КУÇА КУРĂНМАН СĂВĂС ТАПĂНСАН
Демодекс - куçа курăнман питĕ пĕчĕк сăвăс. Вăл ÿтĕн çу парĕсенче тата çÿç тымарĕсенче пурăнать. Çак сăвăс пуçарнă чире демодекоз теççĕ. Чир час-часах ÿт çинче те, куç хăрпăкĕсем çинче те палăрать. Пите пÿрлешке евĕр шатрасем тухса тулаççĕ, куç хăрпăкĕсем вĕтĕ çăнăхпа витĕннĕ пек курăнаççĕ, хăш чухне вĕсем тăкăнма та пуçлаççĕ. Куç кĕçĕтет, куççульленет, хупанкисем хĕрелеççĕ.
Çак сăвăсран хăтăласси çăмăл мар. Нимĕнле тоник те, спирт настойки те, крем та, эмульси те, пудра та, супăнь те пулăшмаççĕ. Шывпа /уйрăмах сиввипе/ пит çунă хыççăн çăмăлланнă пек туйăнать, анчах ку вăхăтлăха кăна, кăштахран сăвăс тата вăйлăрах аптратма пуçлать. Дерматолог тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Вăл ятарлă сиплев палăртĕ, витĕмлĕ маçсем çырса парĕ.
Сăмах май, çак мел витĕмлĕ: малтан пит çине вĕри шывра йĕпетнĕ пир пусма хурса ÿте çемçетмелле, унтан шатрасене çăнăх пуличчен вĕтетнĕ стрептоцид эмеле сĕрсе тухмалла. Вĕри пусмана куç хупанкисем çине хумалла мар-ха, вĕсене ăшă шывпа çуса стрептоцид сапмалла.
Демодекозпа кĕрешекен халăх мелĕсем те пур. Акă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри.
Çăмарта çăвĕ: килти чăх çăмартине таса майонез банкине хумалла, ăна хупламалăх уксус эссенцийĕ ямалла, хупăлчапа витсе тĕттĕм вырăна 9 куна лартмалла. Унтан уксусне тăкмалла, хуппи ирĕлнĕ çăмартине çав савăтрах лÿчĕркемелле. Маçа сивĕтмĕшре упрамалла. Ăна сиенленнĕ ÿте, уйрăмах çÿçлĕ вырăна, сĕрмелле.
Уртăш /можжевельник/ примочки: уртăшăн кофе арманĕпе авăртнă 1 апат кашăкĕ çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 4-6 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Сиенленнĕ ÿт çине кунне 1-2 хут 15-20 минута примочка хума усă курмалла. Малтан ÿте календулăн е эвкалиптăн спирт настойкипе сăтăрмалла.
Йытă çĕмĕрчĕн /крушина ольховидная/ примочки: вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 2-3 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 3-4 сехетрен сăрăхтармалла. Малтанхи рецептри пекех усă курмалла.
Ĕçсе сипленме: 1 пай шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, 1 пай армутине /полынь/, 1 пай пĕтнĕк /мята/ çулçине, 1 пай пилеш курăкĕн /пижма/ çулçине, 2 пай шăши кикенекне /череда/, 1 пай вĕлтрен çулçине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, савăта хупса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
Е 2 пай аслати курăкне /фиалка трехцветная/, 2 пай календула чечекне, 2 пай сар çип утине /зверобой продырявленный/, 1 пай пĕтнĕк çулçине, 1 пай шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине, 1 пай анăс курăкĕн /девясил/ тымарне хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, савăта хупса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.