Комментировать

14 Мая, 2015

Амбразурăна хăйĕнпе хупланă

Тăвай районĕнчи Кармал ялне пырса кĕнĕ çĕрте, йывăç хушшинче, бронза бюст ларать. «Паттăр Коля Афанасьева - ентешĕсенчен», - çырнă постамент çине. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă Николай Афанасьева асăнса лартнă палăка Енĕш Нăрвашра çитĕннĕ Алексей Майраслов скульптор 1975 çулта ăсталанă.

Николай Афанасьев 1923 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Афанасий Илларионовичпа Агафия Андреевнăн 4 хĕрпе 2 ывăл пулнă, Коля - виççĕмĕшĕ. Вăл ялти тата Тĕмерти шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта ямашкăн заявлени çырнă. Ыйтăвне 1942 çулхи июль уйăхĕнче тивĕçтернĕ: каччă хĕрÿ çапăçусем пыракан Калинин фронтне лекнĕ. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухсан Николай Афанасьев аслă сержанта стрелоксен 178-мĕш дивизийĕн батальонĕнчи разведка взвочĕн командирĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетнĕ.

1943 çулхи январь вĕçĕнче Калинин фронтĕнче Кондраково ялĕ патĕнче хаяр çапăçусем пынă. Пирĕн çарсене малалла каймашкăн тăшманăн çÿллĕ вырăнта вырнаçнă, вăйлă çирĕплетнĕ дзочĕ пĕр чарăнми вут-хĕм тăкса чăрмантарнă.

Январĕн 28-мĕшĕнче çĕрле Николай Афанасьевпа юлташĕсене - Леонид Пастухова, Василий Игнатьева, Тасбулат Курманбаева тата Николай Юдина - дзота аркатма приказ панă. Ертсе пыма аслă сержанта хушнă.

... Вĕсем юр тăрăх дзот патнелле шунă. Анчах ăна пăчлантарма йывăр пулнă. Салтаксем пĕрин хыççăн тепри шурă юр çине тĕшĕрĕлсе ÿкнĕ: Коля малаллах талпăннă, тăшман амбразурине граната ывăтнă. Пулемет самантлăха шăпланнă, анчах тем самантран татах шатăртатма тытăннă. Йывăр аманнă каччă юлашки вăйне пухса амбразура патне шуса пынă, ăна кĕлеткипе хупланă...

Пирĕн салтаксем «ура» кăшкăрса малалла кайнă.

Çапла чăваш каччи Совет Союзĕн Геройĕнчен, Александр Матросовран, тăшман амбразурине хăйĕн ÿчĕпе 25 кун маларах хупласа хăюлăх кăтартнă.

...Иртнĕ вăрçăра паттăрлăхăн çакнашкал 284 тĕслĕхĕ пулнă теççĕ, вĕсенчен 14-ĕшĕ - Сталинграда хÿтĕленĕ çĕрте. 158 салтака Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Паттăрсен мемориал музейĕнче упранакан списокĕнче А.Матросов ячĕ - 59-мĕш вырăнта. Пĕрремĕшĕ - Александр Панкратовăн. Вăл 1941 çулхи августăн 24-мĕшĕнче Новгород патĕнче пуç хунă.

Николай Афанасьева /вилнĕ хыççăн/ 1943 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Ăна юлташĕсемпе пĕрле Кондраково ялĕн масарне пытарнă.

Взвод командирĕ Кольăн ашшĕ Афанасий Илларионов патне Кармала çакăн пек çыру янă: «Ывăлăр, Николай Афанасьев, тăшман амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупласа паттăрла вилчĕ. Хăюлăхĕшĕн ăна салтаксемпе командирсем юрататчĕç. Эпир уншăн тăшмана тата вирлĕрех тавăрма тупа турăмăр.

Взвод командирĕ Михаил Сафронов лейтенант».

Ку çырăва Афанасий Илларионович куç шăрçи пек упранă. Ăна çамрăксене пĕр хут кăна мар вуласа панă.

Каярах Николай Афанасьев ÿтне Сухуша ялĕн масарне куçарнă.

* * *

Вăрçă кĕрлесе иртнĕ вырăнсенче халĕ, 70 çул иртсен, мĕнле пурăнни, унти лару-тăру, пуç хунисене чысласа лартнă палăксем çинчен пĕлес шухăшпа эпĕ Тверь облаçĕнчи Ржев районĕнчи Чертолина ял тăрăхне /Сухуша унăн тытăмне кĕрет/ шăнкăравларăм. Шел, Коля ирĕке кăларассишĕн çапăçнă Кондраковăна нимĕçсем çунтарса янă. Ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Владимировна Тихомирова пĕлтернĕ тăрăх - Сухуша тата ытти ялта вăрçăра вилнисене пытарнă вырăнсем пур, вĕсенче паттăрсене чысласа палăк лартнă. Мемориал плити çине салтаксен ячĕсене çырса хунă, вĕсен хушшинче Николай Афанасьевич Афанасьев аслă сержантăн та пур. «Эпир сăваплă вырăна тирпейлесе пăхса тăратпăр, çулленех юр ирĕлсен тасататпăр, хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Çавăнпа та паттăр салтак ентешĕсен, тăванĕсен ун пирки пăлханма кирлĕ мар, пурте йĕркеллех. Çĕнтерÿ кунĕнче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пирĕн тăрăха ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пуç хунă салтаксен ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе юлташĕсем килеççĕ, - пĕлтерчĕ вăл. - Эсир те, Кольăн тăванĕсемпе ентешĕсем, çитсе курăр, кĕтетпĕр», - терĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче кашни çемьеренех хăшĕ те пулин тăшманпа çапăçма тухса кайнă, чылайăшĕ каялла таврăнайман, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçса вилнĕ. Пирĕн вĕсене манма юрамасть, ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.