Комментировать

13 Мая, 2015

«Çĕр типиччен вĕçлетпĕрех»

Çанталăк уяр, типĕ тăнă май, çĕр ĕçченĕсем уй-хиртен кĕме пĕлмеççĕ темелле. Иртен пуçласа каçчченех техника кĕрлени илтĕнет. «Çанталăк çумăра кайиччен акса-лартса ĕлкĕресчĕ», - теççĕ çынсем.

Çурхи кун çулталăклăх тенĕ. Лаптăксене вăхăтра шуратса хăварнине нимĕн çитмĕ. Çĕрте нÿрĕк çителĕклех, апла калчана шăтса тухма меллĕ кăна.

Муркаш районĕнче уйсем типме тытăнсанах ĕççине тухнă. Çак вăхăт тĕлне пăрçа йышши культурăсене икĕ пин гектар ытла акнă. Акă «Свобода» хуçалăхра çурхисене акнипе пĕрлех кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене сÿрелеççĕ.

- Майăн 20-мĕшĕ тĕлне ĕçе вĕçлемелле, - тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Андрей Блинов.

Çĕр çыннисем сăмахне çилпе вĕçтерменни паллă. Сергей Харитонов, Юрий Дмитриев хĕвелпе пĕрлех тăрса ĕçе тытăннă. Лаптăка çуртрисем акма хатĕрлеççĕ. Ака-суха чăрмавсăр иртесси вĕсенчен те килнине аван ăнланаççĕ. Сергей Харитонов сÿрелесе пĕтерсенех лаптăкра виçĕ хăватлă агрегат урпа акма пуçларĕ. Герман Алжиров, Евгений Якимов, Меркурий Дмитриев механизаторсем техникăна тикĕс, çирĕп тытса пыраççĕ. Опытлă çынсем ĕçлени тÿрех курăнать.

- Пирĕн татах 950 гектар акăнмасăр юлать. Çанталăк лайăх тăрсан нумаях мар вăл, - паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе агроном. - Çĕр типсе кайиччен ĕлкĕретпĕрех.

Лаптăксене ытларах урпа йышăнмалла. Тулă - 120 гектар. Хуçалăх çуракине тухма тĕплĕ хатĕрленнĕ: çĕнĕ техника, вăрлăх туяннă. Кăçал уй-хире 35 тонна элита вăрлăх тухмалла.

«Ударник» хуçалăхра йывăр лару-тăрăва пăхмасăр çураки вăхăтра ирттересшĕн. Кунта та ĕç вĕресе тăрать, мĕнпур техника уйра.

- Ĕççине 19-20 техника хутшăнать. Çурхи культурăсем 970 гектар акмалла, куккурус 200 гектар, çĕрулми те 200 çавăн чухлех йышăнмалла, - паллаштарать Александр Васильев агроном. - Чи кирли - халăх малашлăха шанни.

Юлашки вăхăтра хуçалăх ертÿçисем улшăнсах тăнипе ниепле ĕç кайман. Пысăк коллектива ертсе пыма çăмăл мар. Çитменнине парăмĕсем те ирĕклĕн сывлама паман. Арканас патне çитнĕ хуçалăх шăпи çынсене самай пăшăрхантарнă. Республикипе паллă предприяти панкрут çулĕ çине тăни хăратать çав. Юрать, çĕнĕ ертÿçĕсем халăх кăмăлне ăнланса салатса-сутса яман. Ăна тепĕр хут пĕр чăмăра пухса ĕçлеттерме тăрăшаççĕ.

- Хуçасем хăйсем те ĕçлеççĕ, çынсене те ахаль лартмаççĕ, - теççĕ Йÿçкассисем.

Хуçалăх çирĕп алла лекни савăнтарать. Укçа енчен хĕсĕккине пăхмасăр ака-сухана тухма хатĕрленнĕ: ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем, удобрени туяннă. Майĕпен Вăрманкасри сысна фермине те хута ярасшăн.

- Пахи - çынсен ĕçлес кăмăлĕ пурри, - палăртнă Муркаш тăрăхне ĕçлĕ çулçÿревпе çитнĕ ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Районта Ильич ячĕллĕ хуçалăх ака-сухана пĕрремĕш тухнă. Хальхи вăхăтра çуртрисем 250 гектар йышăннă. Куллен 50-60 гектар акса хăвараççĕ. Пурĕ 4 сеялка ĕçлет. 100 гектар куккурус акма палăртаççĕ.

- Куккурус вăрлăхне туса илесшĕн-ха. Ăна типĕтме хуçалăхăн оборудовани пур, - пĕлтерет Игорь Николаев.

Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра 550 гектар акмалла пулсан çуррине яхăн пурнăçланă ĕнтĕ. Иртен пуçласа тавралăха каç сăнĕ çапичченех уйра ĕçченсем. Çурхи ĕçсене вăхăтра пĕтерессе иккĕленмеççĕ.

Элĕк тăрăхĕнче те хĕрÿ тапхăр. «Авангард» хуçалăхра 410 гектар акма ĕлкĕрнĕ. Пурĕ 557 гектар «шуратмаллине» шута илсен ĕçе кĕçех вĕçлемелле. Уй-хирте тăватă агрегат кĕрлет.

Журавлев фермер хуçалăхĕнче те çывăх кунсенче çурхи культурăсене акса пĕтермелле. Çĕрулми 155 гектар лартма палăртнă. Вăрлăх çителĕклех, халĕ ăна яровизацилеме хывнă.

Пĕтĕмĕшле илсен республикăра хĕрÿ тапхăр кашни хуçалăхрах сисĕнет, кунран кун «шуратса» хăварнă лаптăксем хушăнсах пыраççĕ. Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне курăнать тенĕ. Акни-лартни лайăх шăтса тухса пысăк тухăç парасса шанас килет.

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.