Комментировать

14 Мая, 2015

Хĕвеллĕ уй-хир çийĕн янăрать ака кĕрлевĕ

Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирмăн Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи "Герой" уйрăмĕнче МБУ-120 агрегатпа кĕрхи тĕштырă культурисемпе нумай çул çитĕнекен курăка минерал удобренийĕпе апатлантарма мартăн 26-мĕшĕнче тухрĕç. "Республикăн çурçĕр районĕнче çурхи ĕçсене кăçалхи пек ир пуçăнни пулман, - терĕç "Герой" колхоз ветеранĕсем. - Чăн та, апрельте çанталăк сивлек тăнă пирки вăл тăсăлса кайрĕ".

Хуçалăх урпа, сĕлĕ, куккурус, нумай тата пĕр çул çитĕнекен курăк 1200 га çитĕнтерет. Вĕсенчен выльăх валли апат хатĕрлеççĕ. Ĕнесене куккуруспа люцернăран хывнă силоспа сенаж, утă-улăм, урпапа сĕлĕ сăсăлĕ, кăшман пылĕ çитереççĕ, апата сойăпа рапс шротĕнчен хатĕрленĕ белок тата витамин-минерал хутăшĕсемпе тутлăлантараççĕ. Сĕт нумай антаракан ĕнесене протеинпа сахăр тутлăлăхĕллĕ апат та параççĕ. Операторсем куллен кашнинчен вăтамран - 23-24, 130-шĕнчен 30-40-шер кг сĕт сăваççĕ.

"Пысăк тухăç сăлтавĕ - выльăха наукăна тĕпе хурса тăрантарнинче, - терĕ общество директорĕсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова. - Тутлăхлă та паха апат çуллен çителĕклĕ хатĕрлетпĕр".

Хыркасси ялĕнчи сĕт-çу ферминче эпĕ пĕрре çеç мар пулнă, операторсем ĕнесене еплерех пăхнипе кăсăкланса паллашнă. "Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче", - каларăша коллектив ĕçне тишкерсе çирĕплетнĕ. Выльăх апачĕн пысăкрах пайне районтах çитĕнтереççĕ. Агрофирма ÿсĕмлĕхĕн вăрттăнлăхĕ - ĕнесене тутлăхлă хутăшсем панинче. Шел те, нумай çĕрте вĕсемпе усă курмаççĕ.

Çавăнпа сĕт самай сахалрах сăваççĕ. Пĕлтĕр Александра Хураськинăпа Валентина Васильева кашни ĕнерен вăтамран 7 пин ытла кг сĕт сурĕç. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алла çыхмалли сехет парнелесе хавхалантарчĕ.

"Апат кăçал ытларах хатĕрлесшĕн, - терĕ телефонпа "Герой" ертÿçи Фаина Борисова. - Çурхи культурăсене акса пĕтернĕпе пĕрех. Кÿкеç-Тутаркасси автоçул хĕрринчи уйра пĕр çул çитĕнекен курăк акатпăр".

"Хыпар" фотокорĕпе унта çитрĕмĕр. Сергей Устимов тракторист тăпрана культиваторпа кăпкалататчĕ. Елена Егоровăпа Илья Кубанов водительсем лаптăка вăрлăх, азот-фосфор удобренийĕ турттаратчĕç. Василий Алексеев сеялкăна вăрлăхпа удобрени тултаратчĕ. Александр Мадюшкин механизатор сĕлĕпе вика хутăшне акатчĕ.

Хресчене чысласа ака кĕрлевĕ каçченех янăрарĕ, "Герой" ветеранĕсене савăнтарчĕ. Сăмах май - вĕсене хисеплеççĕ агрофирмăра. Пĕлтĕрхи октябрь тата кăçалхи январь уйăхĕсенче нумай çул вăй хунă пенсионерсене пухса уяв ирттерчĕç.

Евгения Беликова производствăн кирек хăш уйрăмĕнче те чуна парса ĕçлекен специалистсене пысăка хурать. Вĕсене ĕç укçи лайăх тÿлеççĕ. Вăл кашни çул 10-15% хушăнать. Коллективăн социаллă пулăшу пакечĕ юнашар предприятисенче ĕçлекенсене ăмсантарать. Агрофирма столовăйĕнче çитерекен апата çуллен 5 млн тенкĕ уйăрса дотацилеççĕ. Пĕлтĕр ĕç вырăнĕсемпе меслечĕсене лайăхлатма 2,5 млн тенкĕ тăкакланă. Кашни специалиста сиплеме çулталăкра 14 пин тенкĕ янă. Тивĕçлĕ канăва каякансене укçан пысăк пулăшу параççĕ. Столовăйне, сывлăх пÿлĕмне, мунчасене хăтлăлатса 6 млн тенкĕ тăкакланă. Çак çăмăллăхпа тата пулăшупа "Герой" ĕçченĕсем те ыр кураççĕ.

Кăçалхи апрельте агрофирмăна никĕсленĕренпе 30 çул çитрĕ. Юбилее çÿллĕ шайра ирттерчĕç. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 6 çынна Раççейĕн тата республикăн Ялхуçалăх министерствисен Хисеп хучĕпе наградăланă, 4-шĕ "Ольдеевская" агрофирма" акционерсен хупă обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Савăнăçлă уява машинăпа ĕне сăвакансем те, тырпул çитĕнтерекенсем те кăмăлтан хутшăнчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.