Комментировать

13 Мая, 2015

Хăяр хунавне мĕншĕн татаççĕ?

Хăяр аврин тăррине татмалла тенине илтрĕм. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Тата помидорăн аялти çулçине хăçан тата мĕншĕн татмалла?

Галина Ландышева.

Етĕрне районĕ, Йуçпан ялĕ.

Тухăçлă хăяр

Хăярăн 3-4 çулçинчен çÿлерех çитĕнекен хунавне татса илеççĕ. Çакă çимĕçе маларах çитĕнме пулăшать, айккинчи хунавсене хăвăртрах вăй илсе аталанма май парать. Çимĕç паракан чечексем ытларах вĕсенче пулаççĕ. Енчен хăярăн гибрид сорчĕпе усă курсан татнин усси сахал. Мĕншĕн тесен вăл ахалех çимĕç паракан чечекпе пуян.

Папакран иртме

Помидор папакне /ытлă туратне/ иртни пахчаçимĕçе тĕрлĕ чир-чĕртен упрать, тухăçлăха ÿстерет, çимĕçе маларах пиçсе çитме пулăшать. Томатăн аялти туратне, çулçине ÿсме тутлăхлă япаласем нумай кирлĕ. Вĕсене татсан тутлăхлă япаласем тĕп хунавпа вăрă хутаççине аталантарма каяççĕ. Çавăнпа тухăç маларах пулса çитет.

Уçă вырăнта ытлă туратсем çеçкене ларма кăна ĕлкĕреççĕ. Анчах вĕсен çимĕçне кĕтсе илеймĕн. Апла тутлăхлă япаласем сая каяççĕ кăна. Пахчаçимĕçĕн аялти турачĕпе çулçи йĕпе çĕре çывăх пулнăран ÿсен-тăрана фитофтор чирĕ çăмăллăнах ерет. Аялти çулçăсем сарăхма пуçлаççĕ. Папака иртсен ÿсен-тăран тĕмми çине хĕвел çути лайăх ÿкет, çимĕç хăвăртрах пулса çитет.

Ытлă турата хăçан иртмелле? Малтанхи хут ăна томат чечеке ларсан, кайран эрнере пĕр хут. Папак 3-7 см çÿллĕш çитĕнсен иртме юрать. Уçă вырăнти помидора ăшă та типĕ çанталăкра иртсен ытлашши аманмасть, хăвăрт вăй илет. Çакна хачăпа е секаторпа тумалла. Ытлă турата 1-1,5 см çÿллĕшĕнчен касмалла.

Ÿсен-тăрана аялти çулçипе хунавĕнчен те тасатмалла. Мĕншĕн тесен унти хĕвел çути сахал ÿкнипе çимĕç пулмасть. Çакна асра тытмалла: хальхи вăхăтра гибрид помидор та пур, унăн ытлă туратне иртмеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.