Комментировать

13 Мая, 2015

Нÿрĕк - пысăк тухăç никĕсĕ

ЧР Ялхуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» ХУП ăсчахĕсем АПК предприятийĕсем çĕрĕç эффективлăхне ÿстерччĕр тесе республикăри малта пыракан хуçалăхсенче тĕрлĕ сăнав тăтăшах ирттереççĕ. Минерал тата органика удобренийĕсем ялхуçалăх культурисене пĕрешкел тата тĕрлĕ условире епле витĕм кÿнине тĕпчеççĕ. Вĕсене çитĕнтерессине биологилес ыйту та пысăк вырăн йышăнать. Тăпрари нÿрĕк саппасĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Юлашки 3-4 вунăçуллăхра климат сисĕнмеллех улшăнчĕ: çанталăк ăшăтса пырать, нÿрĕк ытларах ÿкет. Çулла шăрăх çунтарать, вăл кĕр енне куçать. Хĕл шартлама сивĕпе хăратма пăрахрĕ. Çакă уй-хир культурисен тухăçне пысăк витĕм кÿрет. Ялхуçалăх аталанăвĕн кăтартăвĕ çулсерен тĕрлĕ. Хăш чухне план иртсе тулать, тепĕр чухне палăртни пурнăçланмасть. Халăха вара тырă, пахча çимĕç, ытти те çителĕклĕ кирлĕ. Технологие тĕрĕс пăхăнсан та, пĕтĕм ресурспа туллин тивĕçтерсен те республикăри тупăшлă аталанакан, эпир тишкернĕ пĕр хуçалăхра юлашки 5 çулта /2010-2014 çç./ тырă тухăçĕ 2,5 хут /гектартан 11,8-тан 29,8 центнера çити/ ÿснĕ. Тĕштырă 1703-рен 5740 тонна çитнĕ /ÿсĕм - 3,4 хут/. Кăтарту çĕрулмипе те лайăхланнă. Тухăçĕ - 3,4, пĕтĕм калăпăшĕ 3,8 хут ÿснĕ. Хуçалăх пĕр тикĕс аталанман. Пĕр çулĕнче тупăш аванах илнĕ, тепринче - ларса макăрмалăх. Кал-кал ĕçлекен производствăра кăтартусен улшăнăвĕ 30-40 процентран иртмелле мар.

Тухăç, продукцин пĕтĕм калăпăшĕ çулсерен выляса тăнин тĕп сăлтавĕ йăлтах нÿрĕкпе çыхăннă. Шыв ÿсентăрана ÿсме, аталанма, хунама, тутлăхлă япаласен ылмашăвне йĕркелесе тăма кирлĕ. Вăл ялхуçалăх культурисен кашни пайĕнче пур. Клетки 70-80 е 90 процента çитиех шывран тăрать. Пĕр гектар тулла çитĕнме - 2000, куккуруса - 6000, купăстана 8000 тонна шыв кирлĕ. Типĕ çулсенче - 2-3 хут ытларах. Ÿсентăран хăйĕн кÿлепине тума усă куракан пĕтĕм нÿрĕкĕн 0,2-0,3 процентне çеç ярать. Ытти - 99,7-99,8 проценчĕ - пăсланма, кÿлепине шăрăхра сивĕтме, фотосинтез тума каять.

Культурăсем епле çитĕнесси тăпра тытăмĕнчен, тутлăхлă япаласем тымарĕ патне мĕнле пынинчен нумай килет. Çакă йăлтах шыв çаврăнăшĕ епле ĕçленипе çыхăннă.

Пирĕн тăрăхра атмосферăран нÿрĕк çулталăкра 500-550 мм чухлĕ ÿкет. 150 мм /30%/ çĕр тăрăх юхса, 25-35 мм /5-7 %/ тăпра витĕр сăрхăнса çухалать. 63-65 проценчĕ /315-325 мм/ уйра тытăнса юлать. Ÿсентăран вăрманти евĕрлĕ тăпрара - унăн 60 прценчĕпе /188 мм/, хура тăпрара 49-51 проценчĕпе /160 мм/ усă кураять. Çак калăпăш гектартан 20-23,5 центнер тĕштырă туса илме май парать. Тухăçа ÿстерме май пур-и? Паллах, май килет. Чи малтанах хуçалăх территорине тĕрĕс йĕркелемелле. Ку енĕпе Етĕрне районĕнчи тĕлĕнмелле пысăк опыт пухнă «Ленинская искра» колхозран вĕренмелле. Палăртрăм ĕнтĕ, çĕр çине ÿкекен нÿрĕкĕн мĕнпур саппасĕн 30 проценчĕ юхса пустуй çухалать. Ку хуçалăхра вăл çухалманпа пĕрех. Иккĕмĕшĕнчен, çĕр тытăмне лайăхлатмалла. Мĕншĕн тесен тăпра шыва вăрах тата япăх çăтать. Йывăр техникăпа çĕр питĕ пусăрăнать. Тăмлăрах тăпра - метр тарăнăшне çитиех. Нÿрĕк сехетре 5 см чухлĕ çеç сăрхăнать, унăн вара 10-15 см анмалла. Çĕр тислĕкрен, ÿсентăран юлашкийĕсенчен, ешĕл удобренирен чухăн, гумус шайĕ пĕчĕк. Илепер, люцерна, клевер, пăрçа йышши ытти культура та сахал çитĕнтеретпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ тăпрара усă кÿрекен нÿрĕк вăрах тытăнса тăмасть. Шăрăхра вăл хăвăрт типсе хытать. Çĕре яланах çавăрса пăрахса сухаламалла мар. Çав вăхăтрах шыв ытларах антăр тесе 40-55 см çити тарăнлатма-çемçетме тăрăшмалла. Асăннă мероприятисене ирттернин тĕллевĕ - уй тăрăх юхакан шыва тытса юлса тăпрана ытларах сăрхăнма пулăшасси, çĕре эрозирен хÿтĕлесси, тăпра нÿрĕк тытса тăраслăхне вăйлатасси - кĕскен каласан, шыв режимне туса хурса çÿлти Хуçа паракан нÿрĕкпе туллин те тухăçлă усă курасси. Вара пире Çĕр –аннемĕр çулленех хамăр кĕтекен тухăçпа савăнтарĕ. Тĕштырă, çĕрулми, ытти çимĕç те пĕлтĕрхинчен е виçĕмçулхинчен 2-3 хут сахалрах туса илме пăрахăпăр.

Владимир МУТИКОВ,

профессор, «Агро-Инновацисем» КУП консультанчĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.