Комментировать

13 Фев, 2014

Хаваслă тĕл пулу - кăткăс тĕрĕслев

Сывлăх, ăнăçу-телей сунатăп хаçатăн çамрăк тусĕсене! «Тантăша» юратакансене хампа паллаштарма кирлĕ мар ĕнтĕ: Айсан Термене ас туса юлчĕç пулĕ. «Виртуаллă класс» проекчĕн хастарĕсем, Шупашкарти 10- мĕш шкулта 4 «и» класра вĕренекенсем Кÿкеç лицейĕн 8 «в» класри тусĕсем патне хăнана кайма хатĕрленнине тахçанах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере, шартламана пăхмасăр, вĕт ура касси Кÿкеçе вĕçтерсе çитрĕ. Вирту¬аллă класăн хаваслă тĕл пулăвĕнче «Шевле» кăларăмпа ачасен чунне тыткăнлакан Марина Карягина та пулчĕ. «Виртуалсен» пултарулăхне курав валли ÿкерчĕ, «Тантăш» тусĕсем çитес вăхăтра уява телевизорпа та курма пултарĕç. Тĕл пулу вĕçĕнче Марина Федоровна та сă¬мах илчĕ, чунпа çунса тăракан маттурсене тивĕçлипех мухтарĕ.

Шупашкар ачисем кÿкеçсене концертпа са¬вăнтарчĕç. Уяв-тĕл пулăва вĕсем тĕнчери чи хаклă çынна - аннене - халалланă. Шупашкар¬ти 10-мĕш шкулта тăван чĕлхнене вĕрентессине ятарлă программăпа пурнăçлаççĕ. Хăнана пырса чĕлхе уявĕ ирттерни - хăйне евĕрлĕ экзамен вырăнĕнчех. Экзамен тытакансем вара ачасем çеç мар, вĕрентекенсем те. Тĕрĕслев çĕклемĕ, тен, учительсемшĕн йывăртарах та, тертлĕрех те.

Алина Егорова, Надежда Григорьева, Юлия Анисимова вĕрентекенсем опытлă педагогсем пулнине мансах кайрĕç тейĕн, тĕл пулура ачасенчен те ытларах хумханчĕç пулмалла. Хăнасене лицейри «Виртуаллă класс» проекта хутшăнакан Надежда Петрова вĕрентекен кĕтсе илчĕ. Уявăн хаваслă пайĕ курултай ?акт% за- лĕнче иртрĕ, 4 «и» класс ачисен пултарулăхне куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Пĕчĕкскерсем артистсенчен кая мар юрлама- ташлама ăста. Чăвашла шăкăртаттарса калаçни мĕне тăрать! Настя Родионовăпа Саша Абруков уяв ертÿçисен алли çăмăл пулчĕ, Мускаври концерт залĕнче халăха савăнтарнăнах тăрăшрĕç пĕчĕк артистсем. Дима Демейкин баян тăсса ярсан çур зал ура хуçса ташлама хатĕрччĕ! Концерт тытăмĕ нчи «Аля кăвакалĕсем» инсценировка та тыткăн-ларĕ куракансене. Ашшĕ-амăш рольне выляма çăмăлах мар пĕчĕккисене. Пурнăç тути-масине пĕлекен, ырми-канми тăрăшакан сăнарсем калăп- лама пултарчĕç-пултарчĕçех вĕсем. Аля рольне вылякан Натали Сидоровăна «амăшĕ» - Юля Арбекова - малашне шкулта та сăнаса тăрассăнах туйăнчĕ. Инсценировкăна чăвашла лартасси кăткăс ĕç. Пĕчĕк артистсем - хула ачисем. Вĕсем роль¬сене такăнмасăр, тикĕссĕн вылярĕç, акцентсăрах калаçрĕç. Маттурсем ĕнтĕ!

Концерт хыççăн тăваттăмĕшсемпе саккăрмĕш- сем чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнче паллашу тĕл пулăвĕ ирттерчĕç. Ачасем пĕр-пĕринпе именмесĕрех калаçрĕç, аслăрах-кĕçĕнрех тени сисĕн-мерĕ те. «Шевле» «пирĕштине» - Ма¬рина Карягинăна «виртуалсем» интервью пачĕç. Кабинетра ачасем пултарулăх самантне те йĕркелерĕç. Темиçе минутранах пĕр-пĕрне 100 çул пĕлнĕнех туйса илчĕç. Шупашкар ачисем лицейра питĕ килĕ шнине пытармарĕç. Çывăх вăхăтра кÿкеçсем хăйсем те 10-мĕш шкула уяв программипе çитессине пĕлтерчĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.