Комментировать

13 Мая, 2015

Старта тухаççĕ ватăсем

Йĕпе-сапаллă çанталăк е кутсăр-пуçсăр тăман алхасать – вĕсем яланах старта тухаççĕ. Ушкăнра чи кĕçĕнни - 61 çулти Вера Кадушкина. Чи асли вара - Лидия Гусева. Вăл 88 çулта.

«Сывлăх» ушкăн ертÿçисем - Галинăпа Геннадий Ларкузовсем. Вĕсем хăйсем те çичĕ теçеткене çывхараççĕ. Ушкăна 2008 çулта йĕркеленĕ. Унта 17 çын çÿрет. Вĕсенчен 12-шĕ кунсерен çула тухать. Скандинави мелĕпе утассипе кăсăкланаççĕ ватăсем. Урăхла каласан, икĕ патакпа çула тухаççĕ. «Малтанах йĕлтĕр патакĕсемпе усă куртăмăр, - кăмăллăн сăмахлать Геннадий Дмитриевич. - Анчах шĕшкĕрен тунисем те кая мар. Халĕ ытларахăшĕ вĕсемпе утать. Теприсем вара çак спорт валли ятарлă хатĕрленĕ патаксем туяннă».

Ялсенче çакнашкал маттур йĕркелÿçĕсем пурри савăнтарчĕ мана. Ларкузовсем вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă, иккĕшĕ те вĕренÿ тытăмĕнче ĕçленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула тăван ялне, Патăрьел районĕнчи Турхана, куçса килсен «Сывлăх» ушкăн йĕркеленĕ. Малтанах шкулта пухăннă: йĕлтĕрпе ярăннă, çăмăл атлетикăпа, сиплĕхлĕ гимнастикăпа кăсăкланнă. Эрнере икĕ хутчен пухăннă ватăсем. Ялти хора çÿреме те вăхăт тупнă. Пĕлÿ çуртне кĕртме пăрахсан та аптраса ÿкмен вĕсем. Хальхи вăхăтра урамра пуçтарăнаççĕ те старта тухаççĕ. «Малтанах 2-3 çухрăмран пуçларăмăр. Халĕ 8 çухрăма 1,5 сехет хушшинче çăмăллăнах парăнтаратпăр. Çуллахи вăхăтра вăрмана çÿретпĕр. Кучек поселокĕ таврашĕнче хĕç курăкĕн ?сабельник% тымарне пухатпăр. Вăл çав тери сиплĕ курăк. Хамăр валли çеç мар, кÿршĕ-аршă валли те татса килетпĕр», - пĕлтерет Геннадий Ларкузов.

«Сывлăх» ушкăна çÿрекенсем çуралнă кунсене те пĕрле уявлаççĕ. Паллах, сăра-эрехсĕр. Чылайăшĕ вĕсенчен аш та çимест, пахчаçимĕçпе çеç апатланать.

Йыш çулсеренех хушăнса пырать. Кăçал кăна «Сывлăха» икĕ çын çÿреме тытăннă. Вĕсенчен пĕри, Рая Кушманова, мăшăрне те явăçтарасшăн пулнине пĕлтерчĕ. Анчах хальлĕхе лешĕ килĕшмест иккен.

Акă еплерех хаклаççĕ ватăсем спортăн çак тĕсне:

Лидия Кольцова, 67 çулта:

- Кашни кунах утма çÿретĕп. Çакăн хыççăн алă çывăрма пăрахрĕ. Маларах организмра сахăр виçи пысăкчĕ, халĕ - йĕркеленчĕ. Текех урана та шăнăр туртмасть. Çывăрма та лайăх.

Ираида Наумова, 74 çулта:

- Кунсерен утас килет. Пĕр вырăнта ларсан ал-ура çывăрать. «Сывлăха» икĕ çул çÿретĕп. Ĕçе кайнă пек сехете пăхса çеç тăратăп. Маншăн 8 çухрăм нимĕн те мар, ывăнмастăп.

Лидия Гусеева, 88 çулта:

- Эпĕ 2008 çулта утма пуçларăм. Утмасан вырăн çинчен те тăраймастăп. Çынна хускану кирлех. Ватăсене хавхалантарнăшăн Галинăпа Геннадий Ларкузовсене пысăк тав. Вĕсем манăн вĕренекенсем пулнишĕн савăнатăп. Эпĕ чылай çул вырăнти шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. «Физкультура и спорт» журналпа халĕ те çыхăну тытатăп, материалсем çыратăп.

Çакнашкал хастар, маттур ватăсен сăмахĕ хыççăн нимĕн хушма та пĕлеймĕн. Пирĕн, çамрăксен, вĕсем пек патвар пуласчĕ. Сывлăхпа та, чун хавалĕпе те паттăр вĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.