хама ура çине тăма пулăшнăшăн, эмелпе кăна мар, ырă кăмăлпа та сипленĕшĕн, маншăн, аслă ăру çыннишĕн, чун ăшшине шеллеменшĕн Çĕнĕ Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри хулисенчи больницăсенчи врачсемпе медсестрасене, санитаркăсене чĕререн тав тăватăп, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунатăп.
Мария ИВАНОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ