«Хунав» аталанать, куракана савăнтарать
Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Хунав» ушкăна тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятире час-часах курма пулать. Çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе кама кăна савăнтармаççĕ-ши?
Ушкăнра пиллĕкмĕш-тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Анчахрах ялта иртнĕ Çĕнтерÿ уявĕнче вăрçă темипе çыхăннă юрăсене тыл тата вăрçă ветеранĕсем умĕнче юрларĕç. «Хунав» районти конкурссене кăна хутшăнмасть, вăл республикăри ăмăртусенче те тăтăшах хăйĕн пултарулăхне кăтартать.
Çамрăк юрăçăсем кашни эрнерех занятисене пухăнаççĕ, çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ. Вĕсен ăсталăхне ÿстерме пулăшаканĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Пантелеймонов. Вăл кашни ачапа уйрăммăн ĕçлет, нотăсене вулама та вĕрентет.
«Хунав» çултан-çул аталанса та тĕрекленсе пыни шкулта ĕçлекенсене те, ачасен ашшĕ-амăшне те савăнтарать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Элĕк районĕ,
Вутлан.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ, çамрăк юрăçсем черетлĕ юрă шăрантараççĕ.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.