Комментировать

14 Мая, 2015

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ

Ирсĕр фашистсене парăнтарнăранпа кунпа çĕр ылмашăнсах 70 çул хыçа юлчĕ. 1418 талăк тăсăлнă хăрушă вăрçа тÿссе ирттернисен пысăк пайĕ çак тапхăрта çĕр çинчен яланлăхах кайнă. Пин-пин çыннăн пурнăçне татнă, пин-пин çын кунçулне аркатнă ылханлă вăрçа курнисен шучĕ паян çав тери пĕчĕк. Çакă уяв мероприятисене хутшăннă ветерансен хисепĕнчен яр уççăн курăнчĕ. Пĕлтĕрхинчен, унччен малтанхи çултан чылай сахаллăн пулчĕç вĕсем.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине Раççей анлă паллă турĕ. Чăваш Енре те пысăк шайра йĕркеленчĕç паллă пулăмпа çыхăннă мероприятисем. Шупашкарта çеç мар, республикăн кашни район-хулинчех темиçе куна тăсăлчĕ уяв программи. Майăн 9-мĕшĕнче кăна республикăра культурăпа çыхăннă 285 мероприяти йĕркеленнĕ, вĕсене 172 пин çын хутшăннă. Тĕп хулари «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнчи Нихăçан сÿнмен çулăм патне чечексем хурса çапăçу хирĕнче выртса юлнисен умĕнче пуç тайма 7 пин çын пынă. Хĕрлĕ тÿремри парадпа уяв фейерверкне курма 78 пин çын пухăннă.

Çавăн пекех палăртса хăвармалла: кăçал Аслă вăрçăн 1840 инваличĕпе ветеранне, вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсене, фашизм пусмăрĕнче асапланнисене 24 пин медаль панă. ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламĕ 25 пин ветеран патне çитнĕ.

Вун-вун мероприяти

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн представителĕсем, хула ертÿçисем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, шкул ачисем вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Енри госпитальсенче йывăр сурансене чăтаймасăр вилнисен Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масарне май уйăхĕн 8-мĕшĕнче пухăнчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.

Пĕтĕм çĕршывра кăçал «Астăвăм çулăмĕн эстафети» иртрĕ, унта Раççейри 27 регион хутшăннă. Паллах, пархатарлă акцирен Чăваш Ен те айккинче юлман. Çав каçхинех Шупашкарăн тĕп урамĕсем тăрăх Çар Мухтавĕн монуменчĕ умĕнчи çулăм патне «Тигр» автомашина факел илсе çитернĕ. Анне монуменчĕ умĕнче вара «Аслă Çĕнтерÿ» ячĕпе концерт иртнĕ.

 

Мухтавлă митинг

Çĕнтерÿ кунĕнче тÿре-шара, общество организацийĕсен хастарĕсем, тĕрлĕ предприяти представителĕсем Нихăçан сÿнмен çулăм умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн лăп та шăп кăнтăрла Хĕрлĕ тÿремре митинг пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламланă май хăрушă вăрçа Чăваш Енрен 200 пин ытла çын хутшăннине, вĕсенчен çурри каялла таврăнманнине палăртрĕ. Тăшмана çăварлăхланинче тыл ĕçченĕсен тÿпи те пысăк пулнине каларĕ Михаил Васильевич. Хĕрарăмсемпе ватăсем, çул çитмен çамрăксем заводсенче, хуçалăхсенче кунĕн-çĕрĕн тар тăкнă.

Вăрçă ветеранĕ, Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралса ÿснĕ Петр Теплов, сăмах илчĕ. Мускав, Калинин, Псков, Смоленск патĕнчи çапăçусене хутшăннă, Латвипе Литвана ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă салтак хăйсен роти Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ хулара вун-вун çултан палăк лартни пирки каласа кăтартрĕ. «70 çул каяллах фашизма тĕп тунă тесе шухăшлаттăмăр. Çук иккен. Ирсĕр шухăшлă çынсем паянхи кун та пур. Ав пирĕн çĕршыв йышĕнче пулнă Украинăра халĕ мĕн хăтланаççĕ», - чунне ыраттарса калаçрĕ виçĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ. Çамрăксене тĕрĕс пурăнма, историе кирлĕ пек хаклама чĕнсе каларĕ вăл. Сăмах май, Çĕнĕ Шупашкарти митинга пынă Георгий Борков ветеран та хĕрÿллĕн калаçнă. III Украина фрончĕн йышĕнче çапăçса Украинăпа Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннăскерĕн аса илмелли пайтах.

Мăнаçланмалли пур пирĕн

Çĕнтерÿ парадне ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушкин полковник уçрĕ. Унăн заместителĕ Александ Исаев полковник командăсем пачĕ. Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртрĕç. Вĕсен йышĕнче вăй ведомствисен представителĕсем, Афган вăрçин ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказри хирĕçтăрусене хутшăннă салтаксем, кадет шкулĕсен, ача-пăча полици академийĕн, çарпа спорт клубĕсен вĕренекенĕсем... пулчĕç.

Чăваш Енри казаксен пĕрлĕхĕ утпа çÿренĕ вăхăтрах тĕрлĕ хускану туса кăтартрĕ. Вăрçă çулĕсенчи тата хальхи мăнаçлă çар техникине курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

 

Вĕçĕ-хĕррисĕр «Вилĕмсĕр полк»

Виçĕ çул каялла Томск хулинче йĕркеленнĕ акцие пĕтĕм çĕршыв кăна мар, ют патшалăхсем те хапăлласах йышăнчĕç. Кăçал вăл пысăк хуласенче çеç мар, пĕчĕккисенче те, район центрĕсенче те иртрĕ. «Вилĕмсĕр полкăн» сайтне уяв кунĕсенче 700 пин ытла çĕнĕ çын кĕрсе курнă. Халĕ унта 262 пин те 141 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса пуç хунă тăванĕ пирки çырнă.

Шупашкар та сăваплă акцие пысăк пуçарулăхпа хутшăнчĕ. Пĕлтĕр ашшĕн, аслашшĕ-кукашшĕн, мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕн сăнÿкерчĕкĕсене Анне палăкĕ умĕнчен Хĕрлĕ тÿреме çити кăна йăтса утнă пулсан, кăçал «Вилĕмсĕр полка» уяв парачĕпе çыхăнтарни кăмăла çĕклерĕ. Мероприяти йĕркелÿçисем хăйсем те тĕлĕннĕ. 8 пин çын штендер çине çирĕплетнĕ сăнÿкерчĕке йăтса утрĕ. Пĕрисен питĕнче савăнăç палăрчĕ, теприсен куçĕнчен çутă тумламсем юха-юха анчĕç. Ăçтан куççульленмĕн? Кашни сăнра - ир татăлнă пурнăç, хурлăхлă шăпа...

Михаил Игнатьев та çак акци тĕллевĕ пархатарлине палăртнă. Майăн 12-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ку мероприяти çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшнине каласа хăварнă, ăна малашне те йĕркелеме сĕннĕ.

Çĕнтерÿ кунĕнче мĕн каçченех Шупашкарта та, Чăваш Енри ытти хулара та вăрçă чухнехи тата ун хыççăн çуралнă юрăсем янăрарĕç. Каç пулсан тĕп хула тÿпине вун-вун тĕслĕ фейерверк çутатрĕ.

Уяв мероприятийĕсенче нумай ветеранпа паллашрăмăр, калаçрăмăр. Вĕсен пурнăçĕпе паянхи кăмăл-туйăмĕ çинчен çитес номерсенче çырса кăтартăпăр.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.